Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чалӑшнӑ (тĕпĕ: чалӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрӗс-мерӗс ҫӳллӗ, ватӑ ҫынла тачка та йӑмшак кӳлепеллӗскер, вӑл алӑк суллисем чалӑшнӑ, чӳречисем кӑшт тӗттӗмрех казак пӳрчӗн пӗчӗкҫӗ курницинче ӗненмелле мар мӑнттаййӑн курӑнать.

Саженного роста, старчески грузный и рыхлый, он казался неправдоподобно большим в этой крохотной казачьей горенке с покосившимися притолоками дверей и подслеповатыми окошками.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юлашкинчен вӑл темле ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ масар ҫине ыткӑнса ҫитет, йӑтӑнса аннӑ карта урлӑ сиксе каҫса, пута-пута аннӑ вилтӑприсем, чалӑшнӑ хӗрессемпе пӗчӗк часавайсем хушшипе чупать.

Наконец он достигает какого-то полуразрушенного мрачного кладбища, прыгает через поваленную изгородь, бежит между осевшими могилками, покосившимися крестами и часовенками.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем каялла ҫаврӑнса тараҫҫӗ; пичӗсем хӑйсен сехре хӑпнипе чалӑшнӑ.

Они поворачиваются и бегут: лица их перекошены страхом.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вара карчӑк пӳртӗн сарӑ тӑм сӗрнӗ, кӑштах чалӑшнӑ алӑкне шалтлаттарса хупса юлчӗ.

И старуха захлопнула окрашенную желтой глиной покосившуюся дверь хатенки.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тупнӑ кампа пуплеме… — ҫилленнӗ Христоня ура ҫине тӑчӗ те ҫара урисене тӗпӗ чалӑшнӑ кивӗ атӑ тӑхӑнса ячӗ, алӑк янаххине пуҫӗпе ыратмаллах ҫапӑнса, ҫӗрпӳртрен тухрӗ.

— Нашел с кем гутарить… — Недовольный Христоня встал, надел на босые ноги стоптанные чирики, вышел, больно стукнувшись о дверную перекладину.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑнлавсем тӗлӗнче кӑшт лапчӑк тата сылтӑм хулпуҫҫи еннелле чалӑшнӑ пуҫӗ ҫинче вӗлтӗркке ҫивӗтсем тӑратса тӑнӑ.

На чуть сплюснутой с боков, скошенной к правому плечу голове торчали жидкие косички.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн хускалмалла мар хытарнӑ ҫунаттисем сӑрт тӗмески хыҫӗнчен хупланса килекен шурӑ пӗлӗт ытамӗнче хӑрах еннелле чалӑшнӑ хура хӗрес пек курӑнаҫҫӗ.

На фоне надвигавшейся из-за бугра белой тучи мертво причаленные крылья его чернели косо накренившимся крестом.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анса лара пуҫланӑ хӗвел унӑн юлашки хут туртӑнса чалӑшнӑ тути ҫине, суранне пӑчӑртаса тытнӑ, сивӗнме ӗлкӗреймен, анчах халӗ пыл карасӗн чӑмӑртакӗ пек пулса кайнӑ алли ҫине ҫутатса пӑхать.

Низкое солнце светило на сведенный последней судорогой рот, на прижатую к ране еще теплую воскового слепка ладонь.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий те тӳссе тӑраймарӗ — Валета пӑлтӑралла тӗртсе, унӑн кивелсе чалӑшнӑ салтак атти хыҫӗ ҫине тапта-тапта, ырӑ маррӑн систерсе каларӗ:

Не стерпел и Григорий, — выталкивая Валета в сенцы, наступая ему на задники стоптанных солдатских сапог, недобрым голосом пообещал:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫӗсем ҫывӑрнӑ чухнехи евӗр хупӑнсарах тӑраҫҫӗ, сивлек ҫӑварӗ асаплӑн туртӑнса чалӑшнӑ.

Глаза сонно полузакрыты, углы сурового рта страдальчески искривлены.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пуҫӗ кӑшт аяккалла, стена еннелле чалӑшнӑ; кӑвакарса кайнӑ ҫамки шурӑ минтер пичӗпе минтер ҫинчи пит ҫӑмартине тӗксӗмлетсе кӑтартать.

