Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яланхи пекех вӗсем, иртнисене аса иле-иле, хаваслӑн калаҫрӗҫ, тӗнчери пур япала ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: ун чухнехи историлле ӗҫсенчен пуҫласа (ҫак пӗчӗк кружока Канзасри тавлашуллӑ вӑрҫӑ интереслентернӗ; вӑл вӑрҫӑ ҫурҫӗрпе кӑнтӑр хушшинче пыракан аслӑ вӑрҫӑ умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ, ку аслӑ вӑрҫӑ вара Америкӑра кӑна мар пулмалли, татах та аслӑрах событисем умӗнхи вӑрҫӑ пулнӑ; халӗ политика ҫинчен пурте калаҫаҫҫӗ, ун чухне политикӑпа интересленекенсем питӗ сахал пулнӑ; вӗсен шутӗнче — Лопухов, Кирсанов, вӗсен тусӗсем) Либих теорийӗ тӑрӑх ҫӗрӗҫӗн химилле никӗсӗсем мӗнле пулмалли ҫинчен ун чухне тавлашни таран, историлле прогресӑн законӗсем ҫинчен те, — ун чухне ҫакӑн пек кружоксенче ҫав законсем ҫинчен асӑнмасӑр пӗр калаҫу та иртмен, — чӑн-чӑнах кӑмӑл туртнине ӑна тума тӑрӑшаҫҫӗ, тӑваҫҫӗ те — фантазилле ӗмӗтсенчен, пурнӑҫланман, пурнӑҫланма кирлӗ те мар ӗмӗтсенчен уйӑрса илесси питӗ паха пулни ҫинчен, — фантазилле ӗмӗтсене вӗсене, вӗри чир чухне шыв ӗҫес килне пек, пӗр ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ: организма сыватмалла, вӑл ӗмӗтсем, организм чирлӗ пулнӑ пирки, чӑн-чӑн кӑмӑл туртнине пӑсса ҫуралаҫҫӗ, — ун чухне антропологилле философи кӑларса тӑратнӑ ҫав тӗп уйрӑмлӑх питӗ кирли ҫинчен те, пурин ҫинчен те, ҫавӑн йышши тата ун йышши те мар, анчах ҫавнашкал япаласем ҫинчен калаҫрӗҫ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ольга уйрӑлса кайма та пултарӗччӗ, тейӗпӗр, анчах ӑна чун-чӗри Штольцран уйрӑлса кайма парас ҫук: малтан вӑл Штольца тус вырӑнне ҫеҫ хуратчӗ, Штольц уншӑн, яланхи пекех, е выляса та кулса, ҫивӗч ӑслӑ калаҫакан ҫынччӗ е иккӗшин пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине, иккӗшин кӑмӑлне мӗн туртнине тӗрӗс те тӗплӗн сӑнаса пыракан ҫынччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл нимӗн те каламарӗ, ун ҫумне ҫеҫ вырнаҫса ларчӗ те унӑн кӗлеткине, пуҫне, алли каллӗ-маллӗ вылянине, йӗппине канва шӑтӑкне мӗнле чиксе туртнине сӑнама пуҫларӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанхи тапхӑрта вӑл химипе интересленсе кайнӑ, Менделеев лекцийӗсене ҫӳренӗ, каярахпа чунӗ урӑх еннелле туртнине ӑнланнӑ.
Тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кораблев епле пирус туртнине пӑхса тӑтӑм, кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫне сӗнкрӗ вӑл, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, хӑй вӑл епле таса чӗререн Марья Васильевнӑна юратни ҫинчен шухӑшларӗ ӗнтӗ, унӑн юратӑвӗ ӑнӑҫман, ҫапах та вӑл ӑна асӗнчех тытса тӑрать — ҫавӑнпа иккен ҫак иртнӗ ҫулсенче Катя пурнӑҫне те ырӑ кӑмӑлӗпе сыхласа тӑрасшӑн пулнӑ вӑл.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ӗҫ ӑҫталла туртнине чухлатӑп эпӗ, — терӗ мана Вера.— Я отгадываю, к чему все это клонится, — говорила мне Вера.
Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хыҫалтан утса пыракан ҫамрӑк йӗкӗт штаба кӗрес умӗн старший лейтенант хӑйӗн гимнастёркине аркинчен туртса тӳрлетнине, пуҫ пӳрнисене пиҫиххи хушшине чиксе ӑна каялла туртнине, ҫухави тӳмисене тӳрлетнине асӑрхарӗ те, хӑй те ҫавӑн пекех турӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ыйӑх тӗлӗшӗпе вӑл хӑйне такам кӗпе ҫухавинчен хуллен кӑна туртнине туйрӗ.Он чувствовал сквозь сон, что кто-то тихонько дергал его за ворот рубашки.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ыттисем туртнине эпӗ мӗн чухлӗ пӑхаттӑм, манӑн та вӗренесчӗ, тесе шутлаттӑм, ҫук ҫав, эпӗ вӗренме пултарас ҫук пулӗ, теттӗм.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
ХХ ӗмӗрте табак туртнине пула тӗнчере 100 миллион ҫын вӑхӑтсӑр вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
6. Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, 7. вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кӑмака е плита юрӑхсӑра тухнине, ӑна юсамалла-ҫӗнетмеллине, вентиляци те сывлӑша лайӑх туртнине сӑнасах тӑмалла.
Асӑрханулӑхпа тимлӗх кирлех // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№