Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вӑйпа тенӗ пекех хӗртен путекне туртса илчӗ те ӑна Киремет йывӑҫҫи патне йӑтса кайрӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫав хушӑра Пинер Киремет йывӑҫҫи патне пычӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Пинер, ма килтӗн кунта? — тӗлӗнсе ыйтрӗ те хӗр Киремет йывӑҫҫи кутнелле чакма тытӑнчӗ.
Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑн кӗлӗ ӑҫта ҫитсе ӳкнӗ, ҫавӑнта кайран Киремет йывӑҫҫи — юман, ҫӑка, хурама — шӑтса тухнӑ.
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унта эпир хальччен курман ансӑр ҫулҫӑллӑ вӗрене ӳсет, ҫырласӑр иҫӗм йывӑҫҫи пӳрт тӳпине явӑнса хӑпарать.
Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Ман ӗлӗкхи пускил, пуш параппан ҫапса паврама юратакан карчӑк, ман Дружок ҫакӑнта пурӑнать, терӗ, сӳпӗлтетмест-и вӑл? — тӑмплатрӗ ҫакскер, пир йывӑҫҫи ҫырли пек куҫне мӑнтӑр хупанккисен айӗнчен усаллӑн, ҫунтарасла сапаласа ярса.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Уртӑш йывӑҫҫи татӑкӗ-хуҫӑкӗсене вӑл машинӑн хыҫалти кустӑрмисем айне мал енчен, тирсе-таптаса кӗртсе, ҫӑтӑлантарса тухрӗ, вара, тарланӑ питне пиншак ҫаннипе шӑлкаласа илсе, васкасах кабинӑна кӗрсе ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах пилешӗ айне те йыт-кашкӑр ҫӗмӗрчӗ, сӑвӑс йывӑҫҫи тата пир йывӑҫҫи сӑмсисемпе сӗмсӗррӗн сӗкӗннӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунта ҫӗмӗрт йывӑҫҫи нумай иккен.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Ҫавӑн пекех пыл паракан курӑксем, ҫӑка йывӑҫҫи 10 кун каярах ҫеҫке ҫурчӗҫ.
Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken
Ҫавӑн пекех пыл паракан курӑксем, вӑл шутра пирӗн патра паха нектар паракан ҫӑка йывӑҫҫи те, 10 кун каярах юлса ҫеҫке ҫурчӗ.
Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/
Юманӑн йывӑҫҫи ҫирӗп пулсан та, унӑн кӑтра илемлӗ ҫулҫисем, ытти йывӑҫсенчен каярах сарӑлнипе, питӗ ҫемҫе, ҫамрӑк, таврари ҫитменлӗхрен хытӑ хӑраҫҫӗ.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Хӑрах ури ун тӑрантас кашти ҫинче, тепри — йывӑҫҫи — кӑнтарӑнса тӑрать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Пакша эпӗ сасартӑк кӑшкӑрса калаҫнинчен хӑрарӗ те сарай ҫумӗнчи тирек йывӑҫҫи ҫине пӗррех сикрӗ, тем хушӑра чи тӑррине улӑхса, турат хыҫне пытанчӗ.
Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.
Пӗркун ҫырмари ҫӗмӗрт йывӑҫҫи ҫинче кӗпинчен ҫакланса ларнӑ…
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑй те хальхи пек курпунне кӑларса мар, тӑп-тӑп пӳ-сине тирек йывӑҫҫи пек тӳрӗ тытса ҫӳреме юратнӑ.И сама она не горбилась, как кочерга, а была стройна и гибка, точно молодая березка.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Картишӗнчи улма ай йывӑҫҫи, Картишӗнчи улма йывӑҫҫи, Улмийӗсем ҫук тӑк — мӗн усси.За оградой яблонь, ох, как густо, За оградой яблонь, ох, как густо, Да совсем без яблок — проку нет.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Левентей ҫырма хӗрринчи йӳпленсе ӳсекен ҫӗмӗрт йывӑҫҫи умне пырса чарӑнчӗ.
XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каҫхине, ҫывӑрма таврӑнас умӗн, Сахрун пичче кунта тепре килсе пӑхрӗ — Карачӑм ҫав-ҫавах ӗҫлет, вӑл ӗнтӗ ҫӑка йывӑҫҫи леш енчи ҫӗр лаптӑкне типҫырма таранах сухаласа пӑрахнӑ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тепӗр кунхине, Карачӑмпа ӑна пулӑшакан ача хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра, хирти ҫӑка йывӑҫҫи патне вӑрӑм кӑна пӳ-силлӗ, пӑртак курпунрах ҫын пырса тӑчӗ.
ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.