Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче Мосальский ӑна чӑвашла юрӑ юрласа пачӗ, Аня, хӑй чӑваш мар пулин те, питӗ интересленсе итлерӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Пӑкачав вӗсен сӑмахне питӗ тимлӗн итлерӗ.
Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пинер вӗсӗм каланине итлерӗ пулас, сасартӑк шурӑ ут такам кустарса янӑ кустӑрма пек вырӑнӗнчен хускалса кайрӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Арӑмӗ итлерӗ, карӗ вӑрӑм шухӑша: Ыр сунман пек туйӑнать уншӑн майра патша, Чӗкеҫе чӗнни те телеех сӗнмест…
III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Анса ҫитсен, туратланса ӳсекен пӗр ҫамрӑк чӑрӑш хыҫне кукленсе ларса итлерӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
— Салтаксем те ҫывӑраҫҫӗ пулсан, манӑн та ҫывӑрас пуль, — тесе, ача ирӗксӗртереххӗн итлерӗ, алӑка хуллен хупса, пӳлӗмрен тухрӗ.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Вӑл каланине Санюк та тӑрса ларсах итлерӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Санюк сӑмахӗсене Кирук итлерӗ те кӑшт шухӑша кайса тӑчӗ:
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Санюк пиччӗшӗ каланине тимлесех итлерӗ, ку вӑрттӑн хӳшӗ пулнине тавҫӑрса илчӗ, анчах кунта пурӑнма чунӗ туртмарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Санюк, халь кӑна ыйӑхран вӑраннӑскер, ӑна сӳрӗккӗн итлерӗ, темиҫе хутчен анасласа илчӗ, пит-куҫне сӑтӑркаларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫамрӑк ача вӑрманпа пынӑ чухне тапхӑр-тапхӑр тӑра-тӑра итлерӗ, нимӗҫсен разведки е дозорӗ тӗлне пуласран шиклене-шиклене утрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Фашистсем ку вырӑна ҫитичченех йӗрлемеҫҫӗ пулӗ тесе, Кирук пӗр пысӑк хыр вулли ҫумне пырса сӗвӗнчӗ те, мӗнле те пулин сас-хура илтӗнессе кӗтсе, тимлӗн итлерӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫӑра вӑрманта хӑйне никам та шыраса тупас ҫуккине ӑнланчӗ те, пӗр ҫӗр метр чупсан, каллех чарӑнса тӑрса итлерӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Урӑлманкин, куҫӗпе фельдшера тӗллесе, лешӗн ыйтӑвне сӑмах май вӗҫтернӗ сӑмах ҫӳппи вырӑнне хурса, ӑна тӑн-тан ҫеҫ итлерӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ун-кун пӑхкаларӗ, сывлӑша тайса итлерӗ — йӑс-йӑс ҫуса ыйха яракан вӗтӗркке, сӑпрам ҫумӑр йӑскӑлтатнисӗр пуҫне ниҫта та нимӗн те илтӗнмерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хӗр ӑна тимлӗн итлерӗ, тӗлӗнмеллипе тӗлӗнчӗ, шеле тивӗҫлине шеллерӗ, хут-хут ыйтусем те пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр учительницӑна куҫран чӑр-чӑр-чӑр пӑхса, тимлӗн, сӑмах сиктермесӗр итлерӗ, вӑл хушнине пӗтӗмпех турӗ, анчах «тӑп-тӑрӑ та сип-симӗс куҫлӑ» хӗрача та ун асӗнчен тухмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Каллех сывлӑша тайса итлерӗ — нимӗн те илтӗнмерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр, чарӑнса, пӑравус пек хашка-хашка, каялла ҫаврӑнчӗ те сывлӑша тайса итлерӗ — сас-чӳ таврашӗ пулмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис халӗ тӑн тӑрсах итлерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.