Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтерчӗ (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эс ӗҫме мантӑн, Михапар, — аса илтерчӗ килнӗ ҫын.

— А ты выпей, выпей, Михабар, — напомнил Мигулай.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ку укҫине киремете пар», — тепӗр хут аса илтерчӗ Яка Илле пӑртакран.

— Так ты эти деньги киреметю подай, — еще раз напомнил Щеголь старику.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кавруҫӑн ячӗ ас илтерчӗ: «Вӑл манӑн чунӑм ҫӗнелни…»

Помоги переводом

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ирӗксӗрех каҫ ас илтерчӗ, Каллех хумхатрӗ Кавруҫа, Уй хуйӑхне кӑшт сӳрӗлтерчӗ Вӑл канӑҫ пачӗ кӑшт пуҫа.

Помоги переводом

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аса илтерчӗ Шуршувар Ачалӑха та яшлӑха.

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Атӑлкассинче вӑл хӗл каҫа миҫе корзинка авнине хӑй аса илтерчӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗнер иксӗмӗр пӑхса ҫӳрерӗмӗр-ҫке, — аса илтерчӗ ӑна Липа.

Помоги переводом

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Купӑсу мӗнле, йӗпетмен-и? — аса илтерчӗ ӑна Симун.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсен тӑршшӗ 10,5 пин километрпа танлашнине аса илтерчӗ.

Он напомнил, что длина дорог республиканского значения составляет 10,5 тыс. километров.

Хусанушкӑньпе Тури Ҫӗрпӳкасси хушшинчи ҫула ҫитес ҫул юсӗҫ // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/news/husanushkanpe-tu ... -cul-yusec

Ун вырӑнне нухай княҫӗ мӑрсана юп курчӗ, юлашкинчен илемлетсе пӗтернӗ ҫатан урапа ҫине кӗрсе ларсан та тепре аса илтерчӗ:

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сулехве вилни Ятламаса хӑйӗн Альпине аса илтерчӗ.

Помоги переводом

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр кунне тимӗрҫӗ лаҫҫинче ӗҫленӗ хушӑра Ахтупай хӑйӗн тусне чӑвашсен пӗр тенешне аса илтерчӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Паян сан арӑму килмелле, манман-и эсӗ? — аса илтерчӗ юлташне Ятламас.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑшра виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш вырӑнта манӑҫи-манӑҫми тӑнӑ «Ӑҫта эс, тинӗс?» калав шухӑшӗ 1968-69 ҫулсенче чӗрӗлсе сасартӑк хӑй ҫинчен аса илтерчӗ.

Помоги переводом

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Ахальтен мар иккен рак ҫамрӑклана пуҫланӑ теҫҫӗ акӑлчансем… — аса илтерчӗ аслӑ ассистент Эльгеева.

Помоги переводом

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Унӑн Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫырнӑ драма пур, — аса илтерчӗ Данилов.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хусанта купсасен клубӗнче спектакль хыҫҫӑн вечер пулнӑччӗ, ӑстӑватӑн-и, Павлуш; эс ун чухне Евӑпа ташланӑччӗ, эпӗ — Иван Тихоновичпа, — аса илтерчӗ Ырзем.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Паян ирхине вара аслӑ князь элчӗсем ҫинчен хӑй аса илтерчӗ.

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупая хӑйне ку кӗвӗ ирхине ирех уҫланкӑна тухнӑ кӗтӳ ачи пӗтӗм чунтан савӑнса шӑхлич каланине аса илтерчӗ.

Помоги переводом

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Дормидонтович Ахтупая мӑрса патне каясси ҫинчен аса илтерчӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней