Поиск
Шырав ĕçĕ:
27. Усал ӗҫрен пӑрӑн, ырӑ ту, вара ӗмӗр пурӑнӑн: 28. Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть; вӗсем ӗмӗрех сыхланса юлӗҫ; [йӗркесӗррисене кӑларса пӑрахӗҫ,] усал ҫынсенӗн йӑхӗ тӗп пулӗ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫыннӑн сахалли те — нумай-нумай усал ҫын мулӗнчен пахарах: 17. усал ҫынсенӗн вӑйӗ путланӗ, тӳрӗ ҫынсене вара Ҫӳлхуҫа тӗреклентерет.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Санӑн ырӑлӑху иксӗлми, Эсӗ ӑна Хӑвӑнтан хӑракансем валли упратӑн, Эсӗ ӑна Хӑвна шанакансем валли этем ывӑлӗсем умӗнчех хатӗрленӗ: 21. Эсӗ вӗсене халӑхсен пӑлхавӗнчен Хӑвӑн сӑну хӳттинче пытарса усратӑн, вӗсене ҫынсенӗн хаяр чӗлхинчен хӳтӗлесе тӑратӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ этем чӗрине, этем ӑшне сӑнатӑн: ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн усаллӑхӗ пӗттӗрччӗ, тӳрӗ ҫынна тӗреклӗлентерччӗ.Да прекратится злоба нечестивых, а праведника подкрепи, ибо Ты испытуешь сердца и утробы.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулне Турӑ пӗлсе тӑрать, усал ҫынсенӗн ҫулӗ путланӗ.6. Ибо знает Господь путь праведных, а путь нечестивых погибнет.
Пс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсенӗн канашне ҫӳремен, ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн ҫулӗ ҫине тӑман, астаракан ҫынсенӗн пухӑвӗнче ларман ҫын телейлӗ; 2. вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!
Пс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗлместӗн-им эсӗ, ӗмӗртенпех — этеме ҫӗр ҫине вырӑнаҫтарнӑранпах — 5. йӗркесӗр ҫынсенӗн савӑнӑҫӗ вӑрӑма пымасть, икӗ питлӗ ҫыннӑн хӗпӗртесси те самантлӑха анчах.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫылӑхлӑ ҫынсенӗн вара куҫ ҫутийӗ сӳнсе ларӗ, вӗсенӗн хӳтлӗхӗ те путланӗ, шанчӑкӗ те ҫухалӗ.20. глаза беззаконных истают, и убежище пропадет у них, и надежда их исчезнет.
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫӗре усал ҫынсенӗн аллине панӑ; ун тӳрисен питне Вӑл хупласа тӑрать — Вӑл мар пулсассӑн, кам пултӑр тата?24. Земля отдана в руки нечестивых; лица судей ее Он закрывает. Если не Он, то кто же?
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сана курайманнисем намӑса юлӗҫ, усал ҫынсенӗн чатӑрӗсем тӗп пулӗҫ.22. Ненавидящие тебя облекутся в стыд, и шатра нечестивых не станет.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ахаз патша Урия священника ҫапла хушнӑ: пысӑк парне вырӑнӗ ҫинче ирхине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене, каҫхине тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр; патшанӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата унӑн тырӑ-пулӑ парнине те, ахаль ҫынсенӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине тата вӗсен тырӑ-пулӑ парнине ҫунтарса кӳрсе тӑр, вӗсенӗн эрехне сап, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне юнӗпе тата кирек епле парне юнӗпе те парне вырӑнне сирпӗтсе тӑр, пӑхӑртан тунӑ парне вырӑнӗ вара халлӗхе, эпӗ мӗн каличчен, ҫавӑнтах лартӑр, тенӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ывӑлсемӗ инкӗшне качча илесшӗн мар пулсассӑн, ҫав арӑм хапха патне аслӑ ҫынсем умне тухӗ те: «манӑн ывӑлсемӗм хӑй пиччӗшӗн ятне Израиль хушшинче сыхласа хӑварма килӗшмест, мана качча илесшӗн мар» тейӗ; 8. ун пек чухне ҫав хуланӑн аслӑ ҫыннисем ӑна чӗнсе илсе ӳкӗтлеме тивӗҫлӗ, анчах та лешӗ ура ҫине тӑрса: «ман ӑна качча илес килмест» теет пулсассӑн, 9. инкӗшӗ аслӑ ҫынсенӗн куҫӗ умӗнче ун патне пытӑр та ун уринчен аттине хывса илтӗр, унтан питӗнчен сурса ҫапла калатӑр: «хӑй тӑванӗн йӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшман ҫынна [Израиль хушшинче] ҫапла тӑваҫҫӗ» тетӗр; 10. вара Израильре ӑна «ҫара ураллин килӗ» тесе ят парӗҫ.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн миххисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ таран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне каялла хӑйӗн миххине хур, 2. кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чиксе хур, тенӗ.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.