Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Улмуҫҫи» — «Улма йывӑҫҫи» пӗрлешнипе пулнӑ, «Сухати» — «Суха туйӗ» пӗрлешнипе, «Йӗршшу» — «Йӗрӗх шу» пӗрлешнипе тата ытти те.
Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html
Ҫуркунне уйра хӗрсе суха тумалла, вӗсене вара тепӗр чух килне ҫитсе ыйхӑран вӑратма тивет, ав еплерех «сознательнӑй» вӗсем.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Суха тунин туйӗ» тенинчен кӗскелсе пулнӑ (поэмӑра автор та ҫакна асӑрхаттарса хӑварать).
«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html
Иккӗшӗ вӗсем анкартине кӗҫех суха пуҫ ҫӗклесе килчӗҫ.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ялта ҫӑмӑлтарах суха пуҫ пур пулсан ҫӗрулми лартма лаша кирлӗ мар.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Суха сухаланӑ, тырӑ акнӑ, тырӑ вырнӑ, кӗлте турттарнӑ, капана хывнӑ, авӑн ҫапнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Уй-хирсем тӑрӑх сасӑллӑ суха: «Хӗррине те ну, ну!» илтӗнет пӗрмай.
XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анчах ула лашана Ҫитеймерӗҫ нихӑш те, Суха тунӑ лашана Сума сурӗҫ пуххипе: Пурҫӑн вӗҫлӗ алшӑли, Икӗ сурпан ик енчен — Парне ҫакрӗҫ пӳ тулли Ула лаша ҫилхинчен.
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сталин Раҫҫее суха пуҫӗпе йышӑннӑ, Совет Союзне атом бомбиллӗ хӑварнӑ!
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
— Суха тӑван ута та кантарса илеҫҫӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тепӗр чухне ҫӗрле те суха тума тивет, - пӗр авӑка шӑпланчӗ Семен Куприянович.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Хирте суха туса ывӑннӑ сухаҫа аса илтерет Иван Селифанович.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Вӑл ӗнтӗ «Суха туйӗ» (танл. «Акатуй») тенинчен пулса кайнӑ.
Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html
Хальхи ҫамрӑксене ӑнланаймастӑп эпӗ: суха патне пырса ҫулӑхман — эрех ӗҫме вӗреннӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Пӗрисем тӳсмелле мар йывӑр ӗҫпе суха хӑми пек авӑннӑ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Суха патне кайма вӑхӑт» тесшӗнччӗ, ӗнерхине аса илсе шӑлне ҫыртрӗ.
XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Вырсарникунне пӑхса тӑмалла марччӗ, суха патне каймаллаччӗ те-ха…
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан хӑй патне ҫывхарсан: — Эсӗ мӗн, суха тума каймарӑн-и? Вырсарникуна хисеплеме шут тытрӑн-и? — терӗ вӑл.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата Ҫтаппан кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тухсан суха патне каясси ҫинчен калаҫнине те астурӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑй суха патне кайма васкатчӗ, халь ӗнтӗ таҫта вӑхӑтне ирттерсе ҫӳрет…
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.