Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чулсем (тĕпĕ: чул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чулсем юнпа пӗвеннӗрен хӗп-хӗрле.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫул хӗрринчи пысӑк чулсем ҫине пырса ларчӗҫ.

Помоги переводом

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй кунта, чӗпӗсем патне килсен, аванах лектеретпӗр ӑна; акӑ, чулсем те ҫывӑхрах выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Пӗрре тытӑҫса тӳпелешсех илчӗҫ: Микихвер, мӑнтӑр, лӳпперскер, Хветюка ҫӗнтереймерӗ, кӳреннипе сӑмсипе сысна пек нӗш! нӗш! туртса «тусӗ» патӗнчен кайрӗ, ним тума аптранипе шыва чулсем персе ҫӳреме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.

Энӗш хӗрнелле вак чулсем ҫинчен шӑнкӑртатса юхать.

Помоги переводом

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шурӑ чулсем хур кӗтӗвӗ пек тухса выртрӗҫ.

Белые камни издалека были похожи на стаю гусей.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Кайса курӑр, леш енчен чулсем ыткӑнаҫҫӗ унта, — хӗтӗртрӗ хӑйӗн ҫыннисене Максуд.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑкӑрӗ ҫинче Сююнбикен хаклӑ чулсем ҫакнӑ ису.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрре те савӑнтармасть Булат Ширина ӳсӗр мӑрсасем кӗрлени, улансем посад тӑрӑх халӑха утсемпе таптаса ҫӳрени, хан тантӑш-пӗлӗшӗсем вырӑс посольстви еннелле чулсем вӑркӑнтарни.

Помоги переводом

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ура айӗнче чулсем чӑштӑртатаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урусем ҫумне чулсем ҫых.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем хӑйсен куҫӗпе курнӑ ун пек чулсем пуррине.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Археологсем тупса панинчен ҫакӑ паллӑ: пӑлхар ҫырулӑхӗ кив масарсенчи чулсем ҫинче лайӑх палӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соньӑна куккӑшӗ хаклӑ чулсем парнеленӗ хыҫҫӑн Эльгеев ним мар пулчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫавӑнпа вӑл ҫав хаклӑ чулсем мӗн чухлӗ тӑрассине часах хӑй ӑшӗнче шутласа илнӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ак халӗ те, ятарласа итлесе тӑрсан, чулсем хушшипе шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхни илтӗнет, ирӗксӗрех ҫын кӑмӑлне хӑй еннелле туртать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гервак хаклӑ чулсем чикнӗ ешчӗкрен куҫне пӑрмасӑр ҫӗкленчӗ, Моргиана ӑна тӳлев шучӗпе хаклӑ япаласене парасси-памасси пирки ыйтасшӑнччӗ ҫеҫ — ҫак самантра лешӗ аллине шӑнкӑрав патнелле тӑсрӗ.

Гервак встала, смотря на ящик с камнями, и хотела уже спросить, передает ли Моргиана ей эти драгоценности в счет уплаты, как та протянула руку к звонку.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чулсем пурте тенӗ пекех иккӗмӗш сортлӑ; хура-симӗс шӑрҫасем вара… вӗсем ахаль кӗленче кӑна!

Почти все камни второго сорта; что касается черно-зеленых бус, то они — простое стекло.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Кусем чӑн-чӑн чулсем ахӑр, — терӗ вӑл чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен Моргиана ҫине ютшӑнчӑклӑн тӗмсӗлсе, — вӗсенчен хӑшӗ-пӗри хаклӑ тата питӗ чаплӑ.

— Кажется, это настоящие камни, — сказала она, замкнуто смотря на терпеливо ожидавшую Моргиану, — некоторые из них дороги и очень хороши.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чулсем йӑлкӑшаҫҫӗ.

Камни засветились.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней