Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сикрӗ (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗпер ҫинелле пӑхса шухӑша кайнӑ Раман картах сикрӗ, сулахаялла тинкерчӗ.

Помоги переводом

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чалт сикрӗ те Улька Ҫтаппан мӑйӗнчен пӗррех уртӑнчӗ, лешӗн кӑп карӑннӑ хулӑн тутинчен чуптуса пӗтерчӗ, унтан, пуҫне ик аллипе ярса илсе, ҫерем ҫине лаплатса ларчӗ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шартах сикрӗ Ҫтаппан, ҫавна май йывӑҫ тӗртмелли шалҫана та аллинчен ӳкерсе, ним чӗнмесӗр машина патнелле уттарчӗ.

Помоги переводом

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пакша, ҫын хӑтӑрнине ӑнланнӑ пек, тепӗр турат ҫине сикрӗ.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман умри пысӑках мар сулӑ ҫине сикрӗ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш таврӑнмарӗ-ши тесе шартах сикрӗ вӑл.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗрӗслевҫӗ сулӑнса кайрӗ, чутах ӳкетчӗ, аллисемпе питне хупласа йытӑ пек айккинелле сикрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле шартах сикрӗ, ывӑннине пӑхмасӑр ҫӑмӑллӑн каялла сикрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле хӑвӑрт айккинелле сикрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле лампа ҫути ҫине мӗлке ӳксен шарт сикрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле сиксе тӑчӗ те кантӑк патнелле тапса сикрӗ, унтан тепӗр чӳрече патне васкарӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле ыйхӑран вӑраннӑ пек шарт сикрӗ, ним хуравлама пӗлмерӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун хыҫҫӑн Ҫтаппан тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шарт! сикрӗ ача чӗри.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк хӑй те сисмерӗ, ӑнланмарӗ те, тӗпсӗр ҫӑл куҫ еннелле тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унччен те пулмарӗ — пӗр ушкӑн ача кашкӑртан хӑранӑ пӗр кӗтӳ сурӑх пек ял еннелле тапса сикрӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Калама ҫук хитре пирӗшти пӗр вӑхӑт вӗттӗн-вӗттӗн чупрӗ, тепӗр вӑхӑтран путек пек тринк-транк сикрӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Летчик ыйхӑ тӗлӗшпе темскер мӑкӑртатса илчӗ, унтан стена ҫумӗнче Завьялов валли вырӑн пушатса, юлташӗ ҫумнерех сикрӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Кӗтнӗччӗ?! — темскере сиссе кӑрт-кӑрт сикрӗ Васса чӗри.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ, вӑл пӗр тӗлте тӑчӗ-тӑчӗ те малалла хӑватлӑн ялт! сикрӗ.

Помоги переводом

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней