Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ырӑ хуҫа ҫакна курсан йӑлт тӗлӗнсе каять, акӑ вӑл керменте пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳрет те кӑмӑллать, анчах хӑй шухӑшлать: «Халӗ пӑртак выртса тӗлӗрсе илесчӗ», тет.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Шӑлӗсене ҫыртса, ик аллине икӗ кӗсйине тарӑннӑн чиксе, вӑл килӗнче пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх, темиҫе сехет хушши лара-тӑра пӗлмесӗр, утса ҫӳренӗ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, атӑ кӗлисемпе ҫирӗппӗн шаклаттарса, пӳлӗмсем тӑрӑх васкавлӑн, йӗррӗн чупса ҫӳренӗ, тарҫӑ-тӗрҫӗсене, хуҫа пек кӑшкӑрашса, хушусем панӑ, хреснай ывӑлне ҫурӑмран лӑпкаса йӑпатнӑ:
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома чирлес-тӑвас пулсан, ашшӗ, мӗнпур ӗҫне хӑварса, килтен тухман, текех вӑл — аппӑшӗпе ывӑлне ӑҫтиҫук ыйтусемпе, канашсемпе йӑлӑхтарнӑ, лара-тӑра пӗлмесӗр, салхуллӑн, шиклӗн пӑхкаласа, пӳлӗмсем тӑрӑх ахлатса ҫӳренӗ.— Ну-ну-ну! Иду, иду… Ты только не кричи! Не пугай мальчика…
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат кӑнтӑрла ӳсӗр таврӑнас пулсан, — вара тӳрех тем пысӑкӑш аллисемпе Фомана ярса тытнӑ, ӳсӗр, телейлӗ куллипе ӑна пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӗклесе ҫӳренӗ:
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗксӗм те пӑчӑ, йывӑр атмосферӑллӑ пӳлӗмсем тӑрӑх, нимӗн сасӑсӑр тенӗ пек, хӗрарӑм мӗлкисем шуса ҫӳренӗ, вӗсем ҫинче тӗксӗм тӗслӗ платьесем, урисенче яланах ҫемҫе туфлисем пулнӑ, пичӗсем ҫинче чунпа ӳкӗннин палли сӑнарланса тӑнӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сасартӑк тата, пӗтӗм сас-чӗвве хупласа, чуна чӗтретсе яракан этемле мар улани янӑра-янӑра кайнӑ, е вӑраха пыракан йынӑшу сасси пӳлӗмсем тӑрӑх хуллен ҫеҫ юхӑнса ҫӳренӗ, унтан каҫ тӗттӗмӗпе хупланнӑ кӗтессене кӗрсе ҫухалнӑ…
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Наталья, утасса та, темӗскер, курӑнман япала чӑрмантарнӑ пекех, аслӑ пӳлӗмсем тӑрӑх хуллен, асӑрхануллӑн куҫса ҫӳренӗ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӳлӗмсем тӑрӑх та чупмасть, алхасмасть.
Мимус вилет // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Тӑхӑр сехетчен вӑл пӳлӗмсем тӑрӑх чупса савӑнать.
Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Атриум тавра коллонӑсем пулнӑ, ҫуртри пур пӳлӗмсем те унта тухнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Шалта тӗрлӗрен пӳлӗмсем.
Самолет вокзалӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Эпир аялалла анса пытӑмӑр, унта та ҫавнашкал пысӑк пӳлӗмсем пур.
Хӗрлӗ площадь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Флигельсенче пӗрер ҫын пурӑнмалли пӗчӗк-пӗчӗк пӳлӗмсем пур, унта выртмалли типӗ ҫулҫӑпа улӑмсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унта хӗресленсе иртекен коридорсем, пусмасем, кавир сӑрнӑ пӳлӗмсем, пушӑ залсем, этем пурӑнман шӑплӑхлӑ галерейӑсем.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Занавескӑсемпе чечексен каррисем витӗр эпӗ кураттӑм: пӳлӗмсем тӑрӑх офицерсен яштака кӗлеткисем куҫса ҫӳретчӗҫ, ҫаврака майор йӑваланса утатчӗ, вӑл тӗлӗнмелле простӑ та илемлӗ тумланнӑскерччӗ, ярӑнса ҫӳретчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӗнӗрен килсе вырнаҫакансене кӗтсе, пӳлӗмсем пушӑ тӑнӑ вӑхӑтра, эпӗ ҫара стенисене пӑхма кӗтӗм, картинӑсем ҫакӑнса тӑнӑ вырӑнсенче тӑваткӑл паллӑсем, кукӑр пӑтасем тата пӑтасемпе амантнӑ вырӑнсем курӑнса тӑратчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хваттерӗн планне ӳкер: пӳлӗмсем епле вырнаҫнине, алӑксем, чӳречесем ӑҫтине тата ӑста мӗн ларнине ӳкер.— Сделай план квартиры: как расположены комнаты, где двери, окна, где что стоит.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӳртре пушар тухнӑ пек, ирех вӗсем иккӗш те ҫӳҫ-пуҫӗсене турамасӑрах, кӗписене тӳмелемесӗр пӳлӗмсем тӑрӑх кускалама пуҫлаҫҫӗ, кунӗпех чупкалаҫҫӗ, кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи чейпе апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ сӗтел хушшинче канса лараҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши?
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.