Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тин ҫеҫ туса пӗтерсе шыва антарнӑ хӑватлӑ броненосец, сулахай аякӗ ҫине кайса ӳкнӗскер, Кронштадтри гаваньре мӗскӗннӗн курӑнса выртнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ыр шӑршлӑ симӗс ҫырансен анлӑхне, тутлӑн тӗлӗрсе кайнӑ шыва шухӑша яракан лӑпкӑлӑх карса илчӗ, никамӑн калаҫас килмест, никам та ним те шарламасть, кӗсмен тӗпсисем анчах хуллен чӑнкӑртатса илеҫҫӗ, тата кимӗ аякӗ тӑрӑх шыв шӑпӑлтатса чӳхенни илтӗнет.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пурте вӗсем, — уйрӑмӑнах чи хӗрринчи, граната е мина вӑркӑнтарнипе хӑрах аякӗ ҫине тайӑлнӑ, тӑснӑ чӗлхе евӗрлӗ тупӑ кӗпҫине ҫӗрелле уснӑ танк темскерле хӑрушӑ чӗрчун вилли пек туйӑннӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫывӑрнӑ чухне аякӗ ывӑнасран ӑна тепӗр енне ҫаврӑнма пулӑшмалла.
Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
1. Унтан вӑл мана каялла Турӑ Ҫурчӗ патне илсе килчӗ, акӑ Турӑ Ҫурчӗн урати айӗнчен тухӑҫ еннелле шыв юхать: Турӑ Ҫурчӗ тухӑҫ еннелле пӑхатчӗ, шывӗ вара унӑн сылтӑм аякӗ айӗнчен, парне вырӑнӗн кӑнтӑр енӗпе, юхатчӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Алӑк сарлакӑшӗ вунӑ чике, алӑк аякӗ пӗр енче пилӗк чике, тепӗр енче те пилӗк чике; Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ: тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Чурусем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех, хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, чи ҫӳллӗ вырӑнне, ытарайми йывӑҫ пахчине, ҫитсе кӗтӗм; 25. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, шыв ӗҫрӗм; хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Элчӳсем урлӑ эсӗ Ҫӳлхуҫана хурларӑн, ҫапла каларӑн: «вӑрҫӑ урапи манӑн имсӗр-сумсӑр, эпӗ вӗсемпе ту тӑрринех, Ливан аякӗ ҫинех хӑпартӑм, унти кервен кедрсене, хӳхӗм кипариссене касса тӑкрӑм, эпӗ унӑн чи инҫетри кӗтессине, ытарайми йывӑҫ пахчине ҫитсе кӗтӗм; 24. ӗнтӗ ҫӑл чаврӑм, ют шыва ӗҫрӗм, хамӑн ура лаппипе Египетӑн мӗнпур юханшывне таптаса типӗтсе тухӑп» терӗн.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.