Поиск
Шырав ĕçĕ:
Каялла кайма шутламарӗ, каялла кайма хал та ҫитерейрес ҫукчӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Курмастӑн-им? — таҫта юнашарах кӑшкӑрчӗ Игнат кӑнттам Ничипора, унтан, лаша патне чупса пырса, ӑна тутинчен ҫатлаттарчӗ, туртаран ярса тытса: — Тпру! Чак каялла! Чак каялла тетӗп! Стоп!.. — тесе кӑшкӑрчӗ.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Куратпӑр: тӑшман дозорӗ каялла ҫавӑрӑнчӗ, каялла кайма пуҫларӗ.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ун ҫулне каялла тавӑрас тесе, хам пӗлнӗ пек тӑрӑшрӑм, каялла тавӑртӑм.Но я постаралась ее отвести, направить в обратную сторону, как смогла.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫавӑрӑнса каялла кайсан, нимӗн усси те пулас ҫук: каялла ҫавӑрӑнсанах ман ҫурӑмран виҫ-тӑватӑ пуля пырса тивнӗ пулӗччӗ.Повернуться и итти назад было бессмысленно, три-четыре пули влипли бы тогда в мою спину.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Икӗ эрне каялла почтальон ӑна Горевӑна янӑ, анчах «адресат ҫуккишӗн», каялла килнӗ ҫырӑва панӑччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Унӑн темиҫе хутчен те каялла таврӑнас килчӗ, анчах пӗр тытнӑ шухӑша каялла тума хӑнӑхманскер, таврӑнмарӗ.Несколько раз подмывало его вернуться, и лишь самолюбие удерживало от этого шага.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Вӑл хӗҫе ҫӑмӑллӑн каялла илчӗ те, хӑйӗн пӗтӗм пӗвӗпе каялла сулӑнса, йӗннине чиксе хучӗ.И легонько принял клинок, загоняя его в ножны, отвалясь назад всем корпусом.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кӗсменсене шывран кӑларсан, вӑл вӗсене пачах та тенӗ пек ҫӳлелле ҫӗклемест, каялла туртса илнӗ чухнех хӑяккӑн ҫавӑрса хурать те, кӗсменӗсем вара хӑйсен касакан енӗпе, пурҫӑн ҫинче шуса кайнӑ пекех, шыв ҫийӗпе шӑппӑн шуса каялла каяҫҫӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Малтанах вӑл кӑштах каялла чакса илнӗ, унтан татах, унтан, хамӑр енче каланӑ пек, урисене ҫӗре тивертмесӗр, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах тара панӑ.
XVII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Утнӑ май, хӑйне такам каялла туртнӑ пек, е урисенчен пӑт пуканӗсем ҫакса янӑ пек, пӗрмаях каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса пынӑ.Идя, все оглядывался, точно его тянуло к месту или на ногах у него были пудовые гири.
XVI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Висбадена вӑл ӗҫ тума килчӗ, ҫак ӗҫе часах та хӑйне кирлӗ пек тӑвасса шанать; ҫакна шанман пулсассӑн, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тухса вӗҫмелле вӑл каялла, юратнӑ Франкфурта, хаклӑ та халӗ ӑна тӑван кил-ҫурт пулса тӑнӑ кил-ҫурта, Джемма патне, ун хӑй юратса пӑрахнӑ урисем патне…
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Анне хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ, эпӗ тепӗр пӳлӗме тухрӑм та ӑна ҫӗррине каялла патӑм, — вӑл ҫӗрре эпӗ икӗ кун каялла хывнине асӑрхамарӑн эсӗ: вӑл ҫав тери кӳренчӗ; анчах вӑл мӑнкӑмӑллӑ та каппайчӑкскер, ҫавӑнпа та нумай хӑратса тӑмасӑрах тухса кайрӗ.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑрманӗ ҫӑра мар, эпӗ пуля ан лектӗр тесе, час-часах каялла ҫаврӑнса пӑхатӑп; Гарри Бака тӗлленине икӗ хут куртӑм, унтан вӑл каялла, хӑй ӑстан килнӗ, ҫавӑнталлах кайрӗ, шлепки хыҫҫӑн васкарӗ пулас; хам ҫапла шухӑшлатӑп, курасса курмарӑм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Епле сикнӗ-ха эпӗ ҫак чӳречерен пӗр эрне каялла, епле каялла кӗнӗ — шухӑшлама та хӑрушӑ халь.Сейчас даже подумать дико, как я выпрыгивал неделю назад в это окно, как залезал потом обратно.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Каялла ҫав, каялла.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫав хӑрушлӑх умӗнче каялла чакса, Цильс фортӗнчи юлташӗсем патне каялла кайнӑ.Пришлось отступить и вернуться к оставленным в форте Уильса товарищам.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каялла… каялла, Алька! — хӑраса кӑшкӑрса ячӗ Сергей, вара кӗсьерен браунингне туртса кӑларчӗ те ӳсӗр ҫине кӗрӗслеттерчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ку — сад-пахча ӑстисен, пуянсен ялӗ, шӑпах ҫак чаплӑ Кабакинӑра ӗнтӗ ҫур ҫул каялла Тамбов продотрячӗн пӗрремӗш взвочӗ пуҫне хунӑччӗ, ҫак ял айккинче ик эрне каялла ҫеҫ кӗпӗрне продкомӗн ҫӑмӑл машинине бомбӑсем пӑрахса салатнӑччӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Унтан утне вӑрт ҫеҫ каялла ҫавӑрса, Аксиньйӑпа пӑшӑлтатма ӗлкӗрчӗ: «Каялла! Ман хыҫҫӑн!»И круто поворачивая коня, успел шепнуть Аксинье: — Назад! За мной!»
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.