Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юлмасӑр (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сире августӑн вунпилӗкмӗшӗнчен кая юлмасӑр парӑнма, хӑвӑрӑн хулӑра мирӗн Дон войскисене пама сӗнетӗп.

Я предлагаю вам не позже пятнадцатого августа сдаться и сдать ваш город нашим донским войскам.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑртах айӑккалла пӑрӑнчӗ те Агриппина, хулпуҫийӗ урлӑ хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ: ун хыҫҫӑн, унтан кая юлмасӑр, пуҫне каҫӑртса хурса, хулпуҫҫийӗсемпе ӗҫлесе, ҫын чупать.

Она вильнула в сторону, мельком взглянула через плечо: за ней, не отставая, бежал человек, совсем запрокинув голову, работая плечами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Киле таврӑннӑ чухне те Нӑрик Эмиль хыҫҫӑн пӗр утӑм юлмасӑр утса пычӗ.

Эмиль вернулся домой вместе со Свинушком, который следовал за ним по пятам.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ида вара пиччӗшӗнчен пӗр утӑм та юлмасӑр утса пырать.

А сестрёнка Ида не отставала от брата ни на шаг.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Мӗншӗн тесен Эмиле курсассӑнах савӑнӑҫлӑн ҫихӗрсе ун патнелле вирхӗннӗ, унран пӗр утӑм юлмасӑр ҫӳренӗ.

Потому что, стоило ему завидеть Эмиля, он кидался к нему как ошалелый, пронзительно, радостно хрюкая, и не отходил от Эмиля ни на шаг.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ун хыҫҫӑн пӗр утӑм та юлмасӑр Ида чупса пырать.

А за ней, не отставая ни на шаг, бежала сестрёнка Ида.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл шӑпах расписани тӑрӑх — пӗр минут кая юлмасӑр ҫитрӗ.

Являлся он точно по расписанию — минута в минуту.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Унта вара кая юлмасӑр, вӑхӑтра ҫитмелле.

Мы должны являться в срок, без опоздания.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Арторикс унтан юлмасӑр хыҫалтан пынӑ.

Неотлучно сопровождаемый Арториксом.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Тата санӑн хӑвӑн та сывлӑхна упрамалла, санӑн пӗрремӗш шуҫӑм сехетӗнчен кая юлмасӑр канма каяс пулать.

И уговорить тебя ради твоего здоровья уйти в свои комнаты, не позже часа первой зари.

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Нимӗҫсем те пӗр юлмасӑр йӗрлеҫҫӗ, хӳтӗлекенсене пӑшалсемпе, автоматсемпе переҫҫӗ.

Немцы двигались по их следу, не переставая обстреливать арьергард.

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хӑш-пӗр паллӑсем тӑрӑх, нимӗҫсем тепӗр виҫӗ кунтан кая юлмасӑр вӗсем ҫине тапӑнаҫҫӗ пулмалла, ҫавӑнпа Брка вӗсене хӑвӑртрах Ястребац патнелле кайма сӗннӗ.

По всему видно, что немцы, вероятно, дня через три начнут наступление, так что он советует им уже сейчас продвигаться поближе к горам.

31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Жандармсем ун хыҫӗнчен юлмасӑр пыраҫҫӗ.

Жандармы шли почти рядом с ним.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Халӗ ун хыҫҫӑн, пӗр пусӑм юлмасӑр, вилӗм ҫӳрет.

Пусть сейчас по его пятам неотступно следует смерть.

4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Паян ӑна сирӗн пӑтара юлма юрамӗ-ши? — терӗ старик, манран ҫав тери хӑранӑн пек хӑюсӑррӑн йӑл кулса, эп ӑҫталла ярса пусатӑп, вӑл та манран юлмасӑр унталла пычӗ, ҫавна пула ӑна витӗрех ҫапнӑ эрехпе табакӑн шӑршинчен эпӗ пӗр самантлӑха та хӑтӑлаймарӑм.

— А можно ему у вас пробыть нынче денек? — сказал старик с такой робкой улыбкой, как будто он очень боялся меня, и все, куда бы я ни подвинулся, оставаясь от меня в таком близком расстоянии, что винный и табачный запах, которым он весь был пропитан, ни на секунду не переставал мне быть слышен.

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн сылтӑм алли енче, унран кая та юлмасӑр, мала та иртмесӗр темӗн пысӑкӑш йытӑ-овчарка мӑнкӑмӑллӑн утса пырать.

По правую руку от него, не отставая и не забегая вперед, важно выступал огромный пес — овчарка.

33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӑл ачасемпе калаҫмасть, вӑл приказсем парать кӑна, ачасем ун хыҫҫӑн пӗр утӑм та юлмасӑр ҫӳреҫҫӗ, вӑл хушнисене тума урса кайнӑ пек ыткӑнаҫҫӗ.

Он не говорит с ребятами, он только приказывает, а они ходят за ним по пятам и сломя голову кидаются выполнять каждое его поручение.

8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вася Лобов пӗр утӑм та юлмасӑр ун хыҫҫӑн ҫӳрерӗ, аллисемпе сулкаласа: — Эпӗ нимӗн те манман, Екателина Ивановна. Эсил хуснине эп пӗлмаях туша пытӑм. Итлӗл акӑ… — терӗ вӑл кӑмӑллӑн, сӑмахсене хуҫкаласа.

Вася Лобов ходил за ней по пятам и, размахивая руками, горячо, хоть и довольно невнятно, объяснял: — Я ничего не жабыл, Екателина Ивановна. Я повтолял. Пошлушайте…

6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Эпир ҫак еннеллех хӗвеланӑҫнелле, тинӗс ҫыранӗпе паралелле кайсан, — ӑнлантарнӑ вӑл, — виҫӗ кунран кая юлмасӑр Халифа шывӗн ҫыранӗсем патне тухма пултаратпӑр.

— Если мы будем идти в этом же направлении, на запад, параллельно берегу моря, — объяснил он, — то меньше чем через три дня доберёмся до реки Хелифа.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Кая юлмасӑр, Халех!

Без промедления, Сейчас.

Ҫапла пуҫланать революци // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней