Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

канлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
канлӗ (тĕпĕ: канлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑҫта та пулин мана валли лӑпкӑ вырӑн, канлӗ вырӑн тупӑнатех.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыма тата ҫулӗ те канлӗ мар.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Мӗн пулнӑ сана юлашки вӑхӑтра? Апат та этем ретлӗн ҫиместӗн, ҫывӑрасса та канлӗ ҫывӑрмастӑн. Чирлеместӗн пуль?» — текелетчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Хваттер тупма тӑрӑшмалла сирӗн — унта пур енчен те канлӗ, — кӑвак куҫне шуххӑн вылянтарчӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Манпа юнашар, пулассинче хура-шур витӗр канлӗ ватлӑх ҫулне-йӗрне йӗрлекен тӗксӗм кӑвак куҫӗпе малалла тирӗнсе, ҫӑм ҫипрен ҫыхнӑ симӗс кофта тӑхӑннӑ, пуҫне чечеклӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑ тапчам хӗрарӑм, шӑл шурри те кӑтартмасӑр, шӑпӑрт итлерех ларса пырать.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Мӗнех, ӑна та, кӑна та чӑтать пӑтӑрмахлӑ асар-писерлӗхе лекнӗ каҫхи чӗмсӗр, сивлек вӑрман хӑни — ҫынсене ҫеҫ тупасчӗ, кайран уншӑн пурнӑҫ ҫеҫ мар, вилӗм те канлӗ пулӗччӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах чӗрере темӗншӗн канлӗ мар.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Канлӗ, тӗлӗксӗр ҫывӑрчӗ Марине.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл ҫав териех ӗмӗтленекен канлӗ те лӑпкӑ пурнӑҫ тепӗр чухне ҫынсем кӗтмен ҫӗртен килсе тухнипе те пӑсӑлать.

Покой его личной жизни, к которому он так жадно стремился, нарушался иногда и непредвиденными визитами.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапла, кунта пур ҫӗрте те ҫемьери телей, лӑпкӑ та канлӗ пурнӑҫ тапса тӑни лайӑх сисӗнсе тӑрать.

Да, все здесь дышало семейным счастьем, покоем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗнле канлӗ пурӑнать ун арӑмӗ.

Помоги переводом

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Иртнӗ каҫ ҫӗрӗпе канлӗ ҫывӑрайманскер, самантрах тӗлӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

«Таса, ӑшӑ, канлӗ кунта…

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫӗрле те ҫынсемпе пӗрле канлӗ ҫывӑрма ҫукчӗ: пурте ҫывӑрса кайсан, дневальнӑй мана урай ҫума вӑрататчӗ…

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эсӗ ҫаплах канлӗ пурӑнма шутлатӑн-и малалла ҫӗр ҫинче?

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Паян темшӗн, хам та ӑнланмастӑп, чӗрере канлӗ мар.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ман ҫине пӑхса: — Тавтапуҫ сире, Мишша кукаҫ! Эсир ҫӗленӗ сӑранӗ ытла ҫемҫе, урасене питӗ канлӗ. Халӗ вӑрмана кайнӑ чух уяр ҫанталӑкра яланах ҫак тапочкине тӑхӑнӑп, — терӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Канлӗ ҫывӑр ӗнтӗ, Тимофей Михайлович!..

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсен канлӗ ыйхине урамра ҫил-тӑвӑл улани те, кӗрпе пек вӗтӗ юр кантӑка чаштӑртаттарни те хускатаймарӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ывӑлӗ яланхи пекех канлӗ ҫывӑрать.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней