Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшӗ (тĕпĕ: пӗлтерӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А, ку ытла та пӗчӗк пӗлтерӗшлӗ япала, ҫапах та унӑн пӗлтерӗшӗ пурах, мӗншӗн тесен… ну, ҫапла кирлӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Евгений, «чӗ» татӑк пӗлтерӗшӗ калавра е калаҫура хӑш-пӗр чухне питӗ аван мар!..

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Апла пулсан, хальхи вӑхӑтра тӑван чӗлхен обществӑлла пӗлтерӗшӗ чакмасть.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Паллах, ҫав чӗлхесен хальхи пурнӑҫри обществӑлла пӗлтерӗшӗ те, пуласлӑхӗ те пӗр пек мар.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Коммунизм тӑвассишӗн пыракан кӗрешӳре литературӑпа искусство пӗлтерӗшӗ те, вӗсем йышӑнса тӑракан вырӑн та пӗчӗк мар.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Фестивалӗн тӗп тӳри, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри ертӳҫин ӗҫӗсене тӑваканӗ Анна Егорова уявӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине, чӑваш ачи ачаранах чӑваш пулса ӳсмеллине палӑртса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

Саманине кура библиотекӑн ӗҫ мелӗсем улшӑнса, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, анчах та унӑн тӗшши – халӑхӑн йӑли-йӗркипе культурине, ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварс ӗҫри кӗнеке пӗлтерӗшӗ, вӑл пӗлӳ ҫӑл куҫӗ пулни – хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмӗ.

Помоги переводом

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Мӗнпур ӗҫлекен халӑха пӗрлештерекен уявӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине никамӑн та манма юрамасть, мероприятисене хастарлӑн хутшӑнмалла.

Помоги переводом

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Анчах паян кунччен вӑл аталӑхӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ пирки шухӑшламанччӗ те.

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кайран пурнӑҫ пӑсӑлнӑ май хӑшместӗр пӗлтерӗшӗ те улшӑнма тытӑннӑ.

Помоги переводом

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ветерансем, ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансем ҫитӗнекен ӑрӑва хыпарсене тӗрӗс те туллин пӗлтерсе тӑнин пӗлтерӗшӗ пушшех те витӗмлӗ. Ҫапла майпа эпир лӑпкӑ пуласлӑха, ҫӗршыв аталанӑвне тивӗҫтерейрӗпӗр», – тесе каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Культура ӗҫченӗн кунӗ умӗн ҫакнашкал хӑтлӑ объект хута кайнин пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк пулнине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Культура ӗҫченӗн кунӗ тӗлне ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хута кайрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/%d0%ba%d1% ... %83%d1%80/

Социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата инвестици политикине тытса пырассинче округ бюджечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Помоги переводом

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Туссен пӗлтерӗшӗ ӳсӗ.

Возрастает роль друзей в вашей жизни.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн пӗлтерӗшӗ мӗнре-ха?

Помоги переводом

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

XV ӗмӗртенпе Ифе пӗлтерӗшӗ чакма пуҫланӑ, малалла вара эдо халӑхӗ йӗркеленӗ Бенин патшалӑхӗ пуҫ пулса тӑнӑ.

С XV века значение Ифе стало падать, и ведущая роль в регионе перешла к государству Бенин, созданному народом эдо.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Энергин ҫӗнелекен ҫӑл куҫӗпе усӑ курса ӗҫлекен генерацилекен объектсем тӑвассин пӗлтерӗшӗ те пысӑк.

Не менее значимой является задача по созданию генерирующих объектов на основе возобновляемых источников энергии.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Халӗ, Раҫҫей ирӗклӗ пулассишӗн тата никама пӑхӑнманлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра, патриотлӑхпа гражданлӑх туйӑмӗсене ӑша хывтарас, хамӑрӑн ҫӗршыва хӳтӗлеме пултаракан сывӑ наци ҫитӗнтерес ӗҫре спорт отраслӗн пӗлтерӗшӗ нихҫанхинчен те пысӑк.

Сейчас, когда Россия сражается за право оставаться свободной и независимой, как никогда важна роль спортивной отрасли в воспитании патриотизма и гражданственности, создании здоровой, способной защитить себя нации.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл этем чысне, тивӗҫне хисеплеме вӗреннӗ, анчах укҫа чул касма тапратнӑ саманара этем чысӗпе тивӗҫӗн пӗлтерӗшӗ те улшӑнать иккен.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Шкул ҫумӗнчи сывлӑха ҫирӗплетекен лагерьсен пӗлтерӗшӗ пысӑк.

Помоги переводом

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней