Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каламалла ӗнтӗ, ҫав планри чылай ӗҫ вӑя кӗрсе пырать: вырӑнти тухтӑрсем вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем патне кайса вӗсен сывлӑхӗсене тӗрӗслеҫҫӗ, шкул ачисем ветерансене кил-тӗрӗшре пулӑшса тӑраҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ.
Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08
Ҫавӑнпа та пирӗн тӗп тӗллев - ветерансене ырӑ сӑмахсемпе тата ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтересси.
Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08
Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсемпе, салтак арӑмӗсемпе, тыл ӗҫченӗсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулассине, вӗсене май пур таран пулӑшассине, ветерансене патшалӑх шайӗнче ҫирӗплетнӗ ҫӑмӑллӑх йӗркисем ҫинчен ӑнлантарассине тӗп вырӑна хураҫҫӗ.
Пуҫ таятпӑр ветерансем умӗнче! // В.ЯРАБАЕВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.08
Ҫирӗп сывлӑх, ҫывӑх ҫыннӑрсен чун ӑшшине туйса нумай-нумай ҫул пурӑнӑр! - саламларӗ Александр Николаевич ветерансене.
Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html
Ветерансене тата пухӑннисене район ертӳҫисем Эдикт Волковпа Александр Куликов, Чӑваш Республикин Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Потребсоюз Правленийӗн председателӗ Валерий Павлов саламларӗҫ.
Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html
«Типографипе район хаҫачӗн редакцине пӗрлештернӗ хыҫҫӑн та пире, ветерансене, манманни савӑнтарать, ҫулленех Ватӑсен кунне чӗнсе чыслаҫҫӗ, юбилейсенче-мӗнсенче те миҫе ҫул ӗнтӗ хавхалантараҫҫӗ, «Ҫӗнтерӳ ҫулне» тӳлевсӗр илсе тӑратпӑр», – пӗлтерет Юлия Иссаковна.
Тава тивӗҫлисенчен пӗри // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2012.07.11
Ҫакӑ, уйрӑммӑн илсен, ветерансене, тыл ӗҫченӗсене, реабилитациленӗ тата политика репрессийӗсенчен хур курнӑ ҫынсене социаллӑ пулӑшу парассине пырса тивет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Чӑн та, ҫак чыслава уяв вырӑнне йышӑнни вырӑнлах пулассӑн туйӑнмасть, ку — хисеплӗ ватӑсем тӗлӗшпе пирӗн обществӑн тимлӗрех пулмаллине, ветерансене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене татса памаллине тепӗр хут аса илтерни, ҫӗршыв аталанӑвне вӗсем хывнӑ тӳпене, пархатарлӑ ӗҫне, ӑслӑлӑхне, чунлӑхне тивӗҫлипе хаклама пӗлни.
Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Пирӗн хаҫата вулакан ветерансене тата нумай ҫул Ҫӗнтерӳ кунне уявлама сунатпӑр.
Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Элеваторӑн пуҫлӑхӗсем ветерансене манса каймаҫҫӗ, кварталта пӗрре 3-4 михӗ ҫӑнӑх е сӑсӑл параҫҫӗ, Ваттисен кунне, Ҫӗнӗ ҫул тата ытти уявсене парнесемпе саламлаҫҫӗ.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Хускану пурнӑҫ тӑсӑмӗ пулнине яланах асра тытаҫҫӗ социаллӑ ӗҫченсем, хӑйсем те лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ, ветерансене те сӳрӗкленме памаҫҫӗ.
Ырӑлӑх, чун ӑшши парнелекенсем // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Училищӗре концерт йӗркелеҫҫӗ, ветерансене йыхравлаҫҫӗ.
Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Митингри чи савӑнӑҫлӑ самант - Аттелӗхӗн Аслӑ вӑрҫинче пуҫне хунӑ ветерансене асӑнса ҫӗнӗ палӑк уҫни.
Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11
Ентешӗмсене, ветерансене ҫывхарса килекен сумлӑ уявпа, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе, чӗререн саламлатӑп, мирлӗ пурнӑҫ, ҫирӗп сывлӑх, телей сунатӑп!
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Елчӗксене уяв ячӗпе Раҫҫейри МЧСӑн Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗн начальникӗ Станислав Антонов генерал-майор, Чӑваш Республикинчи гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Олег Павлов, Чӑваш Республикинчи пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн начальникӗ Валерий Игнатьев, Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин начальникӗ Николай Глухов, район пуҫлӑхӗ Петр Скворцов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин саламларӗҫ, пысӑк тӑрӑшулӑхпа, хастарлӑхпа палӑрнӑ ветерансене Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен уявӗнче // В.СМИРНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев муниципалитетсенче ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармалла маррине каларӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
Хӑйсен пуян та паха опычӗпе ҫамрӑксене паллаштаракан ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.Особую признательность выражаю ветеранам, которые щедро делятся своим опытом с молодежью.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1614822
Раҫҫей прокуратурин мухтавлӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлипе упраса хӑварнӑ тата паян хӑйсен паха опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664
Чӑн малтанах, хӑйсен пурнӑҫӗ тӑршшӗпех ҫӗршывпа общество ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗ ветерансене!В первую очередь ветеранам, которые всю жизнь работали на благо страны и общества!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Пулӑшу кирлисене, чӑн малтанах нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ветерансене, социаллӑ пулӑшу парасси вӑйланчӗ, бюджет сферинче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ палӑрмаллах пысӑкланчӗ, ҫавна пула республикӑри чухӑнлӑхра пурӑнакансен шучӗ 14 процент чухлӗ чакрӗ, Чӑваш Енре халӑх йышӗ хӑй хальлӗн ӳснине виҫҫӗмӗш ҫул шута илетпӗр!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945