Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

нуша сăмах пирĕн базăра пур.
нуша (тĕпĕ: нуша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑртрах вӑрҫа кайма хатӗрлес тесе, пире халь пӗрехмай чуптараҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, пурте пӗрле нуша куратпӑр.

Нас гоняют и обучают наскоро, чтобы поскорей подготовить к войне, так что страдаем вместе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн чухлӗ нуша тӳсме!

Переносить столько лишений!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Жестянщик та эпӗ нуша пирки кӑна пулса тӑтӑм.

Жестянщик я постольку, поскольку нужда заставляет.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ман пата халиччен никам та нуша хӑваламасӑр килмен…

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Нуша, ҫапса ӳкермесен, пурӑнма вӗрентет…

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эй, мӗн каласси, нумай нуша курчӗҫ вӗсем 1941-1942 ҫулсенчи чӳкпе раштав, кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Мӗн пӗчӗкрен тертпе нуша курнӑ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам та пурнӑҫра сахал мар нуша тӳссе курнӑ.

Помоги переводом

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ача интернет-буллингран нуша курмасть-и?

Помоги переводом

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

— Санпа тек ҫыхланас мар тенӗччӗ, анчах нуша килсе тухрӗ, сан пулӑшӑву кирлӗ пулать, — терӗ Лупин мӑрса пулнӑ ҫынна тараватлӑрах йышӑнса.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑхра шӑшисем ҫук, инҫе кайса тытма сивӗ, нуша килсе тухрӗ Квиккапа Твикка умне.

Помоги переводом

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Нуша кулач ҫиме вӗрентет.

Помоги переводом

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Ялсене Хусантан ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ приказсем, «кӑтартусем» пыра пуҫланӑ: ял халӑхне нуша килсен пулӑшмалли теекен тырра халиччен килӗрен пуҫтаркаласа мукаҫей кӗлетӗнче усранӑ пулнӑ, Малашне вӑл йӗрке улшӑнать иккен.

А из Казани шли все новые приказы и указы: если прежде общественное зерно на случай непредвиденных бед крестьяне собирали подворно и хранили в амбарах — магазеях,

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав вӑхӑтрах ав, ҫӗршыва нуша килнипе — салтак вӑл.

Васюк сам крестьянин, это сейчас он солдат, когда Родине понадобилась его помощь.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кирлӗ пулать, нуша килет — темле чӗлхене те вӗренет ҫын.

Коль нужда заставит, человек выучит любой и не один язык.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Паян ӑна кирлӗ пулнӑ пуль ӗнтӗ пулӑшу, ыран, тен, Михапарӑн нуша сиксе тухӗ.

Нынче Мигулаю нужна помощь, а завтра, глядишь, понадобится и самому Михабару.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нуша кулачӑ ҫиме вӗрентет тенӗ-ҫке.

Не зря же говорится: нужда и калач есть научит.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ пирӗн ӑҫтан ҫӑкӑр тупас нуша ҫук.

Помоги переводом

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Нуша курмасӑр, тар тӑкмасӑр, Вӑл халӗ муллӑ, чаплӑ ҫын.

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ничево вӗренеҫ-ха, нуша кулач ҫиме вӗрентнӗ тет.

Помоги переводом

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней