Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сывпуллашнӑ (тĕпĕ: сывпуллаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывпуллашнӑ хыҫҫӑн — тӗрӗслеҫҫӗ.

А после здорованья — поверка.

XVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хирӗҫ — виҫҫӗмӗш хут… каллех хуллен-хуллен… темле шута кайса, сывпуллашнӑ пек шӑнкӑрав янӑрарӗ.

Навстречу — в третий раз… опять чуть… чуть… словно раздумав и прощаясь, задребезжал колокольчик.

ХLII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пурҫӑн ҫӑлтӑрлӑ пуҫне каялла ҫавӑрса, ачасемпе ӗмӗрлӗхе сывпуллашнӑ пек, салхуллӑн кӗҫенсе илчӗ.

Повернул голову с белой шелковистой звездочкой и, прощаясь, печально заржал.

XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

— Эсир пирӗнпе ҫыхӑнма ан пӑрахӑр, — терӗ ӑна Глебов сывпуллашнӑ чухне.

— Так вы с нами связь не теряйте, — бросил ему на прощанье Глебов.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Эпӗ ӗҫтеретӗп сире, пансем-тӑвансем!» терӗ Бульба: «Эсир мана атаман туни тем пек пысӑк чыс пулсан та, уншӑн мар, хамӑр юлташсемпе сывпуллашнӑ ятпа мар ӗҫтеретӗп сире: тепӗр чухне уншӑн та, куншӑн та ӗҫме пулатчӗ, халӗ пирӗн умра ун пек минут мар.

— Я угощаю вас, паны-братья, — так сказал Бульба, — не в честь того, что вы сделали меня своим атаманом, как ни велика подобная честь, не в честь также прощанья с нашими товарищами: нет, в другое время прилично то и другое; не такая теперь перед нами минута.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.

Тарас видел, как смутны стали козацкие ряды и как уныние, неприличное храброму, стало тихо обнимать козацкие головы, но молчал: он хотел дать время всему, чтобы пообыклись они и к унынью, наведенному прощаньем с товарищами, а между тем в тишине готовился разом и вдруг разбудить их всех, гикнувши по-казацки, чтобы вновь и с большею силой, чем прежде, воротилась бодрость каждому в душу, на что способна одна только славянская порода — широкая, могучая порода перед другими, что море перед мелководными реками.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Сывпуллашнӑ чухне лейтенант вӗсене виҫҫӗшне пысӑк кобурана чикнӗ пӗр трофей пистолечӗ, тепӗр обойма патрон, ҫунтармалли шӗвек тултарнӑ виҫӗ кӗленче тата икӗ «лимонка» пачӗ.

На прощанье лейтенант подарил им трофейный пистолет — один на троих, в большой кобуре, с запасной обоймой патронов, три бутылки с горючей жидкостью и две «лимонки».

Умсӑмах вырӑнне // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Патша ывӑлӗ инҫе ҫула кайма апат-ҫимӗҫпе ытти япаласем хатӗрлерӗ, унтан, хӑйӗн икӗ тусне патша хӳтлӗхне хӑварса, сывпуллашнӑ чух ҫапла каларӗ:

Запасся царевич всякой снедью и снаряжением, отдал обоих своих друзей под покровительство царя и на прощанье сказал им:

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Патша ывӑлӗ те хӑйӗн пӗтӗм килйышӗпе сывпуллашнӑ, унтан ашшӗне ал тытнӑ та туна ҫиппине унӑн престолӗ ҫумне ҫыхса хунӑ.

Царевич тоже попрощался со всеми своими домочадцами, потом простился с отцом и привязал к его престолу нить обещания.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Тепӗр кунне, хӗвел хӑйӗн таса пӳлӗмӗн ялтӑрти алӑкне уҫса пӗтӗм тӗнчене ҫутатса ярсан, патша ывӑлӗн тусӗсем хӑйсен килӗсемпе дворецӗсене саланнӑ; арӑмӗсемпе, ачисемпе, ашшӗ-амӑшӗсемпе сывпуллашнӑ та хӑйсен пӗтӗм килйышне ҫӳлти турӑ аллине шанса хӑварнӑ.

На другой день, как только солнце распахнуло сияющую дверь своей горницы и залило светом всю вселенную, друзья царевича разошлись по своим домам и дворцам, распростились с женами, детьми и родителями и поручили всевышнему всех своих домочадцев.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унтан ҫемйипе сывпуллашнӑ та кайма тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах попугая аса илнӗ.

Потом распрощался с семьей и уже собрался уходить, но раздумал и подошел к клетке попугая.

Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Сывпуллашнӑ чух.

На прощанье.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сывпуллашнӑ чух бригада начальникӗ ҫапла асӑрхаттарчӗ:

Расставаясь, начальник бригады заметил:

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Карчӑкпа старике алӑ парса сывпуллашнӑ хыҫҫӑн, бригада начальникӗ тӑлӑх арӑм Чжао, унтан Бай Юй-шань тата Яланах Пуян Ли патне кӗрсе тухрӗ.

Попрощавшись с ними, начальник бригады зашел к вдове Чжао, затем к Бай Юй-шаню и наконец к Ли Всегда Богатому.

XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сывпуллашнӑ ятпа темиҫе сӑмах кала хуть, ачасем кӗтеҫҫӗ, — тет мана Беляев шӑппӑн.

Беляев говорит мне тихо: — Скажите несколько прощальных слов, ребята ждут.

30. Каллех Мускава // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хуҫипе тепӗр хут сывпуллашнӑ хыҫҫӑн, вӑл лашине утланчӗ те Бариум еннелле кайма тухрӗ.

Стал прощаться с хозяином, затем вскочил на коня и помчался по направлению к Бариуму.

XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Сывпуллашнӑ чух Тимахви Костьӑна пӗр хутаҫ панулми илсе килсе парать.

На прощанье Тимофей приносит Косте мешочек яблок.

Эпир курнӑҫӑпӑр-ха // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑхӑчӗ чӑнах та нумай иккен, Костя ҫак нимӗн тума аптрамалла вӑраха тӑсӑлакан вӑхӑтра ӗшенсе ҫитет: сывпуллашнӑ ӗнтӗ, мӗн тумаллине йӑлтах тунӑ, чӑннипех уйрӑлса каяссине кӗтесси ҫеҫ юлчӗ.

Времени действительно оказывается много, и Костя томится той неопределенностью, мучительным междувременьем, когда уже попрощались, все сделано и сказано и нужно только ждать настоящего расставания.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тавтапуҫ сана хаклӑран та хаклӑ, асамлӑ каҫ!» — хӑтлӑ кӗтеспе сывпуллашнӑ май ӑшри савӑнӑҫне кӗлӗ каланӑ евӗр кӗвӗлерӗ Кӗҫени.

Помоги переводом

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Часрах тухса каяс килетчӗ, анчах Российӑра хуйхӑллӑ минутсене тӑсса тӑма юратаҫҫӗ; сывпуллашнӑ чухне ҫынсем вилӗ ҫыншӑн литурги служить тунӑ пек хӑтланаҫҫӗ.

Хотелось поскорее уйти, но на Руси любят затягивать грустные минуты; прощаясь, люди точно заупокойную литургию служат.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней