Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чакӑр сăмах пирĕн базăра пур.
чакӑр (тĕпĕ: чакӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн кӳренӳпе тулнӑ чакӑр куҫӗсем ҫынсем ҫине шӑмарса пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чакӑр куҫӗсем ман ҫине кӳренӳллӗн пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

VIII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Илӗртӳллӗ чакӑр куҫсем, карусель пек ҫаврӑнакан ҫивӗтсем…

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эп халь Санюкӑн ҫырла шывӗпе сӑрланӑ пек сӑн-питне именерех пӑхакан чакӑр куҫӗсене, пуҫӗ ҫинчен вӗҫерӗнсе кайса карусель арки пек ҫаврӑнакан ҫивӗтне ҫеҫ куратӑп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хӗр эп пӑхнине сисрӗ курӑнать: пичӗ хӑмачланчӗ, пысӑк та чакӑр куҫӗсем вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсемпе витӗнчӗҫ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Куҫӗ, ашшӗнни пекех, чакӑр та шӗвек.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пит-куҫне чалӑштарса кавлесе илчӗ, хӗрелсе кайнӑ чакӑр куҫӗпе ҫилӗллӗ пӑхрӗ.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Епифан шывланнӑ чакӑр куҫӗпе аппа ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр вырӑс рабочи, кӑтрарах сарӑ ҫӳҫлӗ, чакӑр куҫлӑ илемлӗ ҫамрӑк ҫын, пирӗн пата пыра пуҫларӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрте кӗрсенех вӑл чакӑр куҫӗпе ман ҫине пӑхрӗ, кӑшт кулчӗ.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫу-ук, никама та каламастӑп, — ӗнентерсе калатчӗ Анук, пысӑк чакӑр куҫӗпе ман еннелле пӑхса, тарӑн шухӑша кайса…

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ман ҫинелле тимӗрҫӗ пӗшкӗннӗ, пысӑк чакӑр куҫӗпе ӑшшӑн пӑхать. йӗпе хӑмач кӗпи ӳт ҫумне ҫыпӑҫнӑ, хура кӑтра ҫӳҫӗ ҫинчен манӑн пит ҫине шыв тумларӗ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Праски амӑшӗ ача ашшӗ ятне каласан, пуп карчӑк ҫине чакӑр та шӗвек куҫӗпе сиввӗн пӑхса илнӗ.

Помоги переводом

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Утлас та хытанка, анчах ҫӳллӗ, пысӑк та чакӑр куҫлӑ муритленсе пӗтнӗ сӑнлӑ.

Утлас тоже не выглядел богатырем, но был высок, глазаст; лицо у него худое, но открытое.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун чакӑр куҫӗсем вутланнӑ, Тӑрать, — вӑл хӗрнӗ, — ташласа.

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каялла ан чакӑр!

Будьте настойчивы!

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сӑнран пӗрре те чирлӗ ҫын пек мар, шуранкарах кӑна, чакӑр куҫӗсем кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эппин, тарма шут тытнӑ эс пиртен… — чакӑр куҫӗпе тинкерчӗ вӑл Эльгеев ҫине.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тулли кӑкӑрлӑ та чакӑр куҫлӑ Лиза (ӑна хӑш чухне Луиза тесе чӗнет упӑшки), ҫутӑ сарӑ ҫӳҫне ҫивӗтлесе туранӑскер, тахҫан палланӑ ҫын пекех тыткалать хӑйне.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Йӑнӑшатӑр! — терӗ те шӑпланчӗ, унӑн хитре чакӑр куҫӗсем шывланчӗҫ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней