Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ боцман урисем ҫине пуҫпа ҫав тери хытӑ пырса ҫапӑннипе шӑла шаклаттарса илтӗм.Я с такой силой ударился головой о ногу боцмана, что зубы у меня лязгнули.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Доктор сехет хупӑлчине шаклаттарса хупрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Пысӑк хырӑмлӑ мӑнтӑр ҫын, пристань палубине туйипе шаклаттарса, пӗчӗк куҫӗсемпе крючниксем ҫине пӑхнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, атӑ кӗлисемпе ҫирӗппӗн шаклаттарса, пӳлӗмсем тӑрӑх васкавлӑн, йӗррӗн чупса ҫӳренӗ, тарҫӑ-тӗрҫӗсене, хуҫа пек кӑшкӑрашса, хушусем панӑ, хреснай ывӑлне ҫурӑмран лӑпкаса йӑпатнӑ:
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем тӑваттӑшӗ те каҫӑрӑларах тӑчӗҫ, сӑнарӗсем сӑвӑ ҫыраканӑннин пекех савӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗҫ, тӑваттӑшӗ те пӳрнисемпе шаклаттарса илчӗҫ те юрласа ячӗҫ.
«Тӗттӗм ту ҫынни» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑл сехетне кӑларса пӑхать те хуппине шаклаттарса хупать:
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Артемон янах шӑммисемпе шаклаттарса, чӗрнисемпе вӗсен ҫӑмӗсене тӑпӑлтарчӗ.
Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл черккене салхуллӑн тытса Костьӑна шаклаттарса илчӗ, анчах ӗҫессе ӗҫмерӗ — шухӑша кайрӗ.Он угрюмо взял стопку, чокнулся с Костей, но пить не стал — задумался.
Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.
Иконӑсен хӑмисемпе вӑр-вар шаклаттарса, ӗҫе пит те ӑста пӗлнипе мухтанса, вӑл мака вӗрентсе калатчӗ:Быстро щелкая дощечками икон, хвастаясь тонким знанием дела, он поучал меня:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Куркана сӑра тултарсан, вӑл ун тӗпӗпе сӗтеле кӑштах шаклаттарса илнӗ те ҫурма сасӑпа: «Сирӗн сывлӑхшӑн, Петр Петрович!» — тенӗ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпир ҫав ҫыхӑнусен чиккинчен нихҫан та тухса каймарӑмӑр, эпир юриех ӑна пӗрмай сума сурӑмӑр, унпа французла калаҫрӑмӑр, урасене пӗр-пӗрин ҫумне шаклаттарса пуҫ тайрӑмӑр, ӑна chère maman тесе чӗнтӗмӗр, ҫапла тунине хирӗҫ вӑл ҫавӑн евӗрлӗ шӳтлӗ сӑмахсемпе, яланхи пӗрешкел илемлӗ куллипе ответлерӗ.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ татах мӗн те пулин каланӑ пулӑттӑм-и тен, анчах ҫав вӑхӑтра алӑк шалтлатрӗ те кӑвак фрак тӑхӑннӑ профессор, урисене шаклаттарса пынӑ май пуҫ тая-тая, васкаса кафедра патнелле утрӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрне аллинчен тытса, вӑл хӑй вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те, пире Мими вӗрентнӗ пек «pas de Basques» тӑвас вырӑнне, ахаллӗн малалла чупса кайрӗ; кӗтессе ҫитсен, чарӑнчӗ, урисене сарчӗ, кӗлипе шаклаттарса илчӗ, ҫаврӑнчӗ те, сиккелесе, малалла чупрӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана хӗртен уйӑрса тӑнӑ хушша куҫ хупса илнӗ самантра паркет тӑрӑх йӑкӑртатса вӗҫсе тухрӑм та, урапа шаклаттарса илсе, ӑна ҫирӗп сасӑпа контрданса чӗнтӗм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑнасем залӑн ҫурри тӗлне ҫитсен тин тӑна кӗнӗ пек пултӑм, урасене шаклаттарса илсе пуҫ тайрӑм та вӗсене кукамай хӑна пӳлӗмӗнче иккенне пӗлтертӗм.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Малтан пирӗн ун патне пырса: «bonjour, Mimi!» темелле, урана шаклаттарса илмелле, унтан тин калаҫӑва хутшӑнма юрать.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гриша, ӗсӗкле-ӗсӗкле тӗрлӗ тӑрлавсӑр сӑмахсем сӳпӗлтетме чарӑнмасӑр, пусма картлашкисене туйипе шаклаттарса, пирӗн хыҫҫӑн пычӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атӑ кӗллисене шаклаттарса илтӗм.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Машинӑна чарса лартса, эпир шыва сикрӗмӗр, йӑлмаксене сӳтме, касма пуҫларӑмӑр, ҫав вӑхӑтра вара боцман, шӑлӗсене шаклаттарса, шхуна ҫинче мӗн пулса иртнине командира каласа кӑтартнӑ.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Шхуна сывлӑша сирпӗннипе сехӗрленсе ӳкнӗскерсем, халь бак ҫинче шӑлӗсене шаклаттарса тӑчӗҫ.Перепуганные взрывом шхуны, они стояли на баке, дружно выбивая зубами отбой.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.