Голова его была слегка повернута набок, к стене; белая наволочка подушки оттеняла синеватый влажный лоб и прижатую к ней щеку.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах кайӑк парӑнмасть, кӑштах чалӑшнӑ та, чӑпар ҫуначӗпе хӑвӑрт ҫатӑлтатса, хӑй тытнӑ ҫулпах малалла вӗҫет.

И в стремительном полете летела она, накренившись, мелькая рябым опереньем.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл юри, пӗр пысӑк ҫӗлӗклӗ ҫын ҫине пӑхнӑ пек, айккинелле пӑхса тӑнӑ, анчах куҫӗсем ирӗксӗрех трибуна ҫине чалӑшнӑ — Сергейсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман.

Нарочно глядела куда-то в сторону, делая вид, что ее занимает чья-то колом торчащая папаха, а глаза сами так и косились на трибуну и видели одного только Сергея…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн шупкалса кайнӑ, ҫилӗ килнипе чалӑшнӑ тутинчен хаяр сӑмахсем сирпӗнсе тухаҫҫӗ.

Из его побелевшего, злобно искривленного рта с трудом выметывались злые слова:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӗлет тӑрринчи хӗҫ тимӗр автансем кивелсе кайса хуҫӑла-хуҫӑла ӳкнӗ, кӗлечӗ хӑй те хӑрах еннелле чалӑшнӑ: ҫапла вара тимлӗрех куҫ кунта та хӑш-пӗр йӗркесӗрлӗхсене асӑрхама пултарать.

На крыше амбара попадали от ветхости жестяные петухи, скособочился амбар, некоторую бесхозяйственность мог приметить опытный глаз.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн татӑк пӗркӗҫлӗ шинелӗ ҫурӑмӗ ҫинелле хӑмпӑчланса хӑпарнӑ та, тӗреклӗ шӑнӑрлӑ пӗҫҫисене витсе тӑрайсан тӗксӗм симӗс шӑлаварӗпе тӗпӗ хӑрах еннелле чалӑшнӑ кӗске хром атти ҫаплах курӑнса выртаҫҫӗ.

На спине горбом бугрилась шинель с оторванным хлястиком, обнажая сильные, напружиненные мускулами ноги в брюках цвета хаки и коротких хромовых сапогах, с покривленными на сторону каблуками.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Поручикӑн карттусӗ аяккалла шуса аннӑ; пуҫӗ, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, тӑван амӑшӗ ҫумӗнче ачашланса йӑпаннӑ пек, ҫӗр ҫумне усӑннӑ, хӗрлӗрех сарӑ, кӑшт кӑвакарса тухнӑ тути хурлӑхлӑн та тавҫӑрусӑррӑн айӑкалла чалӑшнӑ.

Белокурая курчавая голова, со сбитой фуражкой, словно ласкаясь, никла щекой к земле, а оранжевые, тронутые синевой губы скорбно, недоуменно кривились.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хыткан хул лапаткисем тухса тӑраҫҫӗ, куҫӗ айӗнчи мӑкӑлӗ ҫаплах хитре мар курӑнать, вӑл, шывран хӑраса, кӑштах чалӑшнӑ, ҫавна май унӑн пӗтӗм кӗлетки катемпи евӗрлӗрех туйӑнать.

С костистыми лопатками, с шишкой под глазом, согнувшийся и явно трусивший воды, он представлял из себя смешную фигуру.

V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Тумне тирпейлӗ, хӑйне тӳп-тӳррӗн тытнине курса, килнӗ ҫын пысӑк пуҫлӑх пулнине хӑй ҫарта пулса курнипе туйса, Яков Лукич кивелсе чалӑшнӑ атӑ кӗлисене шаклаттарса илчӗ, хыпӑнса ӳксе: — Ваше высокоблагороди! Ку эсир-и? Тур ҫырлах, сире мӗн пек кӗтеҫҫӗ! — терӗ.

И, видя по выправке, по стати, чуя чутьем служилого человека в приезжем высокое начальство, Яков Лукич послушно щелкнул каблуками стоптанных чириков, оторопело ответил: — Ваше высокоблагородие! Это вы? Боже ж мой, как вас ждут!

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Разметнов лашасене ҫатан ҫумне кӑкарчӗ, малтан крыльца ҫине хӑпарчӗ те чалӑшнӑ алӑка шаккаса илчӗ.

Размётнов привязал к плетню лошадей, первым поднялся на крыльцо, постучал в кособокую дверь.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней