Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

канӑҫсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
канӑҫсӑр (тĕпĕ: канӑҫсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнтан пуҫланать ӗнтӗ ҫар летчикӗн хӗрӳллӗ та канӑҫсӑр пурнӑҫӗ.

Помоги переводом

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Тен, кӑшт та пулин унчченхи пекех, ҫав шанчӑка ытарлӑ упраса, нихҫан та кун пек нушасӑр, тӗрексӗр пурӑнас килмен (килет!) тесе ҫирӗплетсе (тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп, вӑт мӗнле тыткӑнла калаттарать вӑл тӑван чӗлхе!) каламашкӑн пирӗн чун-чӗресене, канӑҫсӑр хавалсене вӗсем тикӗс ӗҫлеттерччӗр…

Помоги переводом

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Канӑҫсӑр шухӑш пусрӗ ӑна: ахаль мар апат та анмасть-ха унӑн.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫав вӑхӑтрах чуна темскер ҫӗклесе ярать, чӗре ӑнланма ҫук канӑҫсӑр тапа пуҫлать.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗлӗнмелле: хальхинче вӑл Эльвира умӗнче хӑйне малтанхи пек ҫыхланчӑк та, канӑҫсӑр та туймарӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Арҫын ачан канӑҫсӑр шухӑшсемпе хӗрнӗ пуҫӗ ыратрӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Канӑҫсӑр шухӑшсемпе ҫӗр варринчех сике-сике тӑма та кунӗпе хырӑм выҫнине туймасӑр пӳлӗмре ларма та, аллипе клавишсем ҫине хунипех пӗр нота тӗкӗнсе пӑхмасӑр, ӗмӗтсемпе тӗлӗрсе, шухӑшсӑрлӑхра ҫӳреме те пултарать ӗнтӗ вӑл.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ним сасӑ тумасӑр асӑрханса пӳрте кӗчӗ ача, каҫхи сывлӑм нӳретнӗ ботинкипе таса урайне йӗрлесе, чӗрне вӗҫҫӗн зала иртрӗ, фортепьяно умне ларса, аллине клавишсем ҫине хучӗ, анчах та пӑтравлӑ, канӑҫсӑр туйӑмсем музыка чӗлхине кӗресшӗн пулмарӗҫ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Канӑҫсӑр ҫав, питӗ те канӑҫсӑр Матюк инке.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Хӑв ҫапла пӗчӗккӗ курӑннӑран пушшех пысӑк пек туйӑнать мана халь санӑн чӗрӳ, хӑвна та, ҫынна та вӗҫӗмсӗр чӑрмав кӳрекен канӑҫсӑр чӗрӳ.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапах та кунсерен юр-вар, пахча-ҫимӗҫ, ӳсен-тӑран тата ытти япала сутма тухакансем пушатмӑш пулманнипе канӑҫсӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

«Канӑҫсӑр», «канӑҫлӑ» сӑмахсем те пур-ха… вӗсем сингармонизм саккунне пӑхӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ҫывӑхрах, Аму-Дарьяна юхса кӗрекен ӑшӑх ҫырмара, шапасем асса кайса кӑваклатаҫҫӗ, тата хӑйӑрлӑ сӑртлӑх леш енче ҫӗр каҫма ларнӑ тӑрнасем канӑҫсӑр тринклетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ҫак асамлӑн туйӑнакан тавралӑхра манӑн чӗрем кас-кас ҫӗкленсе, кас-кас канӑҫсӑр тапрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сӑмахран, тепӗр эрнерен вӑл пӗррехинче Мосальскисем патӗнче пулсан, сӗтел ҫинче рамкӑра пӗр питӗ илемлӗ ҫамрӑк хӗр картӑчкине курчӗ, курчӗ те, унӑн чӗри тӑруках, темрен хӑраса, хытӑ тата канӑҫсӑр тапа пуҫларӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Паян — ӗнерхинчен, ыран паянхинчен маттуртарах, тухӑҫлӑрах ӗҫлессишӗн хыпӑнакан канӑҫсӑр чун нихҫан та лӑпкӑ пулма пултараймасть, ӑна яланах тем ҫитмен пек, таҫта темле кӑлтӑк пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа та савӑнӑҫ тени уншӑн – самантлӑх хӑна.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шӑпах ҫавӑн пек ҫынсем — канӑҫсӑр ҫынсем — пурнӑҫ урапине малалла тӗртеҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Лашана шуххӑнрах юртма хистесе тилхепене кӑрт-карт турткаланӑ май хӑвна кӑмӑла каякан хастар чӗреллӗ канӑҫсӑр ҫынсем ҫинчен шухӑшлатӑн.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Вӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан? — йӗп пек тирӗнчӗ канӑҫсӑр шухӑш Тарас пуҫне.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Апла пулин те халь вӑл юлашки вӑхӑтра хӑйӗн чун-чӗрине тӑрмалакан канӑҫсӑр шухӑштуйӑм ҫинчен уҫҫӑн калама ниепле те хӑймасть: унӑн хастарлӑхне хӑйне евӗрлӗ именӳ-вӑтану тӗллевӗ хавшатать.

Помоги переводом

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней