Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пушмак сăмах пирĕн базăра пур.
пушмак (тĕпĕ: пушмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан кӳрен-ха, ку хутаҫра сан валли те кучченеҫ тупӑнӗ, — тесе ҫӳҫеллӗ кӗшемӗр тутӑр, икӗ кӗпелӗхпе саппунлӑх сатин тата пушмак кӑларса Анук арки ҫине хучӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекен ача костюмӗ, кӗпе, пушмак кӑларчӗ те Анука тыттарчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла эпир икӗ эрне хушши пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре, пӗр ялтан тепӗр яла ҫӳресе хамӑрӑн пушмак кӗлисене вӑйлах якатрӑмӑр темелле.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Амӑшӗн пӗлӗшӗсем тата: «Ай тур-тур, Нетюк, ну лайӑх пушмак тӑхӑнтартнӑ вара эс Куляна — куҫ илме ҫук. Питӗ шеп», — теҫҫӗ пек.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ыран сӑран пушмак илме каятпӑр-и лавккана?

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Вӑл вара: «Юрӗ, панулми пулса ҫитсен кутамккана тултарӑн та пасара кайса сутса килӗн, хӑвӑн укҫупа вара лавккара мӗнле пушмак илес тейӗн, ҫавна илӗн», — терӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хайхи велосипед ҫине утлантӑм та пушмак ҫухатнӑ вырӑна вӗҫтертӗм.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ирхине вӑрансан пушмак ҫуккине аса илтӗм тӳрех.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тачка пралукран шӑратса-ҫыпӑҫтарса тунӑ пусма картлашкисем хӗрӗн ҫирӗп пушмак кӗллисен пусӑмӗпе илемлӗ сасӑ кӑлараҫҫӗ, аялта утакансем те лайӑх курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иринӑн хӑранипе ҫан-ҫурӑмӗ чӗтреве ерчӗ, вӑл айккинелле сикрӗ, пушмак пуҫне темӗнле пралукпа чӗртерчӗ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тепле пулсан та, вунӑ ҫул пӗрле шкула чупса пушмак ҫӗтнӗ, пӗр-пӗрне лайӑхах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Хӑрах уринче — калуш, тепринче — пушмак.

Помоги переводом

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Ваҫҫа урӑх сӑмах тупаймасӑр пӳрнипе кӑмакана шакӑртаттарчӗ, такам пӑрахнӑ пирус тӗпне пушмак пуҫӗпе лапчӑтса, урайӗнче шутарчӗ.

Помоги переводом

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лакпа витнӗ хура пушмак пуҫӗнче Тамара сасартӑк хӑйӗн сӑнне асӑрхаса илчӗ.

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Иван Капитонович, — куҫне тартса, пушмак пуҫӗпе кивӗ кӑткӑ тӗмине сиркелерӗ ак вӑл.

Помоги переводом

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайран, каникул вӑхӑтӗнче, Раман ҫу каҫипех плугарьте, комбайнер помощникӗнче ӗҫлерӗ, аттестат илес куна тесе костюм, шурӑ кӗпе, галстук, пушмак туянмалӑх укҫа турӗ.

Помоги переводом

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утмӑлтурат ҫеҫки пек сенкер ҫитсӑран ҫӗлетнӗ хурталлӑ чӑваш кӗпи ҫийӗн тӗм-хура кӗске пиншак тӑхӑннӑ хӗр, уринче ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак.

Помоги переводом

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асаплансах ҫитнӗ ача варне алӑпа тыткаласа сӑтӑрса пӑхать, шӑтнӑ пушмак пуҫӗнчен тухса тарма тӑнӑ ура пӳрнисене пытаркалать.

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эх, шел, тет вӑл, куками илсе панӑччӗ, халь тин ӗнтӗ кунта хальхи пек чаплӑ пушмак тӑхӑнса та кураймӑн…

Помоги переводом

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ сӑмаха пуҫа килсен пушмак тенӗ пек персе ятӑм.

Я ответил тебе первое, что пришло в голову.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней