Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салтак тепӗр еннелле ҫавӑрӑнчӗ те васкамасӑр, тайкаланса поезд тӑрӑх малалла утрӗ.Солдат повернулся и неторопливо, вразвалку пошел вдоль поезда.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл купӑста чикнӗ корзинкине ҫӗклерӗ те тайкаланса утса кайрӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсен хыҫӗнчен шинелне хулпуҫҫи ҫине ҫакса, ҫӗлӗксӗрех Тимка тайкаланса пырать.Позади них с шинелью, накинутой на плечи, но без шапки, плелся Тимка.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл ерипен, тайкаланса утать.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вара Тиррей шаккичченех алӑка уҫрӗ те — пӳлӗме Франк тайкаланса кӗчӗ: иккӗленӳсӗр, хисепсӗр ӳсӗр хӑлаҫланупа, — хӑйӗн тӳлек кӑмӑлӗ умӗнче тӗнчене сарӑлса уҫӑлма йыхӑрать тейӗн.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Витӗрех шӑнса кӳтнӗскер, куҫӗсене йӗри-тавра кӑвак тӗспе витнӗскер, вӑйӗ ҫуккипе тайкаланса тӑраканскер — пӑравус кӑвак ҫутпа тата-тата шӑхӑрнӑран Гелли картах сикрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӑйсӑр урисем ҫинче пӗр енчен тепӗр енне тайкаланса, темиҫе утӑм хушшинче хире-хирӗҫ ларакан ашшӗ патӗнчен амӑшӗ патне утса ҫитнӗ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Чугай пӗр пӗччен, енчен енне тайкаланса: «Тӗнче буржуазине — вилӗм!» тесе сурикпа ҫырнӑ блиндированнӑй вагон патне пычӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл, — кӑкӑрӗ ҫинчи тӗрлеттернӗ китай драконӗн кӗлеткийӗ курӑнмалла — хӑй ҫийӗнчи бушлатне йӳле янӑскер, пӗр хыпӑнса ӳкмесӗр енчен-енне тайкаланса ҫӳрет.Он не суетился, ходил вразвалку — в распахнутом бушлате, на груди — татуированный китайский дракон.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Лерен, тусан мӑкӑрланса тӑнӑ ҫӗртен, ун енне тайкаланса, утнӑ май хӗҫне йӗннине чиксе хума тӑрӑшса, пӗр ҫын пыни курӑнать, — хӗҫҫин вӗҫӗ, йӗннине урлӑрах ларса хӗсӗннӗ пирки, шалалла кӗмест.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫавӑнпа та вӑл, хӑй ҫапла пурне те тимлӗ шухӑшласа тунипе кӑмӑллӑскер тата ҫакна Ленина та систересшӗнскер, пӑртак тайкаланса та хӑюллӑн малалла утрӗ.
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Лихачев хӑй те пукан ҫинчен тӑрса, мундир тӳмисене вӗҫертсе янӑ та, уҫӑ кӑкӑрпа, тайкаланса, французсен штыкӗсем ҫине кайнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Утасса та Жорж ерипен, тайкаланса утса ҫӳретчӗ.
Партизансен кил-йышӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пӗр минут пек кӗтсен, вӑл ҫурта тытнӑ та — тайкаланса утса хӑй пӳлӗмнелле хӑпарнӑ.Потом, подождав с минуту, он взял свечку и нетвердыми шагами направился к себе наверх.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вара хӑнасем Кургановпа чуптӑвашма пуҫланӑ, унтан, тайкаланса, кӗрӗкӗсене тӑхӑнма тухнӑ.Наконец, гости стали целоваться с Кургановым и, пошатываясь, выходить к шубам.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑл ура ҫине тӑнӑ та, вӑйран кайнипе тайкаланса илнӗ, анчах ҫапах та ҫул еннелле утнӑ.Когда она встала, её качнуло от слабости, но она всё-таки пошла.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Нимӗҫ сигарне чӗртсе ячӗ, ним айӑпсӑр ҫын пек, тайкаланса утса кӗрсе кайрӗ; ун хыҫҫӑн ҫавӑнтах симӗс мундирсем тӑхӑннӑ икӗ «архангел» пек мӗлкесем тӑчӗҫ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Анчах вӗсене хирӗҫ коридор тӑрӑх, тайкаланса та кукленкелесе, Рудинский пычӗ.Но навстречу им по коридору двинулся от входа, шатаясь и приседая, Рудинский.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ури ыратать пулин те, Степан йынӑшмарӗ, каллех ури ҫине тӑчӗ те, ӳсӗр пек тайкаланса, малалла утма пуҫларӗ: анчах ҫапах та Ленька хулпуҫҫийӗ ҫине тӗренчӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тӗттӗм ҫӗртен лампа ҫути ӳкекен ушкӑн хушшине тайкаланса, хӑвӑрттӑн, пӗкӗрӗлсе, ҫинҫешке Сулима пырса тӑчӗ.
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.