Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫӑртса (тĕпĕ: каҫӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар карттусне хывса сулахай хулӗ хушшине хӗстерчӗ те, пуҫне каҫӑртса, тӳпенелле пӑхса, ҫапла каларӗ:

Помоги переводом

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫне унталла-кунталла пӑркаласа, кӑн-кӑвак та сеп-сенкер тӗпсӗр тӳпери хӗвел еннелле каҫӑртса, чылай шырарӗ вӑл юрӑ ӑстине.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ачасем шӑпӑртах пулчӗҫ, мӑйӗсене тӑсса, пуҫӗсене каҫӑртса, сӑнӳкерчӗк ҫине пӑхма тӑрӑшрӗҫ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫка, ун патне ҫитсен, пуҫне каҫӑртса ҫӳлелле пӑхрӗ, юрать-ха улӑхса кайма ӗлкӗртӗн, унсӑрӑн тенӗ пек, мӑйракине сулкаласа илчӗ, малалла утрӗ.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ушкӑн пуҫӗнче, виҫӗ хутчен клентӗр пек пӗтӗрӗнсе айккинелле шӗвӗрӗлсе тӑракан пысӑк мӑйракаллӑ пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртса, алса пек сухалне килӗшӳллӗ сӗлтсе, малти урисене хуҫлатмасӑр, тӳп-тӳрӗ илтерсе, шак! шак! тутарса, вӑрӑм шурӑ ҫӑмлӑ така пырать.

Помоги переводом

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн калаҫҫӗ эппин, — хуллен мӑкӑртатрӗ те Ульха, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ.

Помоги переводом

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малта, сӑрт ҫинче, пуҫне каҫӑртса, йӳплӗ-йӳплӗ мӑйракисене кӑнтарса, халь-халь таҫталла сикес пек туйӑнакан тӑватӑ ураллӑ чӗрчун тӑрать.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пуҫа каҫӑртса мар, пуҫа усса.

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпӗ акӑ кайма пултаратӑп, — пуҫне каҫӑртса каларӗ Митя.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ав пырать вӑл урам айккипе, ҫӗнӗ пир сумкине, пушӑскернех, ҫакса янӑ, пуҫне каҫӑртса утать.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Макаров ӑна курсанах пуп патне кӗрсе каять те, унтан вара, пысӑкскер, тапкаланса тухать, шурӑ сухалне каҫӑртса, тата хытӑрах кӑшкӑрса вӑрҫма тытӑнать.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иванюк, икӗ аллине хыҫалалла тытса, йӑраланса утать, Манехва пуҫне каҫӑртса кулкалать.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Лаша пуҫне каҫӑртса икӗ уран тӑчӗ, мана ҫӗрелле сирпӗтрӗ.

Помоги переводом

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуҫне каҫӑртса пӗччен уттарсан Швецов виҫ-тӑват утӑмранах ҫӗре персе анатчӗ.

И, когда ему приходилось показательно маршировать, задрав голову, то после трех-четырех шагов буквально спотыкался и падал,

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лутра Янтул пуҫне каҫӑртса куҫне мӑч-мӑч хупкаларӗ те, хӗрен куҫӗ тӗлне пулас тенӗ пек, пӗр утӑм айккинелле турӗ.

Низкорослому Яндулу пришлось закинуть голову вверх, чтобы встретиться взглядом с незнакомкой.

Тӑван ялта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ те пулин кӑкӑрне мӗнле каҫӑртса выртать.

Она была хороша даже сейчас: с высокой грудью, с румянцем на щеках…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑхӑр вунналла ҫитнӗ ватӑ Михапар, Ҫӗпӗртен хӑрах куҫпа таврӑннӑскер, халь те-ха пуҫне каҫӑртса утса ҫӳрет, пупа курсан нихҫан та сывлӑх сунмасть, чиркӗве те ура ярса пусмасть.

Вернувшись из Сибири с одним глазом, он и сейчас еше бодро ходит по деревне несмотря на свои девяносто лет, завидев попа, он ни разу не поприветствовал его, а в церковь и ногой не ступает.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсем чиркӳрен тухса пуҫӗсене ҫӳлелле каҫӑртса пӑхаҫҫӗ.

Из церкви повыскакивали люди, в недоумении подняв головы к небу.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл сысна ҫуринни пек шӗвӗр сӑмсине каҫӑртса вӗлле ҫине пӑха-пӑха илет, шӑршлакаласа ҫӳллӗ курӑка чӑштӑртаттарать.

Вот он поднял кверху похожий на свиной пятачок нос, принюхался и зашуршал в высокую траву.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Типшӗм Мултиер ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑ Ухтивана ҫенӗкре пырса алӑ тытрӗ те тӳсеймесӗр ӑна ыталаса илчӗ, пуҫне каҫӑртса куҫӗнчен пӑхрӗ.

Худощавый, невысокий Мульдиер несмело, даже робко пожал руку Ух-тивану, казавшемуся рядом с ним еше более могучим, но потом не сдержался, обнял его и, запрокинув голову, долго глядел на друга.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней