Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хоп! — ахӑрса ячӗ Дрибб малалла вирхӗнсе тата йӗнер ҫинче йывӑррӑн сиккелесе.Гоп! — заорал Дрибб, устремляясь вперед и тяжело подскакивая в седле.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Айӑпсӑр йӗкӗрешсем пек вӗҫӗм кулчӗҫ ахӑрса Куҫусем чӗп-чӗрӗ ҫутӑн шевлипе чуна пӑрса.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Кӑшкӑр ҫеҫ — ав юлан ут пек ахрӑм ахӑрса чупать, юмахри пекех туятӑп.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Патша ҫарӗ ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн, вӗренекенсен хорӗн пӗр пайӗ яланхи пекех «Боже царя храни» гимна юрлама ҫеҫ тытӑннӑччӗ, анчах хорӑн тепӗр пайӗ «долой», тесе кӑшкӑрса, шӑхӑрса, ахӑрса ячӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир хыттӑн ахӑрса садалла вӗҫтертӗмӗр.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Лайӑх «хӗмленсе» ҫула тухнӑ тӑвансем пӗрер хут шӑхӑрса илеҫҫӗ-и, ҫук-и, — Хучаш ялне ахӑрса ҫитеҫҫӗ.
Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.
Пӗр вӑхӑт шӑпланнӑ пӗлӗт ахӑрса ячӗ те — Шӑмӑллӑ Ура ҫийӗн йӑлтӑр-кӑвак вут ҫапса кӑларчӗ.Туча, помолчав над головой Костлявой Ноги, зарычала и высекла голубоватый огонь.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
Ҫурри якалнӑ акварель алӑран алла куҫать; аслисем ача пулса тӑчӗҫ; пӗр пайӗ аскӑннӑн шӑл йӗрсе, ахӑрса кулать; ыттисен пичӗсем вӑйпах книксен тума хистенӗ чухнехилле тӑсӑлнӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сӗтел хушшинче ларакан ытти офицерсем ахӑрса ячӗҫ, хӑйсен чӗлхипе тем калаҫрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурте ахӑрса ячӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑна илтсен, Король, хӑйне сӑпайлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшнӑ ҫӗртех, чӑтаймарӗ, кӗсрене курнӑ ӑйӑр кӗҫеннӗ пек ахӑрса ячӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Итлесе ларакансем ку тӗлте харӑссӑн ахӑрса ячӗҫ, калавне ҫӗр хутран кая мар илтнӗ пулин те, чӑтса тӑраймарӗҫ.(Тут все слушатели враз грохнули хохотом, хотя слышали сто раз этот рассказ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче, ҫӗрлехи ҫил-тӑвӑл усаллӑн ахӑрса уланӑ вӑхӑтра, телефон шӑнкӑртаттарнӑ хушӑра, тӳрӗ провод тӑрӑх калаҫнӑ чухне, ӗҫлӗ хутсем, ҫырусем, стенограммӑсем вуланӑ хушӑрах статья ҫырасси ҫинчен шухӑшлать, ҫак статьяпа вӑл юлташӗсен революциллӗн хӗрсе ҫӗкленнӗ хастарлӑхне социализмла ҫӗршыв туса ҫитерес ӗҫ тавра пуҫтарса пӗтӗҫтересшӗн тӑрӑшать; ку задачӑсем — чӑнахах та ҫав тери пысӑк, анчах та пурнӑҫа кӗме пултармалла, питӗ те йывӑр, анчах та ҫавӑрса илме май пур задачӑсем пулаҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑнасем кӑшкӑрашни, юрлани, ахӑрса ахӑлтатса кулни, уншӑн пулсан, ют ҫун хаваслӑхӗ мар — хӑйӗн савӑнӑҫӗ пек туйӑннӑ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӑл арӑмне, тискер кайӑк пек ахӑрса, ятласа тӑкнӑ, юлашкинчен кантӑрапа вӗтсе илнӗ, пуҫӗнчи сурпанне сӳсе пӑрахнӑ; унтан, ваттисен йӑлипе, сурпана ҫурмаран ҫурнӑ: ҫуррине арӑмӗ ҫинелле ывӑтнӑ, ҫуррине хӑй илнӗ те — тухса кайнӑ; анчах пуҫиллех пӑрахса кайнӑ чух вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, йӗрсе янӑ.
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Тата пӗр ҫирӗм ҫултан христиансен ахӑрса кайнӑ ушкӑнӗ авалхи тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗрне — тӗнчере астрономипе математикӑна чи малтан вӗрентекен хӗрарӑма — Ипатие асаплантарса вӗлернӗ.
Птолемей ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Шыв юхӑмӗ ҫӳлтен шарласах тӑкӑннӑ, ҫӗр ҫинче те шыв ахӑрса юхнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Циглер каллех темле ҫирӗп сӑмах каларӗ пулмалла, мӗншӗн тесен таврарисем ахӑрса кулса ячӗҫ, кукӑр ураллӑ тӑлмач та, охранӑйра присяга панӑ пулин те, кулса илчӗ.
I сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Мужиксем ахӑрса кулса ячӗҫ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хаяр ҫил-тӑвӑл халӗ те урса кайнӑ пек ахӑрса тӑрать, анчах ҫӳлӗ ҫыран хыҫӗнче пӑртак лӑпкӑрах пек туйӑнать.Свирепая буря продолжала неистовствовать, но за высоким берегом было сравнительно тихо.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.