Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗлетне, лавсем ҫине ҫӗршер пӑт тиесен те ним мар туртма пултараканнисем пур ҫӗар ҫинче.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Хурама Иванне ӗне илмешкӗн 15 пӑт тырӑ парас, — терӗ правлени.
Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.
Ҫав тапхӑрта ял ҫыннисем фронта 4700 пӑт тырӑ, 15 кӗрӗк-пиншак, 80 мӑшӑр ҫӑматӑ, чылай алса-чӑлха панӑ.
Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/
Вӑйӑ карти пӗр тӗлтен пӑт татӑлчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Аслати авӑткалать, вӑрман ҫийӗпе хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, пӑт та пат ҫумӑр ӳккелет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лавӗ ҫинче ҫирӗм пӑт ытла пулин те, Анук лаши пушӑ урапана туртнӑ пекех ҫӑмӑллӑн утать.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗр хаклашмасӑрах урпа, сӗлӗ, тулӑ, пӑрҫа тата пӑри вӑрлӑхӗ туянчӗ, пӗр михӗ ыраш тата икӗ пӑт тулӑ ҫӑнӑхӗ илчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ещӗк миҫе пӑт тайнине пӗлме те кирлӗ мар, — хуравларӗ Ҫтаппан.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тата ку ещӗк миҫе пӑт тайнине пӗлетӗн-и?
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗрӗсех, хальччен вӑл ҫирӗм пилӗк пӑт йӑтса курнӑ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун патне кӳршисем тӑтӑшах каҫкаласа: «Нетӳк, хаклӑ тӑванӑм, тархасшӑн, ачасене вилме ан пар — кивҫен тепӗр кӗркуннеччен тырруна пӗрер пӑт пар тархасшӑн. Чӗркуҫленсе ыйтатӑп», — куҫҫуль кӑлара-кӑлара тархаслани те пулнӑ.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Унӑн ҫумӑрпа исленнӗ фуфайки пӗр пӑт ҫурӑ таять пуль ӗнтӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Вӑл Ятманов еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Сан мана вӗрентме ҫӗр пӑт тӑвар ҫиес пулать-ха, — тесе хучӗ.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
Дубов пӑт пуканӗпе вылякансен командине йӗркеленӗччӗ, спортсменсем уявран призсемпе таврӑнчӗҫ.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Клуба ялти икӗ пӑт пуканӗсене пуҫтарнӑччӗ.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫӗмӗрт пек хура куҫӗ, ҫаврарах пичӗ, тӳрӗ сӑмси, ҫамки урлӑ усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑрки, варринчен пӑт путӑк янахӗ — пурте ун йӑлтах ашшӗне, Митрахвана, аса илтереҫҫӗ.
1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӑт ҫурӑ чакрӑм…
Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫулсерен кашни гектартан 150–200 пӑт тӗштырӑ туса илесси «Сеятель» колхозра ӗнтӗ йӑлана кӗнӗ.
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.
Темиҫе ҫӗр пин пӑт ҫӗрулмине ӑҫта усрас-ха?
Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.