Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе каласан, тӑшман ури пырса пуснӑ хуласенче пуринче те ҫавӑн пек улшӑнусемех пулса пӗтнӗ: ҫуртсем, урамсем, йывӑҫсем, садсемпе пахчасем таҫта кайса кӗнӗ, пытаннӑ, совет ҫыннисемшӗн чи хаклӑ япаласене ятсӑр этемсем веҫех таҫта пытарса усраҫҫӗ…
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Билимбаих ыйтӑвӗ пӗрремӗш ҫумӑрчченех, ту айӗнчи ятсӑр юхан шыв туличченех, уҫӑ юлчӗ.
III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Хамӑрпа пӗрле ҫул ҫӳремелли пӑхӑр чейник пурччӗ те, унпала ҫав пилӗк ҫухрӑмри Билимбаих тӑвӗ ҫине хӑпарма тытӑнас тӗлти ятсӑр юханшывран шыв ӑсса ӗҫесси пирки малтанах ӗмӗтленсе хунӑччӗ.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Лось патне пырса тӑчӗ те унӑн ҫамкинчен, куҫ харшисен хушшинчи путӑкран ятсӑр пӳрнипе перӗнчӗ.Приблизился к Лосю и важно коснулся безымянным пальцем его лба, впадины между бровями.
Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Вӑй ятсӑр япая мар, вӑй ман арҫын ача.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сулахай аллин вӑта пӳрнипе ятсӑр пӳрни ҫук.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
«Карел Грончакӑн ятсӑр шефӗ ҫак вырӑнпа каҫӗ», — терӗҫ вӗсем.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Катенька пулӑшнипе эпӗ нотӑсене вӗрентӗм тата хамӑн хулӑн пӳрнемсене кӑштах ҫемҫетрӗм, ҫаксене тума мана икӗ уйӑх хушши ҫав тери тӑрӑшма тиврӗ, итле пӗлмен ятсӑр пӳрнене эпӗ апат ҫине чух чӗркуҫҫи ҫинче, выртнӑ чух минтер ҫинче вылянтартӑм; ҫавсене вӗренсе ҫитсенех пьесӑсем калама тытӑнтӑм, вӗсене паллах, чуна хурса, avec ӑme, каларӑм, ҫакна Катенька та йышӑнчӗ, анчах эпӗ кирлӗ пек тактпа калама пачах пултараймарӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас».
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр чӗрӗкне пуҫласа, эпӗ стамбулкӑна султан табакӗ текен вӗтӗ туранӑ хӗрлӗрех сарӑ табакпа тимлӗн тултартӑм, ҫиеле ҫунакан ӑвӑ хутӑм, вара чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пӳрнесем хушшине тытса (алла кунашкал тытни мана уйрӑмах килӗшетчӗ), тӗтӗм ӗмме тытӑнтӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑл ӗҫре уйрӑмах ҫак Девушкин йышшисене хисеплеҫҫӗ, — ятсӑр йӑхран тухнисене!— Особенно в этом деле почитаются вот такие, как Девушкин этот, низкого происхождения люди!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсен, ҫав ятсӑр ӑстасен, ҫырман ҫирӗп йӗркийӗ те пулнӑ: виҫепе илем хушнӑ пек ту, тенӗ.
9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
… Ҫывӑхри ял ҫыннисенчен ҫав кунсенче мӗн пӗлнӗ, пӗтӗмпех каласа патӑм ӗнтӗ, ун чухне вӗрене айӗнчи ятсӑр вилтӑпри ҫумӗпе Совет Ҫарӗсем кӑнтӑралла тата хӗвеланӑҫнелле ҫапӑҫӑва каятчӗҫ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Тепӗр каҫхине, Славутӑран кӑнтӑралла тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле каякан ҫул юппинчи ватӑ вӗрене айӗнче ятсӑр вилтӑпри ҫӗкленнӗ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Вӑл, ятсӑр герой, вӑрҫӑ ӗҫӗсенчен чи хӑрушӑ та ответлӑ ӗҫсем туса тӑнине, фронт линийӗн леш енче пурӑнса, кашни самантра хӑйӗн ҫамрӑк пурнӑҫне хӗрхенмесӗр, пирӗн штаб, командованине тӑшман мӗн тума шутланине чухласа илме пулӑшакан сведенисем парса тӑни те ӗненмелле пекех мар.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Аялта шӑппӑн ҫырма шӑпӑлтатса юхса выртать, — ку ту ҫинчен юхса анакан ҫӗр-ҫӗр ятсӑр ҫырмасенчен пӗри.Внизу протекала тихо журча речка, — одна из сотен безымянных речек, стекающих с этой горы.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн хыҫра, таҫта инҫетре, тен, ятсӑр паттӑрсем сӑрт-тусене пещерӑсемпе халтӑлатса пӗтернӗ ҫӗртех пулӗ, ту хырҫисем тӑрринче, йӑрӑм-йӑрӑм ҫунаттисене сарса пӑрахса, сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ этем пуҫӗ пек, ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫакӑнса тӑрать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Стенька пире ятсӑр юханшыв патне ҫити ним чӗнмесӗр ӑсатса ячӗ те пире систермесӗр тӑрса юлчӗ.Молча проводил нас Стенька до русла безыменного протока и незаметно отстал.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫарӑн ятсӑр ӗҫченӗсем ҫапӑҫури хӗрӳлӗхпе пӑрахнӑ ҫавӑн пек вӗтӗ вӑрӑсенчен кӗске вӑхӑтрах ашкӑрса ӳсекен калчасем шӑта-шӑта тухаҫҫӗ.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Брянскине ҫав каҫах тӑшманран анчахрах туртса илнӗ 805-мӗш ятсӑр сӑрт тӑррине пытарчӗҫ.Брянского похоронили в тот же вечер на самом шпиле только что отбитой безымянной высоты 805.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.