Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Килне (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта Кирей кӗсйинче пӗр пус юлмиччен ларчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн тин килне тухса утрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ӗнтӗ кӑларса яр ӑна, кайтӑрах хӑйӗн килне, Мускавра унсӑрах ҫителӗклӗ аякран килнисем.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйӗн тӑван ялне, ашшӗ-амӑшӗн килне.

Помоги переводом

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вара вӗсем пӗтӗм ҫемйипе тӑван ялӗнчи тӑван килне тухса кайрӗҫ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Паймен тепӗр курка ӗҫрӗ те килне кайрӗ, сӑра ӑна палӑрмаллах витерчӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Шупашкартан килекен транспорт йывӑрлӑхӗсене пӑхмасӑрах, юлашки вӑхӑтра час-часах килсе кайма тӑрӑшрӗ Камай ашшӗн килне.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Тӑван килне амӑшӗ патне чи кӗҫӗн хӗрӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Минеслу ҫеҫ кашни уйӑх пуҫламӑшӗнче пырса ҫӳренӗ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫапла шӑллӗ тек таврӑнмарӗ килне, амӑшне ҫырусем ярса тӑчӗ ҫеҫ.

Помоги переводом

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫӑварлӑхламан шухӑ лашапа та, тӳпенелле вирхӗнекен ракетӑпа та хӑваласа ҫитме ҫук ӑна, Вихтӗр, салтак шинельне темиҫе ҫул каяллах хывнӑскер, тӑван килне ҫаврӑнса ҫитет.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Чӑн-чӑн этем хӑй килне ҫеҫ мар, тӑван ялне те хӳтӗлет, — ҫапла калать те ашшӗ ывӑлне сӗтел хушшине ларма хушать.

Помоги переводом

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

1946 ҫулта, костыльпе утма хӑнӑхнӑскере, килне ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

Халь килне кайса кан та ыран лесничествӑна пыр.

Помоги переводом

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ан илсен, паллах, «тавтапуҫ сире» тесе пырса кӗрес ҫук вӗсем вӑрманҫӑ килне.

Помоги переводом

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унччен картишӗнче тӑхланран йывӑр шӑплӑх тӑратчӗ, халӗ анчӑк хутран-ситрен те пулин лявлатса илет, чуна тӑкӑскӑлантаракан шӑплӑха хускатать, лесник килне хаваслӑх кӳрет.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кичемлӗхпе пӗчченлӗх хӗтӗртнипех вӑл харӑсах икӗ чун — кушак ҫурипе анчӑк — тупса таврӑнать килне.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун пек самантра Тамарӑн килне темле асамҫа пыртарас килет.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫапла шутласа, тулли сумкӑна йӑтса, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тартӑм эпӗ атте килне.

Помоги переводом

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепӗр кун каҫхине Левене, Тамарӑпа пӗрле вӗсен килне пырса кӗме хӑйнӑскерне, Верук инке: «Ҫук, ҫук, хӗрӗмӗре эпир Мерченсем валли ҫитӗнтермен», — тесе ӑсатнӑччӗ кӗскен.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫанталӑкӗ сивӗ мар-ха, пӗртте сивӗ мар, анчах ку килте хӑйне ҫатӑр сивӗ сӑмах калама пултарасса, кӗнӗ-кӗмен: «Мерченсен килне хӗр пама эпир тилпӗрентен пашалу пӗҫерсе ҫимен, кикен вӗретсе чей ӗҫмен», — тесе касса татса каласран шикленет Левен.

Помоги переводом

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗр апла тепӗр чарӑнура анӑр та тӳрех килне кӗрсе тухӑр, — Мишша хӑйӗн адресне каларӗ, кӗрсе тухма йыхрав турӗ: «Юлташна та пӑрахса ан хӑвар», — текелерӗ.

Помоги переводом

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней