Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

янраса (тĕпĕ: янра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та калаҫаймарӑмӑр — команда янраса кайрӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӗсене итлетӗн-итлетӗн те — тӑри юрри, ӑшра ирӗлсе кайса, чуна хаваслӑ кӑмӑл ӳкерет те — сасси хӑй, чипер янраса тӑраканскерех, ҫын чунӗнче хӑйӗн илемне хӑварса илтӗнми пулать, урӑх шухӑша ярать.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Саня чӗринче хӑватлӑ кӗвӗ, ҫак Сурӑм тӗтрине сирме чӗнекенскер, амаланса-амалансах пырса янраса кайрӗ…

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Темиҫе кун асапланса та ӑшран хӗлӗх сине тухман туйӑмсем, халӗ сасартӑк ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса, кӗвӗллӗн янраса, нота хучӗсем тӑрӑх чупса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӑхма илемлӗ пулмасан та, сасси ял янраса тӑмалӑх!» — тет, Тимуш кӑмӑлӗ кӗтмен ҫӗртен ҫаврӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Донсков! — янраса килчӗ ҫӳлтен, ҫурт кӑшкарӗ ӑшӗнчен тахӑшин уҫӑ сасси.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Халь вӑл автобусра ярӑнса пынӑ май тӑван ялӗнчи Сулагаевсем ҫинчен мӗн пӗлнине ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑркаларӗ те кӗтмен ҫӗртен сасартӑк пуҫӗ ян-н! янраса кайрӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав тӗлелле унӑн ашшӗ вилнӗччӗ, кермен пек кил-ҫурчӗ пушах янраса ларатчӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑнкӑрав сасси янраса кайсан тӳрех алӑк уҫма васкарӗ, анчах ку Инесса мар, почтальон иккен.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Редакцире ӗҫлекенсем илтчӗр терӗ пулӗ ӗнтӗ, анчах ҫав суккӑр вӗлтрен пек сӑмахсем урамалла янраса тухаймарӗҫ, пӗр чӳречеллӗ тӑвӑртарах пӳлӗмрех пӑчланчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шкулта хаваслӑ шӑв-шав ҫӗрӗпех янраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

— Анюк! — янраса тухрӗ унӑн кӑкӑрӗнчен ӗмӗрлӗхех ҫывӑх та хаклӑ сӑмах.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Аякра малтан илтӗннӗ музыка, йӗс шӑнкӑравлӑ лаша ҫывхарнӑ чухнехи евӗр, кунталла хӑвӑрт килчӗ, хӑлхара уҫҫӑн янраса кайрӗ; вӑл халь, юмахри пек, ҫынна тухатма пултаракан кӗвӗсемпе тулчӗ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫӗрле, 11 сехет иртсен, милицири дежурнӑй ларакан пӳлӗмре телефон янраса кайнӑ.

Помоги переводом

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Герасим Федотович хӑлхинче Марина тахҫан каланӑ сӑмахсем янраса кайрӗҫ:

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑрман ҫумӗнчи урамра, инҫетре-инҫетре, гитара сасси янраса кайрӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юнашар траншейӑра каллех командирӑн урра! кӑшкӑрнӑ сасси янраса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хайхи ҫӳллӗ хӑях енчен темле тилмӗрсе пулӑшу ыйтакан сасӑ янраса кайрӗ:

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кирукпа амӑшӗ, хуллен ҫӗклесе, Санюка ӳплене илсе кӗреҫҫӗ кӑна, вӑрманта автомат-пулемет пени янраса каять.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ун хӑлхинче чылай тапхӑр ҫав самолетсен сасси янраса тӑчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней