Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан-кунтан чышӑнса, — мӗншӗн тесен хамӑн шухӑшӑмсене пуҫӗпех путса утатӑп, — юлашкинчен тӑна кӗтӗм, залран иртсе пусма ҫине тухрӑм, урама лекес тӗллевпе айккинчи алӑкпа анма пуҫларӑм та Дези асӑма килчӗ: сехет каялла кӑна вӑл та ҫак картлашкапа пыратчӗ, кӗпин шерепине шухӑшлӑн турткалатчӗ; эпӗ ӑна йӑвашшӑн, пӗтӗм чунран ырӑ каҫ сунтӑм.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ хумсене буйсем евӗр касса куҫакан хура ҫунатсене куратӑп; вӗсен шлюпка айккинчи ҫӑтӑх куҫӑмӗсем, вӗсем малалла та каялла канӑҫсӑррӑн кумни сехӗрлентереҫҫӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫурма ҫарамас чӗрӗ чун, ҫӳҫне папа тиари евӗрлӗ ҫавӑрса ҫыхнӑскер, айккинчи алӑкран тухрӗ.Полуголое существо, с прической, напоминающей папские тиары, вышло из боковой двери.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ку пӳлӗм — стенан айккинчи хутлӑхӗ, ӑна чӑптапа сӑрнӑ; кӑптӑр-каптӑр выртмӑшпа тӑм савӑт-сапа кунта хуралҫӑ пурӑннине ҫирӗплетеҫҫӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунсӑр пуҫне — ҫакӑн пирки тепре уйланма пуҫланӑ вӑхӑтра та вӗсенчен нихӑшне те курмастӑп, сасартӑк пӑхрӑм та — айккинчи алӑксенчен пӗринчен…
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ӑсӑм сисӗнмеллех арпашӑнчӑк: ӑҫта ҫӳренӗ, епле улӑхнӑ та аннӑ, айккинчи тата хӗресленекен ҫулсене мӗнле лекнӗ, — халӗ манӑн асӑмра ҫав мерекке-ҫул ҫӳрев ҫавӑн чухнехилле уҫӑмлӑ мар ӗнтӗ; пӗтӗмпех ҫиҫкӗнчӗк те сӳсленчӗк йӗр — тӑвӑрлӑх, ҫутӑ, пӑрӑнӑҫсемпе пусма-картлашка ҫапла асра юлчӗҫ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сулахаялла та, сылтӑмалла та пӗрешкел ҫӗнӗ анлӑш тӑсӑлать, малтанхи пекех — кунта та айккинчи ансӑр пушӑлӑхсем вертикаль майлӑ сапаланса тухнӑ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хускалми аптӑравне аркатса Джис айккинчи ҫул ҫинелле ыткӑнса тухрӗ — хӗнесе ислетнӗн чӗтре-чӗтре ҫурма уҫӑ алӑк ҫутипе ҫапӑнчӗ!
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Катрин урлӑ хыпарланнӑ Груббе айккинчи ҫулсемпе килчӗ те машинӑна хыт-хураллӑ уя, Стомадор сарайӗнчен инҫех мар, лартрӗ.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Айӑплав акчӗн айккинчи ҫак сӑмахсене эпӗ тата сив чир ҫыраҫҫӗ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сасартӑк аллӑм чи пысӑк чул катрамӗн айккинчи хушӑкӗнче, шалтах, темӗскер ҫивӗчскере хыпашласа тупрӗ.И вдруг моя рука нащупала в глубине боковой трещины самого большого камня нечто острое!
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫар суд ӗҫне лаборатори вӑрттӑнлӑхӗ пек хакласа Херн Галерана сӑпайлӑн та уҫӑмлӑн ӑнлантарчӗ: вӑл, прокурор, айккинчи, ют ҫынсен хунтӑлӑхне, вӗсем айӑпланакана кӑмӑлласан та, хыттӑнах сивлет.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Покет тӗрми хула хӗрринче; кунта юлашки ҫулсенче урам пуҫланса кайнӑ, вӑл темиҫе ҫуртран сӑртлӑ пушӑ вырӑналла куҫать, ун ҫумӗнчех икӗ тӑкӑрлӑк тӑсӑлса вӗҫленет: пӗри — тип варпа, тепри — аслӑ ҫул тӗмескипе; ҫаксем пурте пӗрле хула планӗнче айккинчи темиҫе хулӑллӑ тӑртанчӑк турата аса илтереҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенанта сасартӑк иккӗленӳ пырса ҫапрӗ; кунашкалли — тӑтӑшах, уйрӑмах — хытӑ хумханнӑ вӑхӑтра, ун чухне кӗрет-тӳрӗ сӑлтавсемпе ҫеҫ мар, айккинчи, малтан сисӗнмен сӑлтавсемпе те ҫыхӑну уҫҫӑнрах курӑнать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр эрнерен Леонӑн Гертонри пурнӑҫӗ пирки айккинчи ҫӑл куҫсем урлӑ ыйтса пӗлме пуҫларӗ, кӗҫех хыпарларӗҫ: Брентгамсем таҫта тухса кайнӑ-мӗн, вӗсен адресӗ ҫухалнӑ.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Сасартӑк ҫӳҫӗме вирелле тӑратса айккинчи утиял курпунланса ҫӗкленчӗ те тӑрмаланчӗ — ун айӗнчен… чашлатса та мӑрлатса кушак аҫи тухрӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Пӗррехинче, Белградран Герцеговинӑна ҫул тытнӑ чух, — паллах, ҫак тяппамсемпе, — манӑн ҫул айккинчи ҫарансене капӑрлатас кӑмӑл ҫуралчӗ.
Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.
Чӑн та, кинематограф пӗлтерӗвӗпе танлаштарсан ҫак сӑмахсем чылай сӑпайлӑрах, анчах иртен-ҫӳрене пур пӗрех аптӑратаҫҫӗ: тӗл пулакансем пурте тенӗ пекех шикленеҫҫӗ, айккинчи урамсене пӑрӑна-пӑрӑна кӗрсе процессие ҫул параҫҫӗ.
V. «Эпир ку». Арӑсланпа шакалсем. Арӑслансем мӗнрен хӑраҫҫӗ. Вӗҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Пуҫне эрех ҫапнӑран Лорх вӑхӑтлӑха чӗрӗлчӗ; сулланса, анчах ӳсӗрлӗх шайӗнче кӑна, тарпа исленнӗскер, шӑлӗнчи сурчӑкланнӑ пирусӗпе вӑл айккинчи коридорпа пырса картишне тухрӗ, бассейна йӑраланса анчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплипех — атӑпа, костюмпа — шыва лаплатрӗ, чӑмса тухрӗ, шӑннипе тертлӗн чӗтре-чӗтре йӑраланса улӑхрӗ те ҫывӑрмалли пӳлӗмелле танкӑлтатрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Айккинчи сӑнавҫа Кольбер никама кӑтартмасӑр кичемленнӗн курӑнать-тӗр, анчах унӑн кӑмӑл-туйӑмӗ питех те ҫӗкленӳллӗ: вӑл халӗ телейлӗ, ҫакнашкал темиҫе пин ҫул утаять.
Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.