Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чупуҫӑ сӑнӗ Паран арӑмне нимӗнпе те евӗрлемест, анчах туйӑмӗсен хӑйне евӗрлӗ урмӑшлӑхӗ, арӑмӗн ултавӗ пирки хавшами шухӑшпа минрешсе ҫыхӑннӑскер, хухми пӗтӗмлетӳ патне илсе ҫитерет: Герд ҫав статуйӑра Химена Парана сӑнарланине Грас Паран чӑнласах тата иккӗленмесӗр ӗненет.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӗллевӳ пурнӑҫланасса иккӗленмесӗр ӗненетӗн, анчах ун патне ҫитме хевте ҫитменнине куратӑн та…Будучи так уверенным в достижении цели, видеть, что ты бессилен достичь ее.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чаплӑран та чаплӑ ҫак гипотеза хирӗҫлевӗ — сивлек темӗнле хӑтланӑш пирки тӗшмӗртӳ, ҫавӑнпа та пӗр иккӗленмесӗр ӗнентерсе лартрӑм: акӑ ҫывӑрса каятӑп та — кравать вӑрттӑн трапа чӑмать, унта факелсен ҫутинче маскӑллӑ ҫынсем манӑн карланкӑ патнелле юнлӑ ҫӗҫҫисемпе кармашаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Вӑл чӑн-чӑнах, тӳрех ӗненсе лартрӗ, мӗншӗн тесен усал сунакан мӗн пур япалана, тӗлӗнтермӗше иккӗленмесӗр ӗненет.Он по-настоящему, сразу испугался, потому что искренне верил во все чудеса зловредного характера.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
— Эсир мана хыпарланӑ хыҫҫӑнах чек хатӗр пулать, — иккӗленмесӗр хуравларӗ Консуэло; ҫӗнӗ сӗмсӗрлӗх ӑна тертлентермест ӗнтӗ, анчах упӑшкине питӗ тимлӗн тӗсенӗрен лешӗ кӑштах хӗрелчӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Галеран ҫак сценӑна шухӑшлӑн сӑнать, Давенант хӗрсене курсан самаях именчӗ, вӗсем ҫӳлти обществӑран иккенне иккӗленмесӗр ӑнланать; хӗрсем хитре, кулаҫҫӗ, шурӑ костюм тӑхӑннӑ, шурӑ шлепкепе, шурӑ чӑлхапа тата пушмакпа, сунчӑкӗсем чие тӗслӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тертлентерекен ҫӑткӑнлӑх савӑнӑҫӗ хуптӗрлерӗ мана, вара эпӗ, хумханнӑран чӗтре-чӗтре, каҫӑхсах кайса — иккӗленмесӗр пӗлтӗм: ҫак каҫ хӑрушӑ пулать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Вӑл хӑй нихӑҫан та улӑштарман чи пысӑк тӗрӗслӗх ҫутине асаплӑн тата салхуллӑн ҫутрӗ те — никамӑн та мар, Леданӑн ҫеҫ мрамортан пӗр иккӗленмесӗр касса кӑлармашкӑн ирӗк пуррине йышӑнчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.
Вӑл ӑнсӑртран ҫакланчӗ; иккӗленмесӗр: малтанхи меллӗ самантрах тухса шӑвӑнать.Он попался случайно, не сомневаясь, что убежит при первом удобном случае.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Анчах ҫав сӑмахсенех, хӑй ҫеҫ тӗрӗсси пирки пӗртте иккӗленмесӗр, мана культура отраслӗнчи пысӑк пуҫлӑх темиҫе ҫул каяллах каланӑччӗ.
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
Эпир ҫакна иккӗленмесӗр ӗненетпӗр, ҫавӑнпа та хӗрелме чарӑнмасӑр, аван марланса тата хӗрхенме ыйтса ҫав-ҫавах ҫирӗплететпӗр: «Ҫапла…».
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Вилӗм ӑна хӑратмасть — пачах урӑхла: хӗҫ-пӑшалсӑрланнӑскер — пурнӑҫ ӑна ыйткалакана ҫӑкӑр татки пӑрахса панӑн мӗскӗнлетнине тӳсиччен вӑл хӗрхенӗве нимӗн иккӗленмесӗр сирсе янӑ пулӗччӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Каланӑ сӑмахсен тӗшшине виҫсе-уйласа вӑл пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑчӗ; унтан нимӗн шухӑшламасӑр, нимӗн чӗнмесӗр тата иккӗленмесӗр, тарӑхнипе чӗтресе револьвер кӗпҫине тӑнлавӗ патне ҫӗклерӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
«Мӗн пулать те мӗн килет», — шухӑшласа илчӗ Телегин, вара хӑйне йыхӑракан ҫын хыҫҫӑн пӗр иккӗленмесӗр утрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Пулӑшатӑп! — пӗр иккӗленмесӗр килӗшрӗ Ҫемен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑхӑт ҫитсен ҫемье хушӑнасса пӗр иккӗленмесӗр шанчӗ вӑл.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ҫурӑма витӗрлекен каҫхи уҫӑ ҫиле, хырӑм айӗнчи ӑшӑ тӑпрана, ешӗл курӑк шӑршине тата ҫӑлтӑрсемпе кӑпӑшланнӑ кӗрен-кӑвак бархат тӗслӗ пӗлӗте те, ҫавӑн пекех ҫапӑҫу шавне те, пӑшалсемпе тупӑсем пенӗ чухне йӑлтлатса илекен ҫутта та, снарядсем чуна хӗссе ӳхӗрнине те, утлӑ ҫар пӗрехмай хыҫа пыра-пыра кӗнӗ пирки чакнӑ чухне шикленкеленине те — пурне те, пур япалана та Иван уйрӑмах ҫивӗччӗн, чун хавалне ҫӗклентерсе, тата хӑйӗн вӑйне, хӑйсем ҫӗнтерессине, пулас телейне ним иккӗленмесӗр ӗненсе йышӑна-йышӑна илнӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Владимир Ильич — хӗрсе кайнӑскер, васкаса, ним иккӗленмесӗр ӗҫлекенскер, хӑйӗн мӑшкӑллӑ куллипе чӗресене витӗрех витерекенскер — хӑй кабинетӗнченех ҫил-тӑвӑла ертсе пырать: пинӗ-пинӗпе тӗрлӗрен запискӑсем ярса салатать, ҫынсене ҫӗршерӗн тӗрлӗрен ӗҫе хушса ярать.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Нимӗҫсем хӑйсен ультиматумне пире — епле те пулин час ан парайччӑр тесе пyp майпа та тӑрӑшмалла, чи юлашкинчен вара, ультиматум лартсассӑн, вӗсемпе ним иккӗленмесӗр мир туса алӑ пусмалла, — тенӗ вӑл.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӗршыва шанчӑксӑр ӑссӑрсенчен хӑтармашкӑн Свифт Бедламра пурӑнакансене тӗрӗслесе тухма ятарласа сӗннӗ; унта государство, чиркӳ тата ҫӗр ӗҫӗсенче тӗрлӗ вырӑнсем йышӑнма тивӗҫлӗ ҫутӑ ӑслӑ ҫынсем сахал мар тупӑнассине ним иккӗленмесӗр калама пулать, тенӗ вӑл.
2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.