Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пама (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ярмӑркка хӑнисем кӗнеке парнелеме, открытка ҫине алӑ пусма, вӗсен пурнӑҫӗпе тавракурӑмне мӗнле витӗм кӳни ҫинчен каласа пама, пулас вулакана хӑйӗн сӗнӗвӗсене каласа пама пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӗнеке парнелес, открытка ярас: "Китап-байрамра" тӑлӑх ачасен ҫурчӗсем валли кӗнекесем пухас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... le-3769737

Шкулсем те, экологи акцийӗсене хастар хутшӑннӑ май, тӗрлӗ йывӑҫ хунавӗ кӑларса пама ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Вӑрӑ пама хатӗрленекен капмар йывӑҫ та хӑйӗн патне пысӑк тимлӗх ыйтать.

Помоги переводом

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Канаш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем асӑннӑ ыйтӑва татса пама тунтикун пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Унсӑр пуҫне округра вӑрҫӑ тата тыл паттӑрӗсене тав тума, уява хаклама, ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани пама май паракан тӗрлӗ акци йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

41-мӗш аптекӑра ӗҫлекенсем кирлӗ пулсан канашсемпе сӗнӳсем пама та ӳркенсе тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Эмел туянакана кирлӗ сӗнӳсем пама та пӗлмелле.

Помоги переводом

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Эмел туянма килекенсемпе ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, вӗсене вӑл е ку медикаментсем пирки ӑнлантарса пама та ӳркенмеҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Вӑйӑ пуҫланичченех икӗ команди те хӑйсене ҫирӗп тытни, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлни, кашни очкона ҫӗнсе илессишӗн чунӗсене пама хатӗрри курӑнчӗ.

Помоги переводом

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче районти Культурӑпа Туризм ҫурчӗн ӗҫченӗсем тата ял тӑрӑхӗсенчи культура вучахӗсенче вӑй хуракансем 1941 ҫулта хӳтӗлев чиккисене хӑпартнине кино ӳкерсе сӑнласа пама пултарчӗҫ.

Помоги переводом

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Специалист 30 ҫынна, ҫав шутра усал шыҫӑ ернине ҫирӗплетнӗ ҫынсене, уйрӑм тимлесе тӑракан ушкӑнри пациентсене йышӑннӑ, кирлӗ сӗнӳсем пама пултарнӑ.

Помоги переводом

Усал чирсене вӑхӑтра тӗпчесе палӑртмалла // Н. ФЕДОРОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/us ... palrtmalla

Палӑртса хӑварар, Олег Николаев транспорт министерствине ҫак вӗренӳ учрежденийӗ патне тротуар вырнаҫтарма майсем туса пама ыйтрӗ.

Помоги переводом

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Ҫавӑн пекех туяннӑ техникӑшӑн 40 процентне каялла тавӑрса пама май паракан патшалӑх программипе усӑ курса районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен нумайӑшӗ техника паркне ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

Техника хатӗрлӗхӗн тӗрӗслевӗ вӗҫленнӗ // Ю. ГРИГОРЬЕВ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/te ... slev-vlenn

Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене Раҫҫейӗн геройла иртнӗ пурнӑҫне явӑҫтарма, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизма воспитани пама пулӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫирӗклӗре ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... ra-3763353

Ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пӑснӑ 722 самант палӑртнӑ; 90-шӗ - хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑсни; 82-шӗ - ҫул паллисем, разметкӑсем ыйтнине пӑхӑнманни; 38-шӗ - ҫуран ҫынсене ҫул пама ыйтнине пурнӑҫламанни; 28-шӗ - пассажир-ачасене турттармалли правилӑсене пӑсни; 28-шӗ - ҫуран ҫын ҫул-йӗр правилисен требованисене пӑснӑшӑн явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Пушкӑртра 25 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3763271

Паллах, ял хуҫалӑхӗн ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫа пӗччен татса пама йывӑртарах.

Помоги переводом

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Пухӑннӑ укҫа-тенкӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе ҫапӑҫусен ветеранӗсене медицина пулӑшӑвӗ пама кайӗ.

Вырученные средства пойдут на медицинскую помощь ветеранам Великой Отечественной войны и ветеранам боевых действий.

Районта "Хӗрлӗ гвоздика" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3761484

Вӗсене сиен кӳмесӗр тытмалла, ятарлӑ пункта вырнаҫтармалла, унта тӑрантарса усрамалла, чирлӗ пулсан сиплемелле, стерилизацилемелле, май пулнипе вара лайӑх хуҫа аллине пама тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Ҫавна май комисси йышӗнчи тӗрлӗ тытӑмри специалистсен ҫамрӑксен сывлӑхне кура вӗсем мӗнле ҫар чаҫӗсене кайма юрӑхлине татса пама тиврӗ.

Помоги переводом

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Икӗ банка, виҫӗ литр кӗрекеннисемпе, пыл тупса пама пултӑмӑр, анчах пылне леҫме ӗлкӗреймерӗмӗр.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней