Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шӑпах пирӗн салтаксем вырнаҫнӑ вӑрмана бомбӑсем тӑкӑнаҫҫӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Воздух! — тесе кӑшкӑрашнипе анкӑ-минкӗленсе сике-сике тӑчӗҫ салтаксем.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Салтаксем юлашки юн тумламӗ юлмиччен ҫапӑҫма Тӑван ҫӗршыв умӗнче тупа турӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗҫҫе килеҫҫӗ, те вӗсем пирӗн салтаксем вырнаҫнӑ тӗле ҫӑхан пек чӑма-чӑма анаҫҫӗ, унтан татах вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Уҫӑ вырӑна тухмасӑр, шурлӑхсенчен пӑрӑнса, вӑрман хӗррипе аллӑ ҫухрӑма яхӑн утрӗҫ салтаксем.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шӑппӑн, пӑшӑлтатса калаҫса анчах, шӑрпӑк ҫутмасӑр, пирус тивертмесӗр вакунсенчен сике-сике анчӗҫ салтаксем.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Докуменчӗсем?! — ыйтрӗ унтер, салтаксем ҫине пӑхса.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хальхинче тавар вакунӗсенчен салтаксем мар, хӗрарӑмсем, ват арҫынсем, ача-пӑча сике-сике анчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мӗнле-ха вӑл, хӑрах урипе ҫеҫ тӑван ялнелле ярса пуснӑскер, ҫын япалипе хуҫаланать, ҫын япалипе салтаксем умӗнче ырӑ ятлӑ пулать, ҫын аллипе кӑвар туртать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗпӗртенӗ салтаксем пӗр-пӗрне пӳлсе Хура Ҫимуна тав тума пуҫларӗҫ:
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Паттӑр салтаксем! — кӑшкӑрчӗ вӑл, вакун алӑкӗ патне ҫитсен.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Салтаксем пушшех хыпаланаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пысӑк алӑксенчен ешӗл тумлӑ салтаксем сике-сике анчӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ваттисем хыҫҫӑн кайсан, пӑшал вырӑнне ухӑпа ҫапӑҫӗччӗҫ салтаксем.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Каҫхине вара «ватӑ» салтаксем каптеркӑра вӑйлӑ ислетеҫҫӗ.
Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.
Кукаҫипе Мишша тете вара юнлӑ вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ салтаксем пулнӑ.
Утар // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 102–103 с.
Ҫавӑн пекех салтаксем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре пысӑк хастарлӑх кӑтартакан волонтерсене те уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ.
Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/
«Салтаксем кӑна тутӑ пулччӑр, тулли вӑйпа ҫапӑҫчӑр, эпир чӑтӑпӑр», — килӗшеҫҫӗ колхозниксем.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле ватӑ Дорофей мучине, унӑн выҫӑпа вилекен салтаксем ҫинчен ҫырнӑ листовкине аса илчӗ те, чӗтрене ерчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Унта ҫамрӑк салтаксем выҫӑпа вилнӗ вӗт-ха.