Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ирттерес (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Государство службинче тӑрас, ҫамрӑк вӑхӑта этемле ирттерес килет-и е вилес килет?

получить государственную службу и все, чего требует молодость, или хочешь смерти?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фретич ку хутӗнче вӗсене нимӗн пирки те тӗплӗн каламарӗ, ачасене конспирацие ҫирӗп тытма кирли ҫинчен ҫеҫ асӑрхаттарчӗ; хӑй вара, пухӑва никам пӗлмелле мар вӑрттӑн ирттерес тесе, никам пулӑшӑвӗсӗрех ҫине тӑрса хатӗрленчӗ.

Не сообщая на этот раз никаких подробностей, Фретич только обратил внимание ребят на необходимость соблюдения самой строгой конспирации и сам, не прибегая к чьей-либо помощи, занялся подготовкой заседания в полной тайне.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унсӑр пуҫне, ҫӗршывӑн Культура министерстви пирӗн Раҫҫей регионӗсен тӗрленӗ карттисен фестивальне кӑҫал ирттерес пуҫарӑва ырларӗ.

Кроме того, Минкультуры страны поддержана наша инициатива провести в этом году фестиваль вышитых карт регионов России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

«Турӑ ҫырлахтӑр, ку ылханлӑ каҫа мӗнле тӳссе ирттерес?» — шӑлӗсене шакӑртаттара пуҫларӗ Анук.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем май шухӑшласан та, кӗтсе илме тивессине ӑнланса, вӑхӑта мӗнле те пулин хӑвӑртрах ирттерес тесе, Ҫтаппан ҫыран хӗррине тухрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь унта ҫӳресе вӑхӑт ирттерес мар.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫ ҫавра юрӑ юрламасан, Манӑн ҫӗре мӗнле ирттерес!

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑкӑн-тӗпелӗн утмасан, Манӑн куна мӗнле ирттерес!

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ӗмӗр тӑршшӗпе уретникре ҫӳресе ирттерес марччӗ.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кирлӗ-кирлӗ марри ҫинчен калаҫса вӑхӑта ирттерес мар, ӗнесене кайса пытарас.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхинехи пек именсе вӑхӑта ирттерес мар, хӑюллӑрах пулас тесе, пӳртелле утрӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Депутатсем ӑна ирттерес йӗркене палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Тӗллевсем уҫӑмлӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11394-t- ... vsem-uc-ml

Пирӗн лаша пур, ваттисен йӑлипе ут хӑрпанӗ ирттерес терӗмӗр.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл леш енчех калаҫса татӑлчӗҫ ваттисем, малтан шутласа хунӑ пек, темиҫе ялпа пухӑнса аслӑ чӳк ирттерес терӗҫ.

Помоги переводом

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрне кун Сӗмӗлте аслӑ чӳк ирттерес тетпӗр.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп ӑна ниепле те чӑтса ирттерес ҫук.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Икӗ тӗрлӗ шухӑш пулмарӗ, уй чӳке ытти ялсемпе пӗрле ҫитес эрне кун ирттерес терӗҫ.

Помоги переводом

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун кӗлечӗсенче, ҫу каҫиччен пӑр татӑлман чул нӳхрепӗсенче ӗҫмелли-ҫимелли пӗтмен пулӗ-ха, тӑвасах тесен туйне вӑл начарах ирттерес ҫук, анчах ҫынсенчен лайӑх мар-ҫке.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ҫакна чӑтса ирттерес ҫук, вилетӗп, пӑянам.

Помоги переводом

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Боярсем йышлӑ кунта пирӗн, хальхи пек кунӗ-кунӗпе тавлашиччен пуҫтарӑнас та боярсен думине ирттерес.

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней