Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫие (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ая хума та ҫитет, ҫие витме те ҫитет.

— И на себя и под себя.

XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Шаннӑ чечексемлӗ венчет кӗпине, кафталинӑн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳппипе сапнӑ кацавейкӑна, кивелнӗ кавира, сенкер лентӑллӑ ача утиялне, ҫие тӑхӑннӑ юлашки кӗпене.

Подвенечное платье с увядшими цветами, кацавейку, усыпанную серебряной мишурой нафталина, потертый коврик, детское одеяльце с голубыми ленточками, последнюю рубаху с тела.

6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ҫие тӑхӑнни часах юрӑхсӑра тухать.

Та, что на плечах, скоро откажется служить.

Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ульяна Баймакова ҫынна йӑпатма та, лӑплантарма та пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл: — Эпӗ, вӑт, пӗр япаларан кӑна — санран ҫие юласран, вилӗмрен хӑранӑ пекех, хӑратӑп… — тесен, Илья Артамонов кӑмӑлсӑр ӳсӗрсе илчӗ.

Ульяна Баймакова умела утешить и успокоить, а Илья Артамонов только недовольно крякнул, когда она сказала ему: — Я вот одного до смерти боюсь — понести от тебя…

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Мӗнле те пулин инкек сиксе тухнӑ пулсассӑн, айӑпӗ ман ҫие тиенетчӗ вӗт.

Но если бы случилось несчастье, виноватым оказался бы я.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

«Ку чире сирӗн ҫие турӑ янӑ, большевик пулнӑшӑн, — тет. — Кашни большевиках хӑйӗн чунне шуйттана сутнине пурте пӗлеҫҫӗ вӗт» тет.

«Это вас бог наказал за то, что вы большевик», — говорил он, — «известно, мол, что все большевики чорту душу продали».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӗр ҫыннӑн акнӑ тыррине тӑрнасем ҫие пуҫланӑ.

У мужика журавли стали сбивали у него посев.

Тӑрнапа аист // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл вӗсене каланӑ: «Эсир каллех ҫӑмарта ӑшне кӗрер; эсир ҫӑмарта ӑшне кӗрсен, эпӗ ӗлӗкхи пек сирӗн ҫие ларӑп та сире сыхласа усрӑп», — тенӗ.

Она и сказала им: «Полезайте опять в скорлупу; когда вы будете в скорлупе, я сяду на вас, как прежде сидела, и уберегу вас».

Пусма ларакан чӑхӑпа унӑн чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тӑваттӑмӗш кунне, патша хӗрне караппӑлсем киле илсе тавӑрӑннӑ вӑхӑт ҫитсен, хурт каллех чӗрӗлет те каллех ҫулҫӑ ҫие пуҫлать.

И на четвертый день, в тот самый срок, как коршуны принесли царевну, червь ожил и опять стал есть.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пиллӗкмӗш кунне, патша хӗрне арӑслан пушӑ хиртен илсе тавӑрӑннӑ вӑхӑт ҫитсен, хурт чӗрӗлет те каллех ҫулҫӑ ҫие пуҫлать.

На пятый день, в тот самый срок, как царевну принес лев из пустыни,— червь ожил и опять стал есть лист.

Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпӗ малтан юр илсе хыпрӑм, унтан тин ҫӑкӑр ҫие пуҫларӑм.

Поел я сначала снегу, а потом хлеба.

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпир вара ҫие пуҫларӑмӑр.

И мы стали есть.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӑл, сӑхсӑхса, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те ҫие пуҫларӗ.

Он помолился богу, сел за стол и стал есть.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ыйткалакансем хӗпӗртерӗҫ, эпӗ панӑ ҫӑкӑра сӑхсӑхса ҫие пуҫларӗҫ.

Нищие обрадовались хлебу, стали креститься и есть.

Пӗр ача хай суккӑр ыйткалакансенчен хӑрама чарӑнни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Йывӑҫ ҫулҫисем чӗтӗресе кайрӗҫ, пирӗн ҫие сывлӑм шапӑртатса тӑкӑнчӗ, ҫавӑнтах тата аван шӑршӑллӑ шурӑ чечекӗсем тӑкӑна пуҫларӗҫ.

Дерево задрожало листьями, и на нас закапало с него росой, и посыпались белые, душистые лепестки цветов.

Ҫӗмӗрт // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кивӗ тирӗсем ӑшӗнчен тухса пӗтсен, хуртсем тата нумайтарах ҫие пуҫларӗҫ, ҫулҫӑ та нумайтарах пӗте пуҫларӗ.

Перелинявши, червяки сильнее стали есть, и листу пошло еще больше.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсем пит пысӑкланса ҫитрӗҫ, ҫиессе те ӗлӗкхинчен 10 хут ытла ҫие пуҫларӗҫ.

Уже они очень выросли и стали есть в 10 раз больше против прежнего.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сарса хунӑ хутсем ҫинче хуртсем пурте пӗр ҫӗре пухӑнчӗҫ те, ҫулҫа хӗрринчен сырса илсе, ҫие пуҫларӗҫ.

На каждом листе бумаги все червяки собирались вместе и с краев объедали лист.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кусем те, шӑтӑксенчен тухса, пурте ҫие пуҫларӗҫ.

И все пролезли в дырочки и принялись есть.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хуртсем пурте, шӑтӑксем витӗр тухса, ҫулҫӑсем ҫине улӑхса ларчӗҫ те ҫие пуҫларӗҫ.

Червяки пролезли в дырочки, все взобрались на лист и сейчас же принялись за еду.

Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней