Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑмахпа (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫе каяс умӗн е ӗҫрен ывӑнса таврӑнсан ҫеҫ пӗр-ик сӑмахпа перкелешсе илме ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем, яра куна колхоз ӗҫӗнче ирттереҫҫӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, эпир пурсӑра та тарават!

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Юрӗ-ҫке, сӑмахпа мухтанма халь кунта пуху мар, тепӗр тесен!» — терӗ вӑл, алӑкран тухнӑ чух аллине сулса.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шапаҫ! — пӗр сӑмахпа килӗшрӗ Емелька.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун патне мар пулсан, хуйхине тусеймесӗр упӑшки ҫинчен пӗр сӑмахпа та пулин асӑнса илӗччӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки асӑрхаттарса хӑварнисене аса илсе: — Инҫетри ҫулта, ют ҫынсем хушшинче, мӗн тус-йышӗ пултӑр пирӗн? Тата унашкал ҫынсем пулӑшнипе чиперех ҫӳресен, хӑй ҫинчен пӗр сӑмахпа та пулин пӗлтерӗччӗ ӗнтӗ, — терӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Килӗшетӗп! — пӗр сӑмахпа хуравларӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан вара кунашкал чухне сӑмахпа ҫеҫ тав туса ирттерме юраманнине, ӗҫмелӗх укҫа памаллине тавҫӑрса илчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вова сасартӑк курать: ҫак автобус ҫинчех ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тем сӑмахпа кӳрентернӗ милици офицерӗ лара парать.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ун шучӗпе вӑл паян маттур, амӑшӗ хушнине пурне те тунӑ — амӑшӗ ӑна хытӑ аллипе кӑна мар, сӑмахпа та лӑпкамалла.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

— Ҫук, ир мар! — касса татрӗ юлташӗ виҫӗ сӑмахпа.

Помоги переводом

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аллисенче папка та портфель тата пысӑках мар сумка тытнӑ ҫамрӑксем паянхи кунпа савӑнаҫҫӗ авӑ: шӳтлеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗккелес илеҫҫӗ, йӗплӗ сӑмахпа та витереҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тем кирлӗ вӗсене, темшӗн ялан вӗсем мана хирӗҫле сӑмахпа вӑркӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Унта та кунта калаҫни-кулни, пӗр-пӗрне сӑмахпа тӗксе илни, пӗр-пӗринчен тӑрӑхлани илтӗнсе тӑрать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗр сӑмахпа пире ӗҫре пулӑшакан, пирӗн ӗҫе хӑвӑртлатакан ҫын пулатӑн.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр сӑмахпа, сварщик ҫав ӗҫсене туса хӑйӗн хаклӑ вӑхӑтне сая ан ятӑр.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, юлашкинчен, айккинче ларакан «арбитрсен» милиципе пӗрлех васкавлӑ пулӑшӑва та шӑнкӑравлама тивнӗ.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Дубовӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ, чӗлхи ҫине пӗр сӑмах та килмерӗ, аптранипе вӑл карттусне хывса аллинче лӳчӗркеме тытӑнчӗ, кӑшт аяккинелле пӑрӑнса, хӑйпе мӗн пулса тухнине виҫӗ-тӑватӑ сӑмахпа ӑнлантарса пачӗ.

Помоги переводом

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Курман, — малтанхи пекех пӗр сӑмахпа тавӑрчӗ Дубов.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман ҫамрӑк хӗрарӑма пуҫӗнчен ачашлать, лӑпкать, ӑшӑ сӑмахпа лӑплантарать.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней