Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗмӗтленнӗ (тĕпĕ: ӗмӗтлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сана такам та юратса пӑрахма пултарать, эпӗ хам та яланах сан пек хӗрача ҫинчен ӗмӗтленнӗ, анчах ак, сана тӗл пултӑм та, ҫамрӑклӑх, юрату туйӑмӗсем манӑн йӑлтах таҫта кайса хӗсӗнсе пытанса ларчӗҫ, эпӗ калаҫма пултараймарӑм…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫамрӑк чухне эпӗ пысӑк ҫын пулма ӗмӗтленнӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах яланахху ӗмӗтленнӗ пек пулмасть, ҫавӑнпа ӑнӑҫсӑррисен шутне кӗрсе юлма та — ҫӑмӑлах.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫавӑн чухнех Ф. П. Павловпа К. В. Иванов «Нарспи» опера ҫырма ӗмӗтленнӗ.

Помоги переводом

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Советсен ҫӗршывӗ ҫине тапӑнма ӗмӗтленнӗ.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Театр маншӑн вӑл ҫӗнӗ тӗнче уҫни, е хам ӗмӗтленнӗ тӗнчене курма тӑрӑшни.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Хӑҫан та пулин пенсие тухас вӑхӑт ҫитессе пӗлсех тӑнӑ-ха вӑл, анчах хальхинчен ытларах вӗҫме ӗмӗтленнӗ, аллӑ ҫула ҫитичченех самолет штурвалӗ умӗнче ларма хавхаланнӑ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗт пурнӑҫа кӗни кирек кама та савӑнтарать.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сирӗнтен пӑрӑнарах ҫӳрерӗм пулин те, чун-чӗре манӑн сирӗн паталлах туртӑнчӗ, мӗншӗн тесен эсир хам шыранӑ, хам тӗл пулма ӗмӗтленнӗ арҫын пек туйӑнтӑр.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хайхискер тахҫанхине аса илчӗ те, чӗри унӑн тапхӑр-тапхӑр кӑвар пек тӗлкӗше-тӗлкӗше хӗсӗнчӗ: туя ҫине уртӑнса хуллен кӑштӑртатса утакан карчӑксемпе мучисем тӗлӗнчен вӑл кашнинчех тусан кӑна вӗҫтерсе иртнӗ, кама та пулин вутӑ е кирпӗч тиесе килсе парса хулӑмрах укҫа сӑптӑрма ӗмӗтленнӗ, ҫавӑн пеккишӗн хӑйне тӳрре кӑларма ҫӗршер сӑлтав шыра-шыра тупнӑ.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

«Институтран вӗренсе тухсан иксӗмӗр те пӗр колхоза ӗҫлеме кайӑпӑр», — ӗмӗтленнӗ вӗсем, анчах юлашки ҫул вӗреннӗ чух икӗ ҫамрӑкӑн кӗтмен ҫӗртен самана саланчӗ.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫӗнӗ вут эпир ӗмӗртенпе ӗмӗтленнӗ пурнӑҫа амаланма, вӑй илме пулӑштӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла вара чӑваш халӑх пурнӑҫне Эрехпеле сӑрапала юхтарчӗҫ; Ирӗк ҫинчен ӗмӗтленнӗ шухӑшне Мӑнастирте юрла-юрла пытарчӗҫ…

Помоги переводом

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пытармастӑп, салтака кайма ӗмӗтленнӗ эпӗ.

Помоги переводом

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Ман сенкер ҫитса кӗпем, тахҫантанпа ӗмӗтленнӗ чечеклӗ ҫитса кӗпем, ҫын курмасӑрах валашкана кӗчӗ.

Помоги переводом

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсем те, шӑварӑнса, папкаланса, тымарланса, сыпӑнсах пычӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хӑйпе пӗрле темӗнле ҫӗнӗ хӗлхем, ҫӗнӗ илем илсе килчӗ, тахҫантанпах участокран тухса тарма ӗмӗтленнӗ хӗр ҫак шухӑшран хӑракан пулчӗ.

Помоги переводом

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗмӗтленнӗ те… ӗмӗт пурнӑҫланасса шанманччӗ.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

— Эпӗ ҫеҫ-и, нумайӑшӗ Шупашкар ГЭСне чи малтан кайма ӗмӗтленнӗ вӗт.

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ӗмӗтленнӗ ҫеҫ-и?

Помоги переводом

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней