Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗне пӗлтерет ку, сӑрнай кӑшкӑртни?» — тесе ыйтса тӑмарӗҫ, тӗрлӗ енне саланса малтанах каласа хунӑ вырӑна — ял тулашӗнчи канавсемпе хӳтлӗхсем патне чупрӗҫ.
20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Нумайӑшӗ ҫавна ӑнланчӗ пулас, чӑл-пар саланса пӗтрӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Казаксем пӑлхавҫӑсем пысӑк вӑйпа хӗснине чӑтайман, тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтнӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тутарсен куҫӗ умӗнчех саланса каятпӑр.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑнасем саланса пӗтсен Сафа-Гирей амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ҫывракан Утямӑша ача пӳлӗмне йӑтса кайса вырттарчӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ачасем тӗрлӗ ҫӗре саланса пулӑ тытма пикенчӗҫ.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Парти пухӑвӗнчен тухнӑ ҫынсем те килӗсене саланса пӗтрӗҫ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Алла илсе чӑмӑртатӑн та, вӑл пулса ҫитнӗ пӑрҫа хутаҫҫи пек саланса каять.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Пӳртне туса лартрӑмӑр та, хӑйсем карр саланса кайрӗҫ, — терӗ карчӑкӗ, сӗтел ҫине шӑлса типӗтнӗ май.Дом построили, а сами разбежались кто куда, — сказала старуха, вытирая на столе.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Микулай амӑшӗ вилнӗ кун каҫалапа виле ҫинче ларма килнӗ карчӑксем апат ҫиме саланса пӗтсен тӗп килне ӳсӗр Микулай пырса кӗнӗ.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗр каҫхине Укка ун кӑмӑлне тунӑ хыҫҫӑн ӑна юратса ҫапла каланӑччӗ: ачасем пирӗн вӑхӑтлӑх хӑнасем, вӗсем ҫитӗнӗҫ те саланса пӗтӗҫ, эсӗ манӑн чи ҫывӑх та ӗмӗрлӗхе панӑ тусӑм тенӗччӗ.
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Эпӗр вӗсем патне ҫывхарсан халӑх шавласа часах харпӑр хӑй ялне саланса пӗтрӗ.Когда же мы приблизились к ним вплотную, все разбежались по своим селам и деревням.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче патшалӑх пурлӑхӗсен Хусанти палатин чиновникӗсем хресченсене «кирлӗ пек тӑн кӗртме» пӑхӑнми пулнӑ уессем тӑрӑх саланса пӗтнӗ.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӗтӗм те мар сывлӑшра саланса ҫухалма.
Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халӑх саланса пӗтнӗ-пӗтмен калпайсене чӗнтерсе килтернӗ Тӗмеркке, вӗсене кам улталанине каласа панӑ, лӑйӑх кӑна хӑналаса янӑ…
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫемйи саланса кайнӑ ун.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пасар саланса пӗтсен, каҫ пуличчен пӗр сехет ҫурӑ е икӗ сехет хушши, трактирсемпе хупахсенче те ҫын сахалланать.
Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Кил-ҫурт ӑшшине упраса пурӑнни, пире, ҫунат сарса тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтнӗ тӗпренчӗкӗсене, кӑмӑллӑн кӗтсе илсе ӑшшӑн калаҫни мӗн тери паха», — теҫҫӗ Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнакан А.И.Григорьеван ачисем амӑшӗ пирки чӗререн тав сӑмахӗ каласа.
Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/
«Лашасем саланса пӗтнӗ, тиек хоспотин, тархасшӑн ан ятлӑр» тет.Лошади, говорит, все в разъезде, господин дьяк, уж не обессудьте.
Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хурлӑхан тӗмӗ патӗнчи вӗлле кӑна, саланса пыракан пурнӑҫа пӑхӑнасшӑн мар пулнӑ пек, чалӑшса ларнӑ та ҫаплах ҫирӗппӗн тытӑнса тӑрать-ха.Один только улей, словно сопротивляясь судьбе, хоть и косо, но крепко висел на старой черемухе.
Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.