Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

нӳрӗ сăмах пирĕн базăра пур.
нӳрӗ (тĕпĕ: нӳрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр самантран, ютра нумайччен ларма юратман сӑпайлӑ хӑна евӗр, нӳрӗ, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, ирхи тӗтре пек шуралса тӳпенелле хӑпарма та пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Нӳрӗ ҫӗрпе купаланнӑ тӗмеске умӗнче иккӗн тӑрса юлчӗҫ.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ваттисемпе ҫамрӑксем пӗр чӗлхе тупни пурне те савӑнтарса ячӗ, вӗсем харӑссӑн тӑрса кӗрхи нӳрӗ ҫӗре чавса ҫемҫетме пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Арҫынсен илемлӗ сассисем нӳрӗ подвалта, унӑн пур кӗтесӗсене те чӗрӗ вӑй вӗрсе кӗртнӗ пек, ӑшӑтнӑ пек, вӑйлӑн янӑраса кайрӗҫ:

Красивые мужские голоса загремели в подвале, точно оживляя, обогревая все его углы:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫӗпе урайнелле пӑхса, вӑл ним тума пӗлмен енне, турчка вӗҫӗпе нӳрӗ ҫӗре чӗркелеме пуҫларӗ.

Опустив глаза, он принялся смущенно царапать кочергой землю.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫутӑ сахал кӳртекен чӳрече, кӗҫ-вӗҫ ишӗлес пек усӑнса аннӑ мачча, тӑм урай, аялтан нӳрӗ ҫапнипе кӑмпаланса кӑвакарнӑ стенасем, (ку вӑл йӑлтах ҫав усал канава пула) — ашшӗ килӗнчи ҫак япаласем пӳрте Ваньӑшӑн питех те хаклӑн туйӑнаҫҫӗ.

Маленькое, подслеповатое окошко, провисший потолок, готовый рухнуть, глиняный пол, заплесневевшие стены с пятнами сырости внизу (всё от проклятой канавы), но как дорого все это было Ване в отчем доме!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл ватӑ шӗшкӗ ҫине пӗр хушӑ кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ: унӑн турачӗ сарлака та илемлӗ, хушӑран кӑна типӗрех туратсем тӗл пулкалаҫҫӗ; тӗреклӗ те акӑш-макӑш тымаррисем вара, палӑрмаллах ҫӳлелле тухса тӑраканскерсем, шалалла, ҫӗр айнелле, нумайрах нӳрӗ тата ҫын алли пырса сӗртӗнмен хура тӑпра пур ҫӗрелле анса каяҫҫӗ.

Он залюбовался очертаниями старого ореха с широко раскинувшимися, кое-где уже сухими ветвями, с могучими, узловатыми корнями, которые выступали на поверхности и снова уходили вглубь земли, туда, где больше влаги, где залегали нетронутые пласты чернозема.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимӗрҫ лаҫҫинче чӑтма ҫук шӑрӑх — Пӑчӑ, нӳрӗ, тӗтӗмлӗ, шӑв-шавлӑ…

Балаган наш — кузница сырая — Полон шума, духоты и дыма…

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Ҫук, Натюш аппа, мана ӗнтӗ нимле тару та пулӑшаяс ҫук ӗнтӗ, мана нӳрӗ ҫӗр тунсӑхлать», — тесе калать, тет, Кӗҫтук.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Помоги переводом

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эп ӗнтӗ килех ҫитем-ха, ҫаксене нӳрӗ ҫӗре хурам.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ҫтаппан ана ҫинчен нӳрӗ тӑпра ывӑҫласа илчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмӑн сарӑ ҫӳҫӗ ҫине нӳрӗ тӑпра тӑкӑнса тулнӑ, тутӑрӗ ӗнси ҫине анса ларнӑ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Республикӑри Гидрометеоцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 районта тӑпра ытла нӳрӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, ҫав шутра - Вӑрнар енче те.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Карас пулӑсем чӑтӑмлӑ, нӳрӗ ҫӗрте шывсӑр-мӗнсӗр виҫшер талӑк пурӑнма пултараҫҫӗ, — терӗ Палюк мучи.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Ҫирӗплӗхӗ те ҫук мар: ӑвӑс, ҫӑка е хурӑн пек нӳрӗ ҫӗрте пулнӑ-пулман ҫӗрсе каймасть, шывра е ҫӗр айӗнче выртнӑҫем тата ытларах хытать.

Помоги переводом

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Тислӗк шывӗ ямалла, ялан нӳрӗ тытмалла.

Помоги переводом

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Акӑ халь вӑл, нӳрӗ ҫӗрте ҫӗнӗ тымарсем янӑскер, пӗве пуҫне ҫирӗп тытса, патӑррӑн кашласа ларать, тулли пӗвере унӑн капӑр мӗлки инҫетренех илемлӗн курӑнса хӑй патне чӗнет.

Помоги переводом

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Халь ҫырма тӗпӗнче, нӳрӗ ҫӗрте ларакан йӑмра тавра ҫӗр купаласа тымарӗсене пытартӑмӑр, урӑх нимӗнле инкек те килсе тухмасан чӗрӗлет, вӑй илетех вӑл.

Помоги переводом

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Малтан шывра пулнӑ шапасем вара нӳрӗ шыраса ҫав ҫурӑксене кӗнӗ.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней