Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Пӑртакҫӑ астӑватӑп ӑна, — чӗлӗмне авӑрласа, кӑмака умне туртма ларчӗ Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ура шукаласан та, пӑр ҫинче туртма ҫӑмӑлрах.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пилӗк таран явӑнса тӑракан ҫивӗтне касса пӑрахать, арҫын пулса, лаша утланса ҫӳрет, суха сухалать, сӳре сӳрет, кӗтӳ кӗтет, чӗлӗм туртма вӗренет.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хыҫалалла тек ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах туртма урапа самаях ҫӑмӑлланчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Курмастӑр-им мӗн иккенне?! — урапине малалла ӳпӗнсе туртма пикенчӗ вӑл.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӗлӗм туртма хушмаҫҫӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ларса канма, чӗлӗм туртма вӑхӑт юлмарӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ассӑн сывласа ячӗ Хумкка, сак ҫинчи карттусне илсе, чӗлӗм туртма крыльца ҫине тухасшӑнччӗ вӑл, анчах кил хуҫи унӑн ҫулне пӳлчӗ:
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Михаҫ вӗренӗн пӗр вӗҫне машинӑран ҫыхрӗ, теприне, ҫынсене тыттарса, вӑл сасӑ парсан, харӑссӑн туртма хушрӗ.
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.
Хӗр сӗтел ҫине темӗнле коробка хучӗ, Вӗҫелиса хӑлхаран туртма пуҫларӗ.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.
Лирикӑллӑ юрӑ сӑвӑсем шӑрантарнӑ вӑхӑтрах пурнӑҫа каялла туртма хӑтланакан элес-мелессене хирӗҫ те сассине ҫӗкленӗ.
Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.
— Апла пулсан Гитлера пӗтерчӗҫ те пире кӑшлама тытӑнчӗҫ, — сиксе тӑчӗ Ермолай туртма пӑрахса.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ермолай крыльца ҫине тухса ларнӑччӗ, чӗлӗм туртма, ҫав хӑйӑлти сасса палласа илчӗ — Мимер Куҫми пулчӗ ку.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Табак вырӑнне таса сиплӗ сывлӑш туртма вӗренес пулать.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ара, пурнӑҫ йывӑҫҫи туртма хушман вӗт!
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи каларӗ, мӗн терӗ, чӗлӗм туртма юрамасть терӗ, — сасартӑк персе ячӗ, сӑмсине пӑркаласа тӑракан ача.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Каллех ҫӗре ҫапса кӗртсе лартнӑ шӗвӗр патака шӑлпа туртма тивет-и?
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫакӑн пек хир варринче, тунката ҫинче чӗлӗм туртма юратать мучи.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Табак туртма пӑрахнӑ хыҫҫӑн вӑл канфет ҫисе ҫӳренине пурте пӗлеҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Мучи кӗсйинчен табак хутаҫҫи кӑларчӗ, чикарккӑ авӑрларӗ, кунта туртма юрать-ши тесе, унталла-кунталла пӑхкаларӗ, вара чӗртсе ячӗ.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.