Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку, хӑй илтнипе тӗлӗнсе, палламан арҫынна куҫӗнчен тӗпчевлӗн тӗллерӗ, «шыва путаканскер, кӗтмен-туман ҫӗртен ярӑнса тухнӑ телейлӗ улӑм пӗрчинчен хап! ярса тытрӗ» те пат! патлаттарчӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак тамаша — укҫа, курӑнман япала пулса тӑрса, куҫ умӗнчех пат! типрӗ!!!
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑнах, Ула Тимӗр панӑ сӑмаха тытрӗ, йӗркеллех учительте ӗҫлеме пуҫларӗ, кил-ҫуртне те юхӑнтарса ямарӗ, ҫӑтӑр-ҫӑтӑрах тытрӗ, анчах хӑраха, урҫана юлса, пат пӗччен, камантайла та аскетла пурӑнса, вунӑ ҫул хушшинче шалтан самаях улшӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унсӑрӑн мӗнле ӑнланмалла-ха ҫакна: Митюк ҫитӗнсе пынӑ май унӑн пат чӗлхи Ҫӗрпӳ урлӑ Канашаллах тӑсӑлса кайрӗ, тейӗн.
Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.
Шурӑ ҫеҫке вӗлтӗртетсе илчӗ, талпӑнса туртӑнчӗ, пат татӑлчӗ, татӑлнӑ вырӑна икӗ шӑтӑк юлчӗ.
Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.
Телефон чӑнкӑр! чӑнкӑр! янраса кайни ун шухӑшне пат татрӗ.
Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.
— Лайӑх пулнӑ ҫул кашни улмуҫҫирен вун пилӗкшер пат улма туса илетӗп.
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Саша патне каймастӑп, — пат татса хурать арӑмӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Вырӑс ҫыннисем ун пек ирсӗр ӗҫ ҫинчен пӗр сӑмахпа, пат татса, — пресмыкательство теҫҫӗ.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Кӗтерук мӑйран пӑвса пат пекех пӳлӗне-пӳлӗне сывла пуҫларӗ, кунта килнӗшӗн пӑшӑрханчӗ, Ваҫли ӑна йӑпатма васкарӗ:
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Эпӗ-и? — терӗ те Кӗтерук шухӑшласа тӑмасӑрах пат татса хучӗ:
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Илтнӗ! — пат татса хучӗ Михха Огуречникова.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Кирлӗ мара сӳпӗлтетсе пыриччен, ман лаша ӑҫтине каласа пар эсӗ! — пат татса хучӗ Ҫтаппан.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Юмӑҫ карчӑка чӗнсе килес-и-мӗн? — пат персе ячӗ Якур.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫӳлтен ҫыхнӑ пралук пат! ҫеҫ татӑлса кайрӗ — шӑнкӑрч вӗлли, алӑран вӗҫерӗнсе, туратсене ҫапӑнкаласа, шӑлтӑр-шалтӑр! сасӑ кӑларса, шӑннӑ ҫӗр ҫине хаплатса ӳкрӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Эпӗ кунта сан умра чӗркуҫленме мар, лашасем патне килнӗ! — пат татса каларӗ те Озеров, куҫ харшисене ҫӗклентерсе, вӑрӑ ҫинелле унчченхинчен те вичкӗннӗн шӑтарса пӑхрӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапах та хупахна хупмах тивет, — пат персе ячӗ Казаков.
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Твиккине те, Квиккине те никама та памастӑп! — пат татса хучӗ Настаҫ кинеми.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
— Китайра мӗн хӑтланччӑр та, эпӗ чип-чиперех пурӑнас кайӑка тытса вӗлерместӗп! — пат татса хучӗ Федор Егорович.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Ҫак вӑхӑтра (эпӗ те куртӑм) шӑпах Хветюк пуҫӗ ҫине темскер, хураскер, пат! персе анчӗ.
Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.