Поиск
Шырав ĕçĕ:
1942 ҫулта батальон командирӗ ӑна «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе наградӑлама ҫырнӑ хут ҫине вӑл 1939 ҫулта Хӗвел анӑҫ Украинӑна ирӗке кӑларма тата нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫа пӗрремӗш кунранах хутшӑнни, ҫапӑҫура стройран тухнӑ танксене йывӑр лару-тӑрура, вӑхӑта пӑхмасӑр юсани ҫинчен ҫырнӑ.
Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/
Вӑл кирли иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче, Америкӑпа Хӗвел анӑҫ ҫӗршывӗсем Раҫҫей тӗлӗшпе экономика вӑрҫине тапратса янӑ тата халиччен пулман санкцисем йышӑннӑ вӑхӑтра, уйрӑмах вӑйлӑ сисӗнчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Америкӑра, Хӗвел анӑҫ Европӑра тата ытти ҫӗрте те паллӑ тӑвакан Хэллоуин та пирӗн ҫӗршыва ҫитрӗ.
Хамӑрӑн уявсене те манас марччӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44179-kham- ... as-marchch
Анӑҫ тӗксӗмленчӗ, хушӑран-хушӑ ҫеҫ пӗтӗм таврана ҫутатса типӗ ҫиҫӗм вылять.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Сапаланчӑк пӗлӗтсем, хӑйсен йывӑрӑшне йӑтса тӑрайман пек, ҫӗр ҫумнерех пухӑннӑ, ҫавӑнпа анӑҫ та, тухӑҫ та тӗттӗм сивлек курӑнаҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫав вӑхӑтрах, ытти регионсем пекех, Чӑваш Республики те хаяр тӑшмана – Украинӑри саккунсӑр правительствӑна тата пӗр ушкӑна пӗрлешнӗ Хӗвел анӑҫ эшкерне хирӗҫ тӑчӗ.
Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/31/nov ... -respublik
Пӑртак тӑрсан Иливан ҫакна асӑрхарӗ: чӳк карти виҫ алӑклӑ иккен; ҫурҫӗр енчи хапхаран шыв йӑтакансем кӗреҫҫӗ; хӗвел тухӑҫ енчи хапха умӗнче пусма ӗлкӗреймен выльӑх-чӗрлӗх тӑрать; хӗвел анӑҫ енчи хапхаран чӳке пынӑ ҫынсем — халлӗхе ваттисем — кӗре-кӗре тухаҫҫӗ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Арҫынсем кремль сӑртӗнчен аялалла чупса аннӑччӗ ӗнтӗ, Эрнепи хула еннелле тунсӑхлӑн тепре пӑхса илчӗ, питпе хӗвел анӑҫ еннелле тӑрса турра кӗл турӗ.
6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан сӑртра, кремль хӳттинче ӗҫкӗ ӗҫсе, шавласа ларакансем еннелле тепре пӑхса илчӗ те утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса кремльтен хӗвел анӑҫ еннелле ыткӑнчӗ.
2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӗсене, Мстиславскипе иккӗшне, касимовецсемпе пӗрле хӗвел анӑҫ енчен тапӑнса кӗме каласа хучӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Турцин анӑҫ енче, Мрамор тинӗсӗн тӑрӑхӗнче, Дюздже хулинчен 14 километр кӑнтӑр-тухӑҫнелле, 4:08 вырӑнти вӑхӑтра (Мускаврипе пӗр килет) 6,0 магнитудӑллӑ ҫӗр чӗтренӗвӗ пулса иртнӗ.
Турцире те ҫӗр чӗтреннӗ: вилнисем ҫук, ҫуртсем кӑна ишӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33530.html
Анчах та анӑҫ Сӗмсӗр вӑйӑ Пуҫарчӗ ҫакӑ вӑй тавра.
Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.
Тӳпене ак хӗвел анӑҫ Пӗветрӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнпа.
XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫӗн уйӑха кӗте-кӗте, Вӑраххӑн сӳнчӗ хӗвел анӑҫ, Тем тӗттӗмлетрӗ пӗлӗте, Шӑв-шавӗ кӑнчӗ-выртрӗ канӑҫ.
IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Нар пек хӗрелчӗ хӗвел анӑҫ, Вӑл капӑрлатрӗ пӗлӗте, Ниҫта ним хускалмарӗ — тӑнӑҫ: Сас-чӳленсе вӑл тем кӗтет.
III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Первомайскран кӑнтӑрарах, Вознесенскран ҫурҫӗререх, Южный Буг юхан шывӗн хӗвел анӑҫ ҫыранӗнче вырнаҫрӑмӑр».
Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/
Тӗрӗссипе, пӗрремӗш выпускри ачасене пурне те хӗвел анӑҫ енчи чикӗ округӗсене янӑ.
Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/
Вӗсем каяҫҫӗ хӗвел анӑҫ еннелле, вырӑс ҫӗрӗсем ҫине ҫӗмӗрсе кӗме…
Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Кӑрмӑш ҫулӗ пур, пирӗн ялтан пӗр пилӗк ҫухрӑмран иртет, — хӗвел анӑҫ еннелле кӑтартрӗ Ахтупай.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шалти Азипе Анӑҫ Китайӑн геологипе геоморфологине пичетлесе кӑларнӑ, ҫак регионсенче авалхи сӗтпе ӳстерекенсене тата маллюсксене сӑнланинче ҫӗнӗлле пӗтӗмлетӳсем тунӑ.
Лайош Лоци // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%86%D0%B8