Поиск
Шырав ĕçĕ:
килӗш сăмах пирĕн базăра пур.
19. Акӑ тарҫӑ арӑмсем тухса кайсассӑн, икӗ пуҫлӑх та сиксе тӑнӑ та Сусанна патне чупса пырса каланӑ: 20. акӑ пахча алӑкӗсем хупӑ, пире никам та курмасть; пирӗн санпа хутшӑнас килет, ҫавӑнпа эсӗ пирӗнпе выртма килӗш.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ывӑлӑм! ҫылӑхлӑ ҫынсем сана хӑйсем майлӑ ҫавӑрас тесессӗн — ан килӗш; 11. вӗсем сана: «атя пирӗнпе, ҫын вӗлерме пытанса ларӑпӑр, пӗр айӑпсӑр ҫынна сыхласа тӑрӑпӑр» тесессӗн, 12. «вӗсене, ҫӗр ҫӑтнӑ пек, чӗрӗ халлӗн ҫӑтса ярӑпӑр, ҫӑва шӑтӑкӗ ҫӑтнӑ пек, пӗтӗмӗшпе хыпса ҫӑтӑпӑр; 13. хаклӑ йышши тӗрлӗ пурлӑх пухӑпӑр, хамӑр кил-ҫурта тупӑш чыхса тултарӑпӑр; 14. эсӗ пирӗнпе пӗрле шӑпа сиктерӗн, пирӗн пурин те пӗрешкел тӳпе пулӗ» тесессӗн, 15. ывӑлӑм! вӗсемпе ҫула ан тух, уруна вӗсен сукмакӗ ҫине ан пус: 16. вӗсенӗн урисем усаллӑх енне чупаҫҫӗ, юн юхтарма васкаҫҫӗ.
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗтӗм аслӑ ҫын, пӗтӗм халӑх каланӑ ӑна: ан итле, ан килӗш, тенӗ.8. И сказали ему все старейшины и весь народ: не слушай и не соглашайся.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те тӑвану, [аҫу ывӑлӗ е] аннӳ ывӑлӗ, е хӑвӑн ывӑлу, е хӗрӳ, е пӗрле выртса тӑран арӑму, е чун пек ҫывӑх тусу: «каяр та эсӗ ху та, сан аҫусем те пӗлмен урӑх турӑсене пуҫҫапса пурӑнар» тесе вӑрттӑн калаҫса ҫавӑрма пӑхсассӑн, 7. сан йӗри-тавра, ҫывӑхра е аякра, ҫӗрӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех пурӑнакан халӑхсен туррисене пӑхӑнса тӑма хистесессӗн, 8. унпа ан килӗш, ӑна ан итле; куҫу ун ҫине хӗрхенсе ан пӑхтӑр, ӑна ан шелле, ӑна ан хӳтӗле, 9. вӗлер ӑна; ӑна вӗлермешкӗн пуринчен малтан ун ҫинче санӑн аллу пулмалла, унтан пӗтӗм халӑх алли пултӑр; 10. ӑна чулпа персе вӗлер, мӗншӗн тесессӗн вӑл сана Египет ҫӗрӗнчен, чуралӑх ҫуртӗнчен, илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, уйӑрма тӑчӗ; 11. пӗтӗм Израиль ҫакна илтӗ те хӑраса кайӗ, ӳлӗмрен сан хутлӑхунта ҫавӑн пек усал ӗҫ тума пӑрахӗҫ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.