Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

астӑвӑр (тĕпĕ: асту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Астӑвӑр: тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем - пурнӑҫри чи хаклӑ хаклӑхсем.

Помните, что родные и близкие – это главная ценность в жизни.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Астӑвӑр, тата тепре тупа тумалла ан пултӑр.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Анчах астӑвӑр, ял-йышсем, вӑл хут халь вырӑссене кӑтартсан та сире ним те памасть.

Помоги переводом

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑвӑр, итлемесен эпир кунта пищальпе хӗҫ-пӑшалланнӑ стреленсене яратпӑр.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах астӑвӑр, лашӑрсене вӑрлаттарса ан ярӑр…

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑвӑр, сотниксем, — терӗ пӗр палламан стрелецки голова Тукайпа Акпарса.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑвӑр, кайран йӑлт ҫӗнӗрен пуҫламалла пулать.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑвӑр, Иван патша парнисем пире лекме пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апла пулин те, астӑвӑр, сире ҫак паллӑсем сисчӗвлентерме кирлӗ: - Ют ҫӗршыври тусӑн профилӗнче сӑнӳкерчӗксем питӗ сахал.

Помоги переводом

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Юнаса хӑвараҫҫӗ тутарсене: «Астӑвӑр эсир, тепре пырсан тата хытӑрах лекет сире. Пирӗн ҫӗрсене тек ан ҫаратнӑ пултӑр», — теҫҫӗ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унсӑрӑн йывӑр пулать сире, астӑвӑр.

Помоги переводом

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Астӑвӑр, эпӗ Куславккана пыл кайса пани ҫинчен сӑмах ан тухтӑр…

Помоги переводом

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

(Малашне ун кӗсйинче яланах укҫа пулӗ, ҫавна астӑвӑр!)

(Впредь у него в карманах всегда будут водиться деньги!)

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тепри пулсан, астӑвӑр, мана тырӑ сахал ан парӑр тесе правленине темиҫе хут чупса пымалла, пиртен пӗр пус таран шыраса илмелле, эсир… —

Помоги переводом

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Астӑвӑр, бригадир хут ҫырса памасӑр паянтан пӗр лашана та кӳлме юрамасть…

Помоги переводом

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Астӑвӑр, тавӑрать сире Гирей тепре килсе кӗрсен!

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астӑвӑр, Тукай мӑрсана килӗшекен ят тупмалла сирӗн, — терӗ Аликей.

Помоги переводом

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астӑвӑр, ан ӳкӗр вӗсем ҫинчен, — кулчӗ Бельский.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах астӑвӑр, сирӗн ҫӗр-шыва Хусантан уйӑрасси сасартӑк тумалли япала мар.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Астӑвӑр, лекет сире куншӑн.

Помоги переводом

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней