Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗлет хӗрринчен сӑрхӑнакан кантра пек шыв юххи, урасем ҫине сирпӗнсе, хӗрсене тата шаларах хӑваларӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хулӗ час тӳрленейменнипе Пахом Петрович тракторпа ӗҫлес пилӗк ҫула кӗлет хуралӗнче ирттерчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Краҫҫын пӗтсе ҫитнипе лампа хӑйчикки пек тӗтӗм кӑларать, кӗлет тулли тӗтӗм явӑнать.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ав мӗншӗн пӗр кунхине юрла-юрла кӗлет ӑш-чиккине тирпейлерӗ Верук.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӑл ҫапла калаҫнӑ вӑхӑтра кӗлет алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те ҫӗре Вавил Поляков сиксе анчӗ, хӑрах аллипе кӗпе тӳмисене ҫаклатса, тепринпе ҫуҫне сӑтӑркаласа хапха еннелле утрӗ.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Директорта ӗҫлеме сӗнсен, эпӗ те килӗшесшӗн пулманччӗ: «Хӑрах хулсӑр, урасем иккӗшӗ те суранлӑ, ӳт-пӳ ҫинче тӑшман тӑхланӗ чаваламан вырӑн та ҫук, мӗнле директор эпӗ? Кӗлет, пахча хуралламалли ҫын кӑна», — тенӗччӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ирхине Тимуш пуринчен те маларах вӑранчӗ те, кӗреҫе илсе, хӑйӗн патне каҫрӗ, малтан хапха умӗнче, унтан картишӗнче юр ывӑтрӗ — пӳрте кӗме те, лупасайнелле те, кӗлет умнелле те ҫулсем турӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Мунча умӗнче Тимуш кӳлленчӗке кӗрсе кайса пушмакне вараларӗ, кӗлет умӗнче вӑл тусанлӑ хӑмана ҫурӑмӗпе тӗртсе ӳкерчӗ, лупасайӗнче ун ҫине шӑши каснӑ кивӗ улӑм юхса анчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
— Кӗлет хӑпартма пикенеймесӗрех кун кунларӗҫ иккен-ха, — шавласа кайрӗ халӑх.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ӗлӗк-авал Нямаҫ ятлӑ пӗр чӑваш ял халӑхне кӗлет хӑпартма пухрӗ, тет, — тӑнӑ-тӑман калаҫса кайрӗ хайхискер.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сылтӑмра ун картлашкисем кӗлет умнелле анаҫҫӗ, сулахайра калинккерен урама тухакан хӑма ҫулпа сыпӑнаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кӗлет, лаҫӑ, чӑх-чӗп вити пӗр ретӗн лараҫҫӗ кунта, пахча хӗрринче.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Шӑхаль пӗтӗрӗнсе кӗлет урайне, ун ури умне ӳкрӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫакӑнпа усӑ курса, Укаслу ӑна хӑй ҫинчен сирсе ывӑтрӗ те, сиксе тӑрса, кӗлет алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку хушӑра кӗлет патӗнче кӑшкӑрашса юрланисем шӑпланчӗҫ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӗлет кӗтесӗ хӑйне ҫак ҫын ытамӗнчен упраса-сыхласа хӑварма пултараяс пек, ун ҫумне тӗршӗнчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу кӗлет кӗтессине хӗсӗнчӗ.
Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пӑхатпӑр та ҫӳлелле, пирӗн кушак, чӑх кашти ҫинчен кӗлет тӑррине сикнӗ те ансӑр кӑна хушӑкпа шалалла чӑмнӑ…
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.
— Эсӗ пур… эсӗ пур, ҫӗрӗк кӗлет тӑррине витейместӗн! — сикетӗп эпӗ.
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.
— Кӗлет тӑрринчи ҫӗрӗк хушӑкне вут пуленки чиксе хураймастӑн!
Кушак кашта ҫине ларсан // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 9–11 с.