Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чӑнлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
чӑнлӑх (тĕпĕ: чӑнлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ултавпа чӑнлӑх

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паян ҫут тӗнчене пӗчӗк чӑваш килнӗ ятпа ҫӗр ҫинче халиччен курман чӑнлӑх самани пуҫланса кайнӑ пек.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темле шӳтре те вара пӗр пай чӑнлӑх пурах теҫҫӗ.

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пылак суяран йӳҫӗ чӑнлӑх лайӑхрах теҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Тавлашу валли тата тавлашуран тухӑҫ пултӑр тесен тавлашакансем пӗр еннелле пӑхни кирлӗ, вӗсен тӗллевӗ пӗрпек чӑнлӑх пулмалла.

Помоги переводом

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Пӗр суясӑр чӑнлӑх — ман саккунӑм!» теме юратать.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӑнлӑх ҫинчен татах каласан, ҫакна та, сӑмах май, каласа хӑварма юрать.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Миххана патша сучӗ те, саккунӗ те, ҫав судпа саккунӑн хуҫисем те пӑхӑнса тӑнӑн сӑнласа пани, паллах, чӑнлӑх картне каллех ларасшӑн мар.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Халӑхӑн чӑн-чӑн историйӗпе ҫыхӑнса тӑракан илемлӗ литературӑ произведенинче автор чӑнлӑх виҫине ҫирӗп тытса пыни кӗретех кирлӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ӑҫта сирӗн чӑнлӑх, мур тӗпне кайманскерсем?

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳкӗнӗҫлӗ юрату, Пӗртен-пӗр Тӗрӗслӗх тӗшши ҫапла кунта, Эп чӑнлӑх ҫутипе ӳтленнӗ.

Помоги переводом

Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.

Чӑнлӑх, Укка.

— Правду, Укка, правду.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла калани те тӗрӗсех мар пуль ҫав, мӗншӗн тесен кашни суярах чӑнлӑх тӳпи пур теҫҫӗ, кашни элекрех тӗрӗслӗх пайӗ пур имӗш.

Но с другой стороны, не зря же говорят, что в каждой сплетне есть и доля правды… Так раздумывал Михабар, споря сам с собой, ругая и одновременно оправдывая Укку.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑнлӑх ун енче.

И правда будет на ее стороне.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

…Ку чӑнлӑх Янтул чӗрине ҫиҫӗм пек ҫутатса ячӗ.

Это открытие прямо-таки озарило Яндула.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Турӑ ҫеҫ аслӑ чӑнлӑх тенӗ вӑл.

Только Бог, как он говорил, есть великая истина.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хакне халь палӑртрӗ Кавруҫ: Пӗлет, ӑҫта ултав та чӑнлӑх.

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Умра Ҫут ҫӑлтӑрӑн тӑрать ҫав чӑнлӑх — Вӗри ҫӗрте те сулхӑнра Унран хӑпмасть пӗр сӑн, пӗр сӑнлӑх.

Помоги переводом

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней