Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сая сăмах пирĕн базăра пур.
сая (тĕпĕ: сая) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла вара, писатель хӑйӗнне те, вулаканӑнне те вӑхӑтне сая яни кӑна пулса тухать, хӑй калас тенӗ шухӑшӗсем унӑн пӗтӗмпех сӗвӗрӗлсе каяҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Карттӑ ҫинче юлнӑ укҫапа ҫитес ҫулхи мероприятисене каймашкӑн та халех билет туянма пулать — сая ямалла мар.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Анчах телей патне ҫитеймеҫҫӗ, яш ӗмӗре ҫеҫ сая яраҫҫӗ…

Помоги переводом

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Ылтӑн Петрукӗ пӗр саманта сая ямасӑр молотилкӑна хута ячӗ, трактор моторӗ кӗрлеме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун та, халӗ Хумкка вырӑнӗнче хурал тӑраканскер, вӑхӑта сая ямарӗ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хаклӑ вӑхӑтӑра сая ярса ан ҫӳрӗр, — терӗ Потапов, калаҫу пӗтнине пӗлтерсе.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ханша ӗҫтерсен, мӗнлерех пулӗ-ши? Ӗҫтерни сая каймӗ-ши?» — иккӗленсе шухӑшларӗ Кулюкка.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Хӗре сая ятӑм. Пуҫне ҫирӗм, ухмаха качча парса!» — ӳкӗнчӗ Петрукӑн хуньӑшӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн чухлӗ пӗрлӗхен ахалех тӑкӑнса сая каять.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл тесе, пурӑнса курмасӑрах ҫамрӑк ӗмӗре сая ярас-и ман?..

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хаяр арҫын хӑйне тем тӑвассинчен хӑраса мар, амӑшӗ сутма парса янӑ панулмисене сая янӑшӑн пӑшӑрханса ӳкрӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкне йӗркене кӗртме уйӑрса сая яма, Сад микрорайонӗнчи шкула туса пӗтерме малтан пӑхнинчен ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкаклама укҫа тупӑннӑ-ҫке…

Помоги переводом

50% — сахал-и е нумай-и? // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/50-sahal-i-e-numay-i

Унта ҫитиччен мӗн чул вӑхӑт сая каять.

Помоги переводом

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Мӗншӗн вӑхӑта пустуй сая ямалла?

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кун пек тӗллев пуш параппан ҫапни, пакӑлтатса чӗлхе тутине сая яни ҫеҫ, Архипов юлташ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр сӑмахпа, сварщик ҫав ӗҫсене туса хӑйӗн хаклӑ вӑхӑтне сая ан ятӑр.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫыртмалли илсе укҫана сая ямалла мар, эрех валли перекетлемелле.

Помоги переводом

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Пит кирлӗ пуль сан патна ҫӳресе вӑхӑт сая яма!

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Калаҫса ҫӑвар сӗткенне те сая ямастӑп.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑйне ӑслӑ ҫын тесе, Ыттисене тиркесе, Хурса ҫӳп-ҫап вырӑнне Сая ячӗ ӗмӗрне.

Помоги переводом

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней