Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тупӑк хыҫҫӑн пыракан икӗ хӗрарӑмран пӗри питӗ ватӑ та шуранкка; унӑн нимӗн те хускалман сӑн-пичӗ, хуйхӑпа ҫав тери улшӑннӑскер, салхуллӑ та танлӑ пек курӑнать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Часах вӑл хӗрарӑмран хӗрӗх утӑм, унтан аллӑ утӑм кая юлчӗ.
Ватӑ ҫынпа пике ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Хӗрарӑмран унӑн хваттерне туртса илме пӑхнӑшӑнах юратмӗҫ ӑна, ҫав хӗрарӑм ҫинчен вара пурте пӗлеҫҫӗ; шӑпах ҫав хӗрарӑм хунӑ та ӗнтӗ заводӑн пӗрремӗш черечӗн пӗрремӗш кирпӗчӗсене, котлованне те, вӗсем валли, калас пулать, вӑлах чавнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Фома хӑйне хӗрарӑмран шутсӑр вӑйлӑрах туйнӑ, хӗрарӑма хӑйӗнчен шутсӑр телейсӗртерех шутланӑ.Фома чувствовал себя неизмеримо сильнейшим женщины, женщина казалась ему неизмеримо несчастнее его.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шатра Тӗпренчӗк ҫапах та пӗр вунӑ хӗрарӑмран «актив» тума пултарнӑ.Рябой Крошке все-таки удалось сколотить «актив» из десятка женщин.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кунтан инҫетрех те мар Европӑри евӗр тумланнӑ темле ҫынна куртӑмӑр, вӑл хӗрарӑмран укҫа илчӗ те пирен ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса, укҫине кӗсйине чиксе хучӗ.
Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вольное ялӗнче эпир ҫакӑн ҫинчен куҫ тӗлне пулнӑ малтанхи хӗрарӑмран ыйтрӑмӑр та: — Эпӗ сире хам ӑсатса ярӑп, — терӗ вӑл.
Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Халӑх Венерӑпа Дианӑна пит илемлӗ тесе шутлать, анчах вӗсем ҫак хӗрарӑмран илемлӗрех пулма пултарас ҫук! — илтӗнмеллех каланӑ Кассий.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эпӗ ниепле те васкаса ӗҫейместӗп, — мӗншӗн тесен йытӑ, этем пек ура вӗҫҫӗн утса, хӗрарӑмран бутерброд ыйтать.
Пире кофе илсе килсе пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Кондуктор вара: — Вӑл циркра ӗҫлет-им? — тесе ыйтрӗ Инзола ертсе пыракан хӗрарӑмран.
Эпир ҫывӑрма выртни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ирпе вӑл пиҫнӗ чӗкӗнтӗр ҫиме юратать, чарӑна пӗлмесӗр элек сарать те, тӗлӗнсе тӑмалла кӑра ятлаҫма пӗлет, кирек мӗн тусан та унӑн пит-куҫӗ пӗр пек хытса тӑрать, ун пек тума хӗрарӑмран урӑх никам та пултараймасть ҫав.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Унтан… ҫак хӗрарӑмран темӗскер те кӗтме пулать.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Ну, эпӗ сире, кӗлмӗҫсем, унӑн ятне калӑп; эсир хӗрарӑмран та ытларах пӗлесшӗн, — ҫиленсе ответлерӗ Лутация.— Ну, скажу вам его имя, попрошайки, вы любопытнее баб, — осветила, рассердившись, Лутация.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Акӑ вӑл ҫав хӗрарӑмран, ҫук, хӗрарӑмран мар, хӑйӗн юнне, пурнӑҫне, мухтавне пама тивӗҫлӗ пике-турӑран темиҫе утӑмра ҫеҫ тӑрать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Пирвайхи тӳпине вӑл Никополисри пӗр хӗрарӑмран илнӗ, лешӗ, самай ватӑскер, ӑна юратнӑ та, вилес умӗн Суллӑна хӑйӗн пуянлӑхне парса хӑварнӑ.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ чух Ефимушка ыттисем пек мухтанмастчӗ, хӑй ҫӗнтернӗ хӗрарӑмран мӑшкӑласа кулмастчӗ, вӑл кӑмӑлне ҫемҫетсе ярса, хӗпӗртесе те тав туса ҫеҫ калатчӗ, унӑн кӑвак куҫӗсем тӗлӗннӗ пек чарӑлса каятчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Жихарев хӑй сӑнне-питне апла та капла улӑштарса, ҫав чултан тунӑ пек туйӑнакан хӗрарӑм тавра ҫавӑрӑнса ҫӳрет, — пӗр ҫын мар, вунӑ ҫын, пурте ӑраснаскерсем, ташланӑ пек туйӑнать: пӗри — йӑваш, парӑнаканскер; тепри — ҫиленчӗк, хӑратаканскер; виҫҫӗмӗшӗ — хӑй темскертен хӑрать те хуллен кӑна ахлатса, кӑмӑла кайман пысӑк хӗрарӑмран ҫын сисмелле мар тарасшӑн пек туйӑнать.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑнпа ӗнер вӑл кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмпа хапха патӗнче пит кӑмӑллӑн пуплесе ларчӗ иккен: укҫа пулнӑ эппин, укҫасӑр вӑл хӗрарӑмран ним те илеймен…
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эх, эсӗ хӗрарӑмран вӗренетӗн!
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кухньӑна пӑхрӗ те унта вӑл хӗрарӑмран хӳтӗленекен Симӑна курчӗ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.