Поиск
Шырав ĕçĕ:
Поселок ҫумӗнчи ял кӗтӗвӗ те, макӑрашса-мӗкӗрешсе, улӑх тӑрӑх ялалла иртрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вӑхӑт каҫалла сулӑннине пӑхмасӑрах шӑратса ҫунтаракан хӗвелпе улӑх сӑртӗнчи ҫурта пек шурӑ хурӑнсем ирӗле пуҫларӗҫ тейӗн: юхса анчӗҫ вӗсенчен улӑхалла йӗпенсе хуралнӑ вырӑн пек курӑнакан мӗлкесем.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Хӗр ӑсне тавҫӑрса илме мар, хӑйӗн чӗринче мӗн пулса иртнине те ӑнланмарӗ вӑл, улӑх леш енчи сӑрт-хир урлӑ курӑнакан хулан хӑш-пӗр ҫурчӗсемпе телемачта ҫинелле ним тӗлсӗр пӑхрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Тутӑрне аллинчен ҫил тӑпӑлтарса илсе вӗҫтерсе кайрӗ, хӗр ӑна ҫитсе тытрӗ те улӑх тӑрӑх, хӑлха ҫакки курӑкӗн пуҫӗсене вӗҫтерсе, тылла-пуҫҫи ҫинчи йӑвасенчен текерлӗксене шуйхатса кӑларса, поселок еннелле талкӑшрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Вӑрман кайӑкӗсемпе тупӑшса, улӑх кайӑкӗ — карӑш авӑтать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Славиксен хваттерӗ улӑх урлӑ, хир урлӑ хула еннелле, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле пӑхать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Шыва — лӗри вӑрман ҫӑлкуҫне, тепри улӑх тӑрӑх каять, эпир, ҫырма урлӑ каҫса, пураллӑ пусса ҫӳретпӗр.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Ахальтен мар ӗнтӗ ку апата траншейӑри улӑх теме пӑхаҫҫӗ.
Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html
Чечеклӗ улӑх пек ҫиҫсе-чӳхенсе тӑчӗ зал!
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
«Паҫмана улӑх курӑкӗ хупланине курас марччӗ-ха, паҫма вӑл — улма вырӑнӗ, улмине ытларах туса илесчӗ», — тесе лӑпкӑн, кӗскен, ҫынна ытла тиркемесӗр хирӗҫлеҫҫӗ те шӑпланаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Унччен те пулмасть — улӑх пек анлӑ пӳлӗме виҫӗ милиционер чупса кӗреҫҫӗ те чипер хӗрарӑма вӑйпах Пысӑк ҫуртран илсе тухаҫҫӗ.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ешерет улӑх, сӑрт-ту Хӗвел хӗртнӗҫемӗн.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Апла чӑн та Иккасси ҫыннисен ҫав улӑх пулма та пултарнӑ.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Ҫав шутра, Йӑлӑмри Акӑш кӳлли патӗнчи улӑх Сившусен пулни пирки ҫырса хӑварни пур.
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Ҫак сӑмахсене тарӑхса, тӑрӑхласа каланӑ Герасим Федотович улӑх тӑрӑх Урпаш хӗррипе анаталла ярӑнтарчӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотович улӑх тӑрӑх тӑвалла утнӑ май пӗве ансӑрланса, ӑшӑхланса пычӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑтаннӑ-шикленнӗ хӗр вӑрӑм хӑмӑр ҫивӗтне енчен енне ҫапкалантарса улӑх урлӑ вӗҫтерчӗ, кӗҫех вӑрмана кӗрсе тарчӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Улӑх тулли халӑх хӗвӗшет.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Улӑх варринчех ӳппӗн тӑрӑннӑ вӑл.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Караньял Ҫеменӗпе унӑн ывӑлӗсен шӑпи ҫинчен шухӑшласа, вӗсем ҫинчен паха япала ҫырма пултарайманнишӗн тарӑхса улӑх варрипе тӑвалла утрӑм.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.