Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

темерӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мӑрса кӑмӑлне хуҫас темерӗ, ҫапах ӑна асӑрхаттарчӗ:

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас вара Иштерекпе ун кил-йышне тек вӑрҫтарас та темерӗ.

Помоги переводом

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай май килнӗ чух Альтук инкене татах та йӗкӗлтесшӗнччӗ, анчах ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра тек кӳрентерес темерӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмӑҫ карчӑк ҫак вӑхӑтра чунтан тулашнипе пӗтӗм шӑм-шакӗпе сиксе чӗтрерӗ, вӑл Урасмета тем каласа хӑртма, каласа хӑртма ҫеҫ-и — ҫурса тӑкма хатӗрччӗ, анчах ват ҫын мехелӗпе хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ, усалпа ҫыхланас темерӗ.

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах та тыткӑна лекнӗ юлташӗсене пӑрахса тарас темерӗ.

Помоги переводом

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сахвине патне вӑл каймарӗ, кӗҫӗр пӗтӗм чун-чӗрене шӑлами тулнӑ ырӑ кӑмӑл-туйӑма тухатмӑш карчӑкпа калаҫса пӑсас темерӗ.

Помоги переводом

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уй варринче лаштра юман, Атте тесе ай кайрӑм та: Килех, ывӑлӑм, ай темерӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Атте тесе, ай, чӗнтӗм те: Килех ывӑлӑм, ай, темерӗ..

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ева шухӑшласа кӑларнине тӗшмӗртсе Детрей ӑна аптӑратас темерӗ те хӗрсен пӗтӗмӗшле шӑпи пирки сӑмахланипех ҫырлахрӗ.

Догадавшись, что Ева выдумывала, Детрей не захотел конфузить ее и ограничился замечанием о судьбе девушек вообще.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Илемпи хӑй умӗнче кам тӑнине чухларӗ ӗнтӗ, анчах тӳрех палӑртас темерӗ, тарӑху капланса килчӗ пулин те, ҫилле хӑвалама кирлӗ маррине те ӑнланмасть мар.

Помоги переводом

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Часах аслӑ ҫул ҫине тухрӗ Эверкки, район центрне ҫитме машин-мӗн кӗтсе йӑлӑхас темерӗ, ҫуранах вашлаттарчӗ.

Помоги переводом

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Упӑшка ҫакна ӑнланас темерӗ.

Помоги переводом

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Меллех мар вӑхӑтра килсе ҫакланнӑ сивлек калаҫӑва никам та аталантарас темерӗ: Роэнӑн ачи чирлет, Элли вара, питех те вӗчӗрхенчӗк пулса тӑнӑскер, инкек-синкеклӗ ӗҫ-пуҫран инстинкт шайӗнче пӑрӑнать.

Никто не поддержал мрачного разговора, пришедшегося не совсем кстати: у Роэны хворал мальчик, а Элли, ставшая очень нервной, инстинктивно сторонилась всего драматического.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Вара мӗн? — каллех ӑнланас темерӗ Калюков.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, мӗнле пурӑнан? — ӗҫ ҫинчен тӳрех калаҫас темерӗ Крапивин.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, ещӗк унра иккенне пӗлсен, Валет ӑна тӗнче тӑрӑх шыраса ҫӳрес темерӗ, Канашра кӗтме шут тытрӗ, унта урӑх ятпа хӑна ҫуртне вырнаҫрӗ, ҫапла майпах Калюкова та хӑйпе пурӑнтарчӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫуна ҫине арӑмӗпе хӗр пултӑрне лартнӑскер, намӑс курас темерӗ, лашине пушӑпа пӗррех туртса илчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫаврӑнса та пӑхас темерӗ Ехрем.

Ефрем даже не хотел оглядываться.

«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.

Пӗрремӗш хут упӑшкине хӑй куҫҫульне кӑтартас темерӗ вӑл.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пӑрахса тухса кайма та хатӗрччӗ вӑл, анчах Мишӑна аван мар лару-тӑрӑва лартас темерӗ.

Помоги переводом

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